Шырав
Шырав ĕçĕ:
3. Патшалӑха ҫӑлса хӑварас шухӑшпа мар, пуҫлӑх вырӑнне илес шанчӑкпа, Антиоха питӗ чеен хӗтӗртсе, Менелай та вӗсемпе пӗрлешнӗ.
2 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫавӑнпа халӑх чупса тухнӑ, кӑралпа авӑрланса, хула ҫыннисем Антиоха хӑваласа янӑ, лешӗн ӗнтӗ намӑс тӳссе каялла тармалла пулнӑ.
2 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Эхер те ҫав ҫынсем ҫылӑх айне пулман пулсассӑн, Селевк патша мул управӑшне пӑхма янӑ Илиодор пек, Антиоха та кӗнӗ-кӗменех хаса ҫитнӗ пулӗччӗ те, вӑл чӑрсӑр шухӑшне пӑрахнӑ пулӗччӗ.
2 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Антиоха пулӑшмашкӑн Симон ун патне икӗ пин хастар ҫын, ылтӑн-кӗмӗл тата чылай апат-ҫимӗҫ ӑсатнӑ; 27. анчах лешӗ ҫакна йышӑнма кӑмӑл туман, унччен сӑмах татнине пӑсса пӗтӗмпех сивӗннӗ унран.
1 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Трифон вара усал шухӑш тытса ҫамрӑк патшана Антиоха ҫула илсе тухнӑ та вӗлернӗ, 32. хӑй ун вырӑнне патшана ларнӑ, Ази патшийӗн пуҫкӑшӑльне тӑхӑннӑ, ҫав ҫӗре питӗ вӑйлӑ аркатса пӗтернӗ.
1 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
54. Ҫавӑн хыҫҫӑн Трифон Арави ҫӗрӗнчен Антиоха илсе таврӑннӑ; Антиох питӗ ҫамрӑк пулнӑ-ха; вӑл ӗнтӗ патшана ларнӑ, пуҫкӑшӑль тӑхӑннӑ.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Трифон ятлӑ пӗр ҫын, ӗлӗк Александр патша майлӑ тӑнӑскер, Димитрие хӑйӗн ҫарӗ ӳпкеленине курса, Александрӑн кӗҫӗн ҫулхи ывӑлне Антиоха пӑхса ӳстерекен Арави ҫынни Емалкуй патне кайнӑ та 40. Антиоха Димитрий вырӑнне патшана лартасшӑн ҫине тӑрсах ӑна хӑйне парса яма ыйтнӑ; Емалкуя вӑл Димитрий мӗн туса хунине пӗтӗмпех каласа кӑтартнӑ, ӑна ҫарӗ те кӑмӑлламанни ҫинчен каланӑ, унта вӑл нумай кун хушши пурӑннӑ.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӗсем чӑнахах та хӑватлӑ та вӑйлӑ халӑх пулнине пӗлсе тӑма ӑна вӗсен вӑрҫисем ҫинчен каласа кӑтартнӑ; галатсемпе ҫапӑҫнӑ чухне мӗн тери хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартни ҫинчен, вӗсене мӗнле парӑнтарса хырҫӑ тӳлесе тӑмалла туни ҫинчен, 3. ҫавӑн пекех Испани ҫӗрӗнче унти ылтӑн-кӗмӗл кӑларакан вырӑнсене хӑйсен аллине илес тесе вӗсем мӗн-мӗн туни ҫинчен каласа кӑтартнӑ: 4. хӑйсенчен темӗн чухлӗ аякра пулин те, ӑс тупса, ҫине тӑрса ҫав ҫӗре вӗсем пӗтӗмпех хӑйсен аллине илнӗ иккен, ҫавӑн пекех таҫти тӗнче хӗрринчи патшасем пыра-пыра тапӑнсассӑн та, вӗсем пурне те ҫӗмӗре-ҫӗмӗре тӑкса хӑватлӑн парӑнтарнӑ иккен, ыттисем вара вӗсене ҫулленех хырҫӑ тӳлесе тӑраҫҫӗ-мӗн; 5. вӗсем ҫавӑн пекех Филипа та, Китим патшине Персее те, хӑйсене хирӗҫ тухнӑ ытти патшана та вӑрҫӑра аркатса тӑкса парӑнтарнӑ, 6. темӗн тӗрлӗ вӑйлӑ Ази патшине Антиоха та — хӑйсене хирӗҫ ҫӗр ҫирӗм сӑланпа, утлӑ ҫарпа, вӑрҫӑ ураписемпе, питӗ йышлӑ ҫуран ҫарпа вӑрҫа тухнӑ Антиоха — ҫӗмӗрсе тӑкнӑ вӗсем; 7. ӑна вӗсем, чӗрӗллех тыткӑна илсе, ӑна хӑйне те, ун хыҫӗнчен ларакан патшасене те питӗ пысӑк хырҫӑ тӳлесе тӑмалла тунӑ, вӗсен ҫыннисене саклата илнӗ, вӗсен ҫӗрне валеҫтернӗ, 8. Инди ҫӗрне вара, Мидие те, Лидие те тата ытти лайӑх ҫӗрне те унран туртса илсе Евмений патшана панӑ; 9. вӗсене эллинсем пырса пӗтерме шухӑш тытнӑ иккен, 10. анчах Рим ҫыннисем, ҫавна пӗлсе, вӗсене хирӗҫ пӗр ҫарпуҫне янӑ, ҫапла вӗсене хирӗҫ вӑрҫӑ вӑрҫнӑ, вӗсене темӗн чухлӗ вӗлерсе тӑкнӑ, арӑмӗсене, ачисене тыткӑна илсе кайнӑ, вӗсене ҫаратса тухса ҫӗрне туртса илнӗ, керемӗсене ҫӗмӗре-ҫӗмӗре пӗтерсе, эллин халӑхне халичченех хӑйсене пӑхӑнса тӑмалла туса хӑварнӑ; 11. хӑҫан та пулин хӑйсене хирӗҫ тӑнӑ ытти патшалӑхсемпе утравсене те вӗсем ҫӗмӗрсе тӑкса парӑнтарнӑ.
1 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
55. Лисий ҫавӑн чухне ҫакӑн пек хыпар илтнӗ: Антиох патша хӑй чӗрӗ чухнех ывӑлне, Антиоха, патшана кӗриччен пӑхса ӳстерме хушса хӑварнӑ Филипп, 56. патшапа пӗрле ҫӳренӗ ҫара ертсе, Персипе Миди ҫӗрӗнчен таврӑннӑ-мӗн, халӗ вара патшалӑх ӗҫне хӑйӗн аллине илме ӑнтӑлать иккен.
1 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Патша вилнине пӗлсен, Лисий ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлне, Антиоха, лартнӑ; вӑл ӑна мӗн ачаран пӑхса ӳстернӗ пулнӑ, патшана лартнӑ чухне вара ӑна Евпатор тесе ят панӑ.
1 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вара вӑл Филипа, хӑйӗн пӗр ҫывӑх юлташне, чӗнсе илнӗ те ӑна хӑй патшалӑхӗн пуҫлӑхне лартнӑ, 15. ӑна патша пуҫкӑшӑльне, хӑйӗн патша тумтирне, куҫлӑ ҫӗррине парса, хӑйӗн ывӑлне Антиоха патшана лармалла пӑхса ӳстерме хушнӑ.
1 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Патша ӗҫӗсене Евфрат шывӗнчен пуҫласа Египет чикки таранах туса тӑма Лисий ятлӑ пӗр чаплӑ ҫынна, патша йӑхӗнчен тухнӑскере, парса хӑварнӑ, 33. ывӑлне те, Антиоха, хӑй таврӑниччен пӑхса усрама ӑнах шанса парса хӑварнӑ; 34. мӗн-мӗн тумаллине — хӑй палӑртса хунине — тума хушса, Иудейӑпа Иерусалим ҫыннисем тӗлӗшӗнчен мӗн тумаллине каласа, вӑл ӑна ҫарне те ҫуррине, сӑланӗсене те парса хӑварнӑ, 35. Иудейӑпа Иерусалим ҫыннисене хирӗҫ ҫар ярса Израиль вӑй-хӑватне, Иерусалим йӑлкӑмне тӗппипе ҫӗмӗрсе тӑкма, ҫав вырӑнта вӗсен ячӗ те юлмалла мар аркатма, 36. вӗсенӗн пӗтӗм ҫӗрӗ ҫине ют халӑх ывӑлӗсене вырӑнаҫтарса, ҫӗрне шӑпа ярса уйӑрма хушнӑ.
1 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1