Шырав
Шырав ĕçĕ:
12. Авесса, Саруия ывӑлӗ, Тӑварлӑ айлӑмра идумейсен вунсакӑр пинлӗ ҫарне ҫӗмӗрсе тӑкнӑ; 13. Идумея ҫӗрӗнче хурал ҫарӗ тӑратнӑ та, идумейсем пурте Давид чурисем пулса тӑнӑ.
1 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Авесса, Иоав пӗртӑванӗ, ҫав виҫӗ паттӑрӑн пуҫлӑхӗ пулнӑ: вӑл хӑйӗн сӑннипе виҫҫӗр ҫынна вӗлернӗ, леш виҫӗ паттӑр хушшинче те вӑл мухтавлӑ пулнӑ.
1 Ҫулс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Саруия ывӑлӗсем: Авесса, Иоав тата Азаил — виҫҫӗн.
1 Ҫулс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Авесса вара — Иоав шӑллӗ, Саруия ывӑлӗ — тата тепӗр виҫӗ хӑюҫах хушшинче чи палли пулнӑ; вӑл хӑйӗн сӑннипе виҫҫӗр ҫын вӗлернӗ, леш виҫӗ паттӑр умӗнче мухтавлӑ пулнӑ.
2 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Патшана вилӗмрен хӑтӑлма Саруия ывӑлӗ Авесса пулӑшнӑ, [Авесса Давида ҫӑлса хӑварнӑ,] вӑл филистим ҫыннине амантса вӗлерсе пӑрахнӑ.17. Но ему помог Авесса, сын Саруин, [и спас Давида Авесса] и поразил Филистимлянина и умертвил его.
2 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иоавпа унӑн шӑллӗ Авесса вара Бихри ывӑлне Савее малалла хӑваласа кайнӑ.
2 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Бихри ывӑлне Савее йӗрлеме Авесса хыҫҫӑн Иерусалимран тата Иоав ҫыннисем, хелефейсемпе фелефейсем, мӗнпур паттӑр тухса кайнӑ.
2 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Саруия ывӑлӗ Авесса ҫапла хуравласа каланӑ: Ҫӳлхуҫанӑн ҫу сӗрнӗ ҫыннине усал сӑмахсемпе хӑртнӑшӑн Семей халӗ те вилмен-и-ха? тенӗ.
2 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вара Давид ҫынсене ҫапӑҫӑва кӑларса янӑ — ҫарӑн виҫҫӗмӗш пайне Иоав ертсе кайнӑ, тепӗр виҫҫӗмӗш пайне Авесса — Саруия ывӑлӗ, Иоав шӑллӗ — ертсе кайнӑ, тата тепӗр виҫҫӗмӗш пайне Геф ҫынни Еффей ертсе кайнӑ.
2 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Авесса — Саруия ывӑлӗ — патшана каланӑ: мӗншӗн ҫак вилӗ йытӑ патша хуҫамӑма хӑртать? каям та пуҫне касса татам, тенӗ.
2 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Иоавпа унӑн Авесса шӑллӗ Авенира ӗнтӗ Гаваон патӗнчи ҫапӑҫура Асаила — хӑйсен пӗртӑванне — вӗлернӗшӗн вӗлернӗ.
2 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Авенира ӗнтӗ Иоавпа Авесса хӑваласа кайнӑ.
2 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Унта Саруиянӑн виҫӗ ывӑлӗ — Иоав, Авесса тата Асаил — пулнӑ.
2 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Авесса Давида каланӑ: паян Турӑ хӑвӑн тӑшманна санӑн аллуна пачӗ; эппин, ирӗк парсам, эпӗ ӑна сӑннӑмпа пӗрре чиксех ҫӗр ҫумне пӑталаса лартӑп, иккӗмӗш хут чикмелле пулмӗ, тенӗ.
1 Пат 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Авесса: санпа эпӗ пыратӑп, тенӗ.
1 Пат 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1