Шырав
Шырав ĕçĕ:
Агаг (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
24. Аман — Амадаф ывӑлӗ, Агаг ҫынни, мӗнпур иудейсен тӑшманӗ — иудейсене пӗтерме шутласа, вӗсене хӑш кун вӗлерме-кӑклама тытӑнасси тӗлӗшпе пур — урӑхла каласан шӑпа — сиктернӗ, 25. анчах Эсфирь патша патне кайнӑ та, лешӗ вара хушу кӑларнӑ: ӗнтӗ иудейсене хирӗҫ тӑнӑ Аманӑн усал шухӑшӗ хӑйӗн пуҫнех пулнӑ: Аманпа ывӑлӗсене юпаран ҫакса вӗлернӗ.
Эсф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Патша Эсфирь енне ылтӑн туйине тӑснӑ; Эсфирь ура ҫине тӑнӑ та патша умӗнче каланӑ: 5. патша хирӗҫ мар пулсассӑн, эпӗ патша умӗнче кӑмӑллӑ пултӑм пулсассӑн, ҫак ӗҫ патша сӑнӗ умӗнче тӳрӗ ӗҫ пулсассӑн, эпӗ унӑн куҫне килӗшетӗп пулсассӑн, Аман — Амадаф ывӑлӗ, Агаг ҫынни — пӗтӗм патша ҫӗрне салатнӑ хута, иудейсене вӗлерме хушса ҫырнӑ хута, каялла тавӑрмалла тесе ҫырса ятӑрччӗ; 6. ара, ман халӑхӑма кӗтекен инкек-синкеке мӗнле курса тӑраяс манӑн, тӑванӑмсем вилнине мӗнле чӑтса тӑраяс? тенӗ.
Эсф 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эсфирь каллех патшана тархасланӑ, ун ури умне ӳксе, куҫҫульпе макӑрса Агаг ҫыннин Аманӑн усаллӑхне, унӑн иудейсене хирӗҫ тытнӑ тӗллевне пӑрахӑҫлама йӑлӑннӑ.
Эсф 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Патша ӗнтӗ иудейсене хирӗҫ ҫырнӑ хута пусса ҫирӗплетме пӳрнинчи ҫӗррине Амана — Амадаф ывӑлне, Агаг ҫыннине — хывса панӑ.
Эсф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫакӑн хыҫҫӑн Артаксеркс патша Амана — Амадаф ывӑлне, Агаг ҫыннине — ҫӗкленӗ, ӑна хӑйӗн пур улпутӗнчен те ҫӳле хурса чапа кӑларнӑ; 2. патша таврашӗнчи ҫынсем, патша хапхи умӗнче тӑракансем пурте Аман умӗнче тайӑлнӑ, ун умне ӳксе пуҫҫапнӑ, мӗншӗн тесессӗн патша ҫапла тума хушнӑ.
Эсф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Патша ҫумӗнчи ҫынсенчен ҫавӑн чухне Аман — Амадаф ывӑлӗ, Агаг ҫынни — чи чапли пулнӑ, вӑл патша хайранӗсемшӗн тавӑрас шутпа Мардохее тата ун халӑхне усал тума тӑрӑшнӑ.]
Эсф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ун патне чӗтрекен Агаг пырса тӑнӑ, каланӑ вара Агаг: вилӗм асапӗ иртсе кайрӗ ӗнтӗ? тенӗ.И подошел к нему Агаг дрожащий, и сказал Агаг: конечно горечь смерти миновалась?
1 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1