Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хамӑн ирӗк пулас пулсассӑн, эпӗ вӗсене партирен ыранах пӑхлӑ шӑпӑрпа шӑлса кӑларнӑ пулӑттӑм.Да будь моя воля, я бы завтра их поганой метлой из партии вымел…
10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Инҫетерех каясчӗ, атту кайран ҫула шӑлса лартать те — асаплан вара.— Да, надо бы подальше, а то заметет потом дорогу — намучаешься.
9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Хӗрлӗ хӑмӑр ҫӳҫ пайӑрки Мажаровӑн куҫӗсем ҫине ӳкрӗ, вӑл, пуҫне лӑстӑр силлесе илсе, ӑна каялла вырттарчӗ, чармакланӑ пӳрнисемпе ҫӳҫне шӑлса илчӗ те пыр тӗпӗнчен тухакан сасӑпа каласа пӗтерчӗ:
8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Бахолдинӑн кӑвакарнӑ ҫӳҫ пайӑркисем нӳрлӗ ҫамки ҫине ӳкрӗҫ, вӑл вӗсене васкамасӑр хыҫалалла сӑтӑрчӗ, сӗтел ҫинчен флакон илсе, таса сӑмса тутрине одеколонпа йӗпетрӗ, унпа ҫамкине тата пит ҫӑмартисене шӑлса илчӗ, вара ӗшеннӗн минтер ҫине каялла тайӑнчӗ.
7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Алексей Макарович типсе кайнӑ аллипе Мажаровӑн ҫӑра ҫӳҫне шӑлса илчӗ.Алексей Макарович провел высохшей рукой по густой мажаровской шевелюре.
7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ҫул ҫинче сӗм тӗттӗм, малта ҫеҫ, машинӑ ҫути ӳксен, шыв тулнӑ ланкашкасем ҫуталса илеҫҫӗ, кустӑрмасем айӗнче кӳлленчӗксем шӗпӗртетсе сирпӗнеҫҫӗ, тӑвалла хӑпарнӑ чухне мотор ула-ула илет, шофер, ҫамки ҫинчен тарне шӑлса, машинӑ йӗртен тухса ан кайтӑр тесе, руле тем пек пӑркалать.
6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Пылчӑкпа вараланса пӗтнӗ кӑвакрах «победа» патӗнче вӗсене Ксени тата аллисене утӑпа шӑлса тӑракан ватник тӑхӑннӑ шофер кӗтет.
6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Унтан, кушӑрканӑ ывӑҫ тупанӗпе ун йӗпе пит ҫӑмартисене шӑлса типӗтсе, ӑна хӑй ҫумне чӑмӑртанӑ.Потом вытерла шершавой ладонью мокрые его щеки, прижала к себе.
4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӑл, чей куркине чашки ҫине ӳпӗнтернӗ те, сӗтел хушшинчен тухса, сӑх-сӑхнӑ, кӑшман пекрех хӗрлӗ питне пит шӑллипе шӑлса, каланӑ:
4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Игнат Савельевич, ҫуллӑ тутисене майӗпен ал шӑллипе шӑлса, Костя амӑшне ыталаса чуп тунӑ, Костьӑна амӑшӗшӗн намӑс пулнӑ.
3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ывӑлӗсем черккисене чӗнмесӗр, пӗр харӑс ҫӑвара ӳпӗнтернӗ, хӗрлӗ тутисене чышкисемпе шӑлса илнӗ.Сыновья молча, как по команде, опрокинули в рот рюмки, вытерли кулаками красные губы.
3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Анчах вӑл ашшӗне аса илнӗ, ларнӑ та кӗпе ҫаннисемпе куҫӗсене шӑлса типӗтнӗ.
2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Алӑк патӗнче хӗрарӑмсем пухӑннӑ, куҫӗсене тутӑр вӗҫӗпе шӑлса, хыттӑн шӑнкарнӑ, шӑпӑрт пулнӑ ачасем вӗсем ҫумне лапчӑннӑ.
2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Аякра, юр вӗҫтерсе хӗве-хӗве лартнӑ ҫӗрте, пӳртсенче шӑши куҫӗ пек ҫутӑсем сӳнеҫҫӗ, ҫӑл тараси чӗриклетет, шыв ӑсма пынӑ хӗрарӑмсем пӗр-пӗрне уҫӑ сасӑпа кӑшкӑрса чӗнеҫҫӗ, ҫул тӑрӑх ерипен пыракан утӑ тиенӗ ҫуна тупанӗсем йынӑшаҫҫӗ, лав ҫул хӗррине шӑлса пыни курӑнать, таҫта малта пӗкӗ ҫинче шӑнкӑрав хуллен тинкӗлтетет — ун сасси хрусталь сасси пек таса.
1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Кантӑк ҫинчи щеткӑ пӗр вӗҫӗмсӗр ҫӑвакан ҫумӑра аран-аран шӑлса ӗлкӗрет, урам уяври пек ҫап-ҫутӑ, юхса тӑракан сӑрӑсем асамат кӗперӗн мӗн пур тӗсӗсемпе ялтӑраҫҫӗ.
1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Амӑшӗ аллисене чӗр ҫиттипе шӑлса типӗтрӗ те ывӑлӗпе юнашар кукленсе ларчӗ, йӑл-йӑл кулса тӑракан пурҫӑна пӳрнисемпе сӗртӗнчӗ…
9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӑл сӑран тужуркӑ ҫаннипе тарне шӑлса илчӗ, кӑмӑллӑн йӑл кулчӗ.Смахнув пот рукавом кожаной тужурки, он добродушно улыбнулся.
7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Халӗ Корней умӗнче ҫӳлӗ те тӑп-тӑп кӗлеткеллӗ кӑвакарнӑ ҫӳҫлӗ, анчах пӑхма ҫамрӑк сӑнлӑ ҫын сӑмса тутрипе пит-куҫне шӑлса тӑрать.
7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ӗнер Корней — килне хӑвӑртрах ҫитес килнӗрен — хӑйӗн умӗнче нимӗн курмасӑр, сывлӑш ҫавӑрма тата куҫа хупӑрласа илекен куҫҫульне шӑлса илме ҫеҫ сайра хутра чарӑнкаласа, Черемшанкӑ тӑрӑх ыткӑнса чупрӗ.
7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Лайӑх тӗртсе илтӗн эсӗ мана! — терӗ Егор мӑн саслӑн, куҫҫульне шӑлса тата Корнейӑн таракан вылянчӑк куҫӗсене тытма тӑрӑшса.
4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.