Шырав
Шырав ĕçĕ:
Верочка хӑй Марья Алексевнӑпа пӗр-пӗччен тӑрса юлнине курать.
III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Лопухов Павел Константинычпа таврӑнчӗ, — ларчӗҫ; Лопухов Марья Алексевнӑна хӑйӗн сӑмахне итлеме ыйтрӗ, эсир кайран калаҫӑр, терӗ те калама пуҫларӗ, Марья Алексевна ӑна пӳлме хӑтланнӑ чухне Лопухов сассине вӑйлӑ хӑпартса калаҫрӗ, хӑйӗн сӑмахне каласа пӗтерчӗ, вӗсене уйӑрма ҫуккине ӑнлантарса пачӗ, мӗншӗн тесен Сторешниковпа нимӗн те пулмассине эсир хӑвӑр та пӗлетӗр, ҫавӑнпа вара эсир хӑвӑра хӑвӑр чӑрмантарни те кӑлӑхах пулать, тепӗр тесен, хӑвӑрӑн кӑмӑлӑр: укҫа ытлашши пулсан, хӑтланса пӑхма та пултаратӑр: э, мӗнех ҫав, кӳренмелли те ҫук, мӗншӗн тесен Верочка нихҫан та Сторешникова качча тухасшӑн пулман, апла пулсан, ку ӗҫ нихҫан та пурнӑҫланма пултарас ӗҫ пулман, кӑна эсир, Марья Алексевна, хӑвӑр та куртӑр ӗнтӗ, хӗре вара, кирек мӗнле пулсан та, качча парас пулатех, ку ӗҫ вара ашшӗ-амӑшӗшӗн яланах убыткӑллӑ; парне парас пулать тата туй хӑй те хакла ларать, чи кирли вара парне ӗнтӗ: апла пулсан, Марья Алексевнӑпа Павел Константиныч, тӑкак тумасӑр качча тухнӑшӑн хӗре тав тумалла сирӗн!
XXIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Лопухов килчӗ те: эпир Верочкӑпа иксӗмӗр сире, Марья Алексевнӑпа Павел Константиныч, сирӗнпе килӗшмесӗрех… мӗн тунӑшӑн каҫарма ыйтатпӑр, — терӗ.
XXIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Чи витӗмлӗреххи ак ҫакӑ пулать: Марья Алексевнӑпа Павел Константинычӑн хӑйсен сӑмахӗнчен тухнӑ хӗрне тата Лопухова, хураха, ылханни ҫинчен, ҫав ылхан пурпӗрех ҫитесси ҫинчен пӗлтермелле, — ашшӗ-амӑшӗ ылханнӑ ҫынсен ӳтне ҫӗр те йышӑнмасть, ку паллӑ ӗнтӗ.
XXIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах та чей ӗҫсе Марья Алексевнӑпа Лопухов ҫеҫ ырӑ курчӗҫ.Но этою деликатностью воспользовались только Марья Алексевна да Лопухов.
XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эпӗ хуть ватах мар та, ҫапах та ватӑ ҫерҫи, ҫапла-и, Марья Алексевна? — Ҫапла, Дмитрий Сергеич, ватӑ ҫерҫи, ватӑ ҫерҫи! — Пӗр сӑмахпа каласан, Марья Алексевнӑпа чунтан калаҫса, Дмитрий Сергеич чун-чӗререн хавасланса кайрӗ, унӑн салхуллӑхӗ таҫта кайса кӗчӗ!
XV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах та Лопухов Марья Алексевнӑна хӑй шухӑшне йӑлтах каласа паман, вӑл асӑрхануллӑ пулнӑ пулин те, ҫак вӑл асӑрхануллӑ пулнинчен килмен, Лопухов Марья Алексевнӑпа латинла калаҫман, ҫавӑн пекех вӑл ӑна хӑйӗн шухӑшне те йӑлтах каласа паман, ӑна медицинӑн питӗ интереслӗ чи ҫӗнӗ ҫитӗнӗвӗсем ҫинчен хӑй мӗн шухӑшланине каласа парса йӑлӑхтарман: Лопухов, ӑнланмалла мар сӑмахсем кӑшкӑра-кӑшкӑра, ҫынна асаплантарма пултарайман, ку тӗлӗшпе ун ӑс-тӑнӗ те, сӑпайӗ те ҫителӗклех пулнӑ.
IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Марья Алексевна шутланӑ тӑрӑх, ун йышши ҫынсем ҫеҫ хӑйсене Лопухов пек тыткалама пултарнӑ; Лопухов ҫамрӑк та ҫивӗч ҫын, питӗ кӑмӑллӑ, хӗр корсечӗн ӑшнелле шӑтарас пек пӑха-пӑха илмен, ун хыҫҫӑн сӗтӗрӗнсе ҫӳремен, ним турткаланса тӑмасӑрах Марья Алексевнӑпа картла вылянӑ, «луччӑ эпӗ Вера Павловнӑпа ларатӑп» тесе каламан, япаласем ҫинчен калаҫас пулсан, вӑл Марья Алексевнӑпа хӑй калаҫнӑ пекех калаҫнӑн туйӑннӑ; Марья Алексевна пекех, Лопухов та тӗнчере пур ӗҫе те тупӑш илесшӗн тӑваҫҫӗ, тенӗ, ултавҫӑ улталать пулсассӑн, кунта нимӗн хӗрсе кайма та, ҫав ултавҫа пӑхӑнса тӑмалли чыс принципӗсем ҫинчен кӑшкӑрма та кирлӗ мар, ултавҫӑ хӑй вӑл пӗртте ахалех ултавҫӑ мар, унӑн хӑйӗн условийӗсене кура ҫаван пек пулмалла, вӑл ултавҫӑ пулман пулсассӑн, ҫавна тума май ҫукки ҫинчен каламасӑрах паллӑ ӗнтӗ — ку вӑл, уншӑн пулсассӑн, ҫав тери ухмах та айван ӗҫ пулнӑ пулӗччӗ.
IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Марья Алексевнӑпа туслӑ пурӑнман пулсан та, учитель хӑй уроксем ирттерекен ҫемьери хӗрпе хутран-ситрен ик-виҫӗ сӑмах калаҫса илнинчен мӗн тӗлӗнмелли пур-ха унта?
IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Каччӑпа хӗр пӗр-пӗрне юратма пуҫланине тата ӑҫтан пӗлме пулать ӑна? — юрату сӑмахӗсенчен; — нимӗнле юрату сӑмахӗсем те илтӗнмеҫҫӗ, калаҫасса та пӗр-пӗринпе сахал калаҫаҫҫӗ вӗсем, — Дмитрий Сергеич ытларах Марья Алексевнӑпа калаҫать е акӑ тата: вӑл Верочка валли кӗнекесем илсе киле пуҫларӗ.
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Факт вӑл акӑ ҫакӑ: Лопухов каланине малтан йӑл кулса, унтан питӗ тимлӗн итлекен Верочка, Лопухов Марья Алексевнӑпа мар, унпа хӑйӗнпе калаҫать тата шӳтлесе мар, тӗрӗссипе калаҫать, тесе шухӑшланӑ; Лопухов каланине мӗн пуҫламӑшӗнчех тимлӗн итлекен Марья Алексевна Верочка еннелле ҫаврӑнчӗ те: «Тусӑмҫӑм, Верочка, мӗн эсӗ пӗрмаях чӗмсӗр ларатӑн? Халӗ эсӗ Дмитрий Сергеевичпа паллашнӑ ӗнтӗ, фортепьяно калама ыйтасчӗ те хӑвӑн юрласа парасчӗ!» — ҫак сӑмахсем акӑ мӗне пӗлтернӗ:
VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Верочка малтан кӑшт ҫеҫ йӑл кулса ямарӗ, аран-аран чӑтса тӑчӗ, анчах ӑна майӗпенех, — мӗнле туйӑнма пуҫларӗ-ха ӑна? — ҫук, апла мар ку, ҫук, ҫапла ку! — Лопухов, Марья Алексевнӑна ответленӗ пулсан та, Марья Алексевнӑпа мар, унпа, Верочкӑпа, калаҫнӑ пек, вӑл Марья Алексевнӑпа шӳт туса, Верочкӑна анчах тӗрӗссине, пӗр тӗрӗссине кӑна, каланӑ пек туйӑнать.
VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Верочка хӑй пӳлӗмӗнчен тухмарӗ, Сторешников Марья Алексевнӑпа кӑна калаҫма пултарчӗ.Верочка не выходила из своей комнаты, он мог говорить только с Марьею Алексевною.
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Сторешников каҫ пулсан, каярахпа, Марья Алексевнӑпа Верочкӑна ресторана илсе кӗме шутланӑ, ресторанта каҫхи апат ҫимелле пулнӑ; паллах ӗнтӗ, пурте вӗсем шӑнса кайнӑ, пурин те хырӑм выҫнӑ, ӑшӑнас пулать, чей ӗҫес пулать; Сторешников Марья Алексевна чей куркине е черккине опиум ярса парать; амӑшӗ тӑнне ҫухатнине курсан, Верочка нимӗн те тума пӗлмест; Сторешников Верочкӑна каҫхи апат ҫинӗ ҫӗре илсе кӗрет, — акӑ ӗнтӗ тавлашу ҫиеле тухрӗ те; малалла мӗн тумаллине куҫ курать унта.
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Жюли ун хыҫне пырса тӑчӗ, Серж, Верочкӑпа Сторешников хушшинче ӗҫсем мӗнле пыни ҫинчен ыйтса пӗлес тесе, Марья Алексевнӑпа калаҫма тытӑнчӗ.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Паллах, кун пек ӗҫе, Марья Алексевнӑпа упӑшки пек пурнӑҫра нумай курнӑ ҫынсем ҫеҫ мар, ыттисем те ӑнланаҫҫӗ.Конечно, дело понятное и не для таких бывалых людей, как Марья Алексевна с мужем.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Пӗрремӗш картишӗн шутсӑр нумай пусмисенчен чи чыссӑррипе хӑпарсан, тӑваттӑмӗш хутра, сылтӑмри хваттерте халӗ кам пурӑннине эпӗ пӗлместӗп; 1852 ҫулта унта ҫурт управляющийӗ, кӗрнек те паллӑ ҫын Павел Константиныч Розальский ҫӳллӗ кӗлеткеллӗ, хыткан та тӗреклӗ хӗрарӑмпа, арӑмӗпе, Марья Алексевнӑпа, хӗрӗпе, ҫитӗнсе ҫитнӗскерпе — шӑпах ҫакӑ пулать те ӗнтӗ Вера Павловна, — тата тӑхӑр ҫулхи ывӑлӗпе, Федьӑпа пурӑннӑ.

- 1