Шырав
Шырав ĕçĕ:
Антиохире (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
10. Эсӗ вара вӗрентессӳпе те, пурӑнӑҫупа та, кӑмӑлупа та, ӗненӳпе те, ырӑ чунупа та, юратупа та, асапсене мӗнле тӳсесси тӗлӗшпе те ман пек пултӑн; 11. Антиохире, Иконире тата Листрӑра мана епле хӗсӗрленине, асаплантарнине эсӗ пӗлетӗн — эпӗ ҫавна пурне те тӳссе ирттертӗм, Ҫӳлхуҫа мана пуринчен те хӑтарчӗ.
2 Тим 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Павелпа Варнава ӗнтӗ Антиохире юлнӑ; унта вӗсем ытти чылай ҫынпа пӗрле Ҫӳлхуҫа сӑмахне вӗрентсе, Ырӑ Хыпар сарса пурӑннӑ.
Ап ӗҫс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Антиохире патшалӑха тытса пыма хӑварнӑ Филипп хӑйӗнчен уйрӑлса кайнине пӗлсессӗн, патша аптӑраса ӳкнӗ: иудейсене ӳкӗтлеме тытӑннӑ, йӑвашланнӑ, вӗсенӗн вырӑнлӑ ыйтӑвӗсене пӗтӗмпех тивӗҫтерме тупа тунӑ, унтан вӗсемпе килӗшнӗ, парне кӳнӗ, Турӑ Ҫуртне хисеп тунӑ, хулана ырӑлӑх кӳнӗ, 24. Маккавее йышӑннӑ, ӑна Птолемаидӑран пуҫласа Герар таранах ҫарпуҫ пулма лартнӑ.
2 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1