Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Антей (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Ытти текстсенче ача тӗлӗнтермӗш майсемпе ҫурални тӗрлӗрен пулать: яшкалӑх ҫӑнӑхӗнчен тунӑ этем кӗлеткинчен («Яшкалӑх паттӑр»), вӑрмантан илсе килнӗ ӑвӑса пуртӑпа касса тунӑ кӗлеткерен («Антей паттӑр ҫинчен»), старике хӗненӗ хыҫҫӑн хуҫӑлса пӗтнӗ туя татӑкӗсенчен («Туй Тупала», «Туя паттӑр»), Турра хытӑ кӗлтунипе («Лазар Лазарчпа Иван Иванч патша»), виҫӗ ҫул чухӑн-мӗскӗнсене пурлӑхне парса тӑнӑ хыҫҫӑн («Мӑн Ҫӑпата юмаххи»), шывпа вӗретсе ӗҫнӗ вӑрманти курӑкран («Вархонь ҫӗленсемпе ҫапӑҫни»), ҫинӗ пӑрҫаран («Пӑрҫа паттӑр»), лаххана пӑрахнӑ чуста татӑкӗнчен («Чуста паттӑр»), старик ӗнси ҫине тухнӑ ҫӑпанран («Ҫӑпан паттӑр») т. ыт. те.

В других текстах чудесное происхождение связано с употреблением предметов, символизирующих плодородие, в частности дерева, растения. В «Сказке об Антее-батыре» в ребенка-богатыря превращается фигурка, вырезанная из осинового полена, а в текстах «Туй Тубала», «Туя-батыр» — фигурка из куска посоха, сломавшегося от ударов, нанесенных старику. Заварив лесную траву, получает чудодейственный напиток для зачатия героиня сказки «О сражении Вархоня со змеями», употребление в пищу гороха явилось способом зачатия и рождения нового батыра в другой сказке («Пырзя-батыр»). Слепленная из теста кукла вдруг обращается в богатыря («Яшкалых-батыр», «Чуста-батыр»). Встречаются сюжеты о богатырях, вымоленных у Бога («Лазар Лазарч и царь Иван Иванч») или дарованных за милосердные поступки («Сказка о Большом Лапте»).

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Вӑл шутра ҫак текстсене асӑнма пулать: «Патша арӗм ҫухални», [«Каҫ Иванӗ, Ҫур ҫӗр Иванӗ, Ирхи Иван»,] «Антей паттӑр ҫинчен», «Яшкалӑх паттӑр», «Пӑхӑр упа», «Пултран», [«Ачапа шор упа»], [«Кӗҫӗн ывӑл»], «Йӑван ҫичӗ хутлӑ ҫӗршывран таврӑнни», «Йӑван амӑшӗпе акӑшӗсене ҫӑлни», «Чуста паттӑр», «Арӑслан паттӑр».

Эти сказки следующие: «Как царица пропала», [«Вечерний Иван, Полуночный Иван, Утренний Иван»], «Сказка об Антее-батыре», «Яшкалых-батыр», «Медный медведь», [«Пулдран»], [«Парень и белый медведь»], [«Младший сын»], «Как Йыван вернулся из-под семиярусного мира», «Как Йыван спас мать и старших сестер», «Чуста-батыр», «Арыслан-батыр».

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

— Нихӑш енчен те, тылран та ниепле те пырса тапӑнма май ҫук ҫав тери пысӑк япала ҫинчен шутланӑ чух, — тенӗ Наполеон, — чӗтӗремесӗр тӳсме ҫук, хӑй вӑл сирӗн ҫине вӑйлӑн тапӑнса пырать, ҫӗнтерсен пӗтӗмпех хупласа илет е вилӗмпе хурлӑх ӑшне, пӑрсем хушшине чакса ҫухалать, ӳтне ҫӗртен уйӑрса илсен ҫеҫ пӑвса вӗлерме май пур пек юмахри Антей ҫавӑ мар-ши вӑл?

— Нельзя не содрогаться, — говорил Наполеон, — при мысли о такой громаде, которую невозможно атаковать ни с боков, ни с тыла, тогда как она безнаказанно выступает на вас, наводняя все в случае победы или же отступая, в глубь льдов, в недра смерти и печали. Не это ли мифический Антей, с которым нельзя справиться иначе, как схватив его тело и задушив в объятьях?

VII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Антей — грексен мифӗсем каланӑ тӑрӑх, Ҫӗр туррин ывӑлӗ, герой.

Help to translate

Авалхи Римри тата Авалхи Грецири ятсемпе сӑмахсене ӑнлантарса пани // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 315–330 с.

Анчах Италирех Рим ҫине тапӑнсан, Рим — Антей пек пулса тӑрать: Геркулес Антея ҫӗнтерсе ҫӗр ҫине пӑрахсан, вӑл унчченхинчен те ытларах вӑйлӑланса сиксе тӑрать.

Но Рим, на который нападают в Италии, — это Антей: побежденный и поверженный наземь Геркулесом, он подымается вновь, еще более сильным, чем раньше.

XVIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Юмахри Антей ҫӗр аннерен вӑй-хал илнӗ.

Легендарный Антей черпал силу у земли-матери.

7 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Кам вӑл Антей, эпӗ, тупата, пӗлместӗп…

Кто такой Антей, я, ей-богу, не знаю…

X сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Эсӗ пӗлекен ҫын, институтра та вӗреннӗ, вӑрҫӑра та пулнӑ — Каласа пар мана, кам вӑл Антей?

Ты знающий человек, и в институте учился, и на войне был — Скажи мне, кто такой Антей?

X сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Эпӗ Антей епле пурӑннине пӗлместӗп, анчах паянхи кунпа кӑна пурӑнма пултараймастӑп, ӑнланатӑр-и, пултараймастӑп!

— Я не знаю, как жил Антей, а я не могу жить одним днем, понимаете, не могу!

V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Савва, эсӗ пӗлӗтелле вӗҫсе ан хӑпар, ан хӑпар, ҫӗртен ан хӑп, Антей пек.

— Савва, ты к небу не взлетай, не взлетай, а держись за землю, как Антей.

V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницăсем:
  • 1

Menu

 

Statistics

...more detailed