Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Аниска (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Террасӑ крыльци патӗнче тӑракан ашшӗне курсан, Аниска ун патнелле ыткӑннӑ.

Увидав у крыльца террасы «отца, Аниска бросилась к нему.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Аниска ӑна хапха патӗнче хуса ҫитнӗ, пӳрнисемпе кӗпинчен ҫатӑртаттарса тытнӑ.

Аниска догнала его у ворот и схватила цепкими пальцами за рубаху.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑл Аниска кӑшкӑрнине те илтмен, унӑн куҫ ӑҫта курнӑ, ҫавӑнталла тарас килнӗ.

Он не отвечал на окрики Аниски — ему хотелось бежать куда глаза глядят.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Эсӗ усал та ухмах! — кӑшкӑрнӑ Аниска, ун шӗвӗр сӑмсаллӑ пичӗ тӗл-тӗл хӑмла ҫырли пек хӗрелсе кайнӑ.

— Ты злой и дурак! — крикнула Аниска, и остроносое лицо ее пошло малиновыми пятнами.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Намӑс мар-и ҫавӑн пек сӑмахсем калама? — тенӗ Аниска, хӗрелсе кайса.

— И не совестно такие слова говорить! — вспыхнув, сказала Аниска.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Кирлӗ мар? — ыйтнӑ Аниска, каялла чакса.

— Не надо? — отступив, спросила Аниска.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Акӑ атте сире укҫа парса ячӗ, ҫунса кайнӑ пирки, — тенӗ Аниска хӑвӑрт, тутӑр кӗтессине салтнӑ та сӗтел ҫине хресчен умне укҫа кӑларса хунӑ.

— Вот вам тятя на погорелое послал, — быстро сказала Аниска, развязала уголок платка, куда были спрятаны деньги, и положила их перед мужиком на стол.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Аниска турӑшсем ҫине пӑхса сӑх-сӑхса илнӗ, сывлӑх суннӑ та ыйтнӑ:

Аниска помолилась на иконы, поздоровалась, потом спросила:

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Аниска турилккене ҫӗклесе тытнӑ, такам унта тата темиҫе хут укҫа пӑрахнӑ, пӗр вунӑ вак укҫа чӑнкӑртатса ӳкнӗ.

Аниска подняла их, кто-то еще бросил туда несколько бумажек, звякнуло с десяток мелких монет.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Хӗрлӗ ҫӳҫлӗ пысӑк чышкине ҫӗклесе: — Хаклӑ хӑнасем, хӑтасем, пуҫанасем, пиччесем! — тенӗ вӑл пурин умӗнче те, — ман Аниска мана ҫунса кайнӑ ҫынсемшӗн тӑван ашшӗ пек пулма — вӗсене вӑй ҫитнӗ таран пулӑшма ыйтать!

Подняв крупный, в рыжей щетине кулак, он торжественно возгласил: — Дорогие гости, сваты, свояки, брательники! Моя Аниска хочет, чтобы я погорельцам родным отцом был — помог им по силе возможности!

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Страницăсем:
  • 1

Menu

 

Statistics

...more detailed