Шырав
Шырав ĕçĕ:
Аманпа (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
24. Аман — Амадаф ывӑлӗ, Агаг ҫынни, мӗнпур иудейсен тӑшманӗ — иудейсене пӗтерме шутласа, вӗсене хӑш кун вӗлерме-кӑклама тытӑнасси тӗлӗшпе пур — урӑхла каласан шӑпа — сиктернӗ, 25. анчах Эсфирь патша патне кайнӑ та, лешӗ вара хушу кӑларнӑ: ӗнтӗ иудейсене хирӗҫ тӑнӑ Аманӑн усал шухӑшӗ хӑйӗн пуҫнех пулнӑ: Аманпа ывӑлӗсене юпаран ҫакса вӗлернӗ.
Эсф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эсфирь ҫапла хуравласа каланӑ: мана акӑ мӗн кирлӗччӗ, эпӗ акӑ мӗн ыйтасшӑнччӗ: 8. эпӗ патша умӗнче кӑмӑл тупрӑм пулсан, патша мана мӗн кирлине тума, эпӗ мӗн ыйтнине пурӑнӑҫлама кӑмӑллӑ пулсан, вӑл [ыран та] Аманпа пӗрле ман патӑма килтӗрччӗ, эпӗ вӗсен ячӗпе ӗҫкӗ-ҫикӗ хатӗрлесе хурӑп, ыран вара патша хушнине тӑвӑп, тенӗ.
Эсф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара патша Аманпа пӗрле Эсфирь хатӗрленӗ ӗҫке-ҫике пынӑ.
Эсф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эсфирь хуравласа каланӑ: [паян уяв кунӗ маншӑн;] эпӗ паян патша ячӗпе ӗҫкӗ-ҫикӗ хатӗрлерӗм, кӑмӑлӗ пулсан, патша Аманпа пӗрле ҫавӑнта пытӑрччӗ, тенӗ.
Эсф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1