Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Арифулла (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
— Чӗпписене вӗҫме вӗрентет, кая юлса кӑларнӑ пулас, — асӑрхать Арифулла.

Help to translate

XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗсен ҫумӗпе, каччӑсене хӑйсен маттурлӑхне кӑтартасшӑн пулнӑ пек, хӗрсем каялла-маялла чупкаласа ҫӳреҫҫӗ, хӑйсем темле пахас мар тенӗ ҫӗртенех арҫынсем ҫинелле куҫ хывса илеҫҫӗ, Галимджанпа Арифулла вара вӗсене асӑрхамаҫҫӗ те темелле.

Help to translate

XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Арифулла малтан кун чухлӗ чул кӗпер тунӑ ҫӗрте мӗн тума кирлине ӑнланма та пултараймарӗ, кӑна хӑйӗн патне пынӑ Кабиртан ҫеҫ пӗлчӗ.

Help to translate

XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Арифулла кӗреҫине хыттӑн ҫерем ҫине лартрӗ те хӗрарӑмсемпе пӗрле чул муклашкисене йӑтма пуҫларӗ.

Help to translate

XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Арифулла Фатима ҫине пӗр самант хушши ытларах пӑхрӗ курӑнать ҫав, мӗншӗн тесен Миннигел куларах тӗртсе хума та ӗлкӗрчӗ:

Help to translate

XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Каччӑ куҫӗсенче иккӗленӳ те, шиклӗх те ҫук, вӗсем Арифулла тӗлӗннине ҫеҫ кӑтартаҫҫӗ, анчах тӗлӗнни ҫеҫ мар вара ку хӑмӑр куҫсенче, савӑнӑҫ ҫук-и?

Help to translate

XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Пӗтӗм Тутаркас хӗрӗ саншӑн ҫунать, ӗнер эс таврӑннине илтнӗ те пурте Арифулла та Арифулла тесе ҫеҫ тӑраҫҫӗ.

Help to translate

XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Анчах ӗненмелле мар: Арифулла умӗнче ӗлӗкхи ӳссе ҫитмен ҫинҫешке хӗр вырӑнне тулли питлӗ, кӗрнеклӗ ӳт-пӳллӗ ҫитӗннӗ хӗр тӑрать.

Help to translate

XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Арифулла ашшӗне шыракаларӗ, анчах ҫакӑнта ӑна мӗнле тупан?

Help to translate

XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Арифулла, пахчине тухсан, вӗсенчен пӗр-иккӗшне аллине тытнӑ тимӗр кӗреҫепе тӗкӗнсе татса антарчӗ те, карта урлӑ ҫӑмӑллӑн сиксе каҫса, ҫул ҫине тухрӗ.

Help to translate

XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Арифулла ҫывӑхӗнчех пӗр чӗкеҫ хӳрипе ҫапса хӑварас пек вӗҫсе иртрӗ, ҫӑвӑннӑ хушӑра уҫӑ кантӑк патне ҫерҫи ларса каччӑран йӗкӗлтенӗ евӗр нумайччен чевӗлтетрӗ, анчах, пӳртре кушак пуррине туйсан, вӑл та пӑр-р ҫеҫ вӗҫсе кайрӗ.

Help to translate

XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Арифулла, кун уяр тӑнине кура, чӳречине яриех уҫса ячӗ те, урамра мӗн курӑнать тесе, пӗр хут кӗпе вӗҫҫӗнех уҫӑ кантӑкран тулалла кармашса пӑхрӗ.

Help to translate

XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Халь ӗнтӗ Арифулла пӗчӗк мар, ӑна ун пек улталамасан та юрать.

Help to translate

XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Арифулла куҫне уҫсанах сисрӗ, вӑл ҫывӑрса юлнӑ, ашшӗ ӑна вӑратман.

Help to translate

XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ман Арифулла таврӑнмарӗ-ха, вӑл сана мӗнле ҫӗклесе ҫапмаллине кӑтартатчӗ те…

Help to translate

XXIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Арифулла ашшӗпе Кӑтра Михала лашапа ӑмӑртакансене вӑрман катине чӗнеҫҫӗ — старт унта пулмалла.

Help to translate

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Телее, Галимджана Арифулла маларах парӑнтарчӗ те, вӑл вара тек намӑс курма та шутламарӗ.

Help to translate

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кунта ӗҫлеме куҫнӑранпа (тӗрӗссипе, утӑ ҫулнӑранпа) Ятман яланах Арифулла ҫинчен ыйтать, бригадир вара ӑна эрнере пӗрре ывӑлӗн ҫӗнӗ ҫыруне пырса парать.

Help to translate

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Арифулла летчик-истребитель иккен, вӑл ӗнтӗ нимӗҫсен темиҫе самолетне персе ӳкернӗ, халӗ Орел патӗнче ҫапӑҫать.

Help to translate

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ман ывӑлӑм, Арифулла, шӑп кӑна Орел патӗнче вӑрҫать, — терӗ вӑл.

Help to translate

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:
  • 1

Menu

 

Statistics

...more detailed