Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑрӑшса (тĕпĕ: тӑрӑш) more information about the word form can be found here.
— Документсем кӑтартӑр! — пӳлчӗ ӑна урядник, хӑйне хаяррӑн кӑтартма тӑрӑшса.

— Документы! — напуская на себя строгость, перебил его урядник.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Корнилов, хӑйне парӑннӑ текинецсене епле те пулин хӑйӗн ҫывӑхӗнче тытма тӑрӑшса, Калединпа ҫыхӑнать.

Корнилов, озабоченный удержанием возле себя преданных ему текинцев, снесся с Калединым.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Чун-чӗрине ҫӗклентерсе янӑ хӗрӳлӗхе хӑйне лӑпкӑрах тытнипе пытарма тӑрӑшса, халӗ Бунчук шӑл йӗрсе ыйтнисене сулӑмлӑ та хаяр сӑмахсемпе касса татрӗ, халиччен утланса курман урхамаха кӑпӑка ӳкериччен чуптарса лӑплантарнӑ пек, казаксемпе ҫивӗччӗн, хӑюллӑн, сатуррӑн калаҫрӗ.

Бунчук загорелся и, тая под внешним спокойствием прихлынувшее возбуждение, уже веско и зло разил ехидные вопросы, вел разговор, как всадник, усмиривший досель необъезженного, запененного в скачке коня.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Утнӑ ҫӗртех ӑна, уринчен меллӗн ярса илсе, хулпуҫҫийӗ ҫине ҫавӑрса хучӗ; вара вӑл, йӗс пырлӑ оркестр сӑнсӑррӑн ахӑрашса мӗкӗрнипе хӑлхи хупланнӑскер, йывӑрӑша туймасӑр, хумханнипе пӳлӗнчӗклӗн сывласа, ҫав вӑхӑтрах кӗлеткине тӳрӗрех тытма тата ыттисемпе пӗр виҫеллӗн пыма тӑрӑшса, майӗпен куҫакан халӑх ушкӑнӗпе пӗрле утса кайрӗ.

Ловко перехватив ногу, он положил ее на плечо и, не чувствуя ее невесомой тяжести, задыхаясь от волнения, стараясь только сохранить равновесие и ритм шага, двинулся, медленно влекомый толпой, оглушенный ревом и пролитой медью оркестра.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Листницкий казаксене сывлӑх сунса саламланӑ господинӑн йӗпе туталлӑ хумханчӑк пичӗпе тӑрӑшса ҫыхнӑ капӑр галстукӗ ҫине пӑхса илчӗ те, питне пӗркелентерсе, кӗлеткипе хутланса, вӗлт кӑна сотня вырнаҫнӑ ҫурт крыльцинчен кӗрсе ҫухалчӗ.

Листницкий посмотрел на взволнованное мокрогубое лицо приветствовавшего казаков господина, на его тщательно повязанный цветастый галстук и, морщась, ссутулившись, шмыгнул в подъезд своего дома.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Представитель паянах пӗрре ҫеҫ те мар, икӗ алӑк кастарас пирки шантарса каланӑ хыҫҫӑн Листницкий унпа сыв пуллашса уйрӑлчӗ; тӑрӑшса чӑрманнӑшӑн типпӗн тав турӗ те, казаксене дневальнӑйсем уйӑрма каласа, сотня офицерӗсене валли вӑхӑтлӑха панӑ иккӗмӗш хутри хваттере кайрӗ.

Получив немедленное заверение представителя, что не одна, а две двери будут сегодня же пробиты, Листницкий распрощался с представителем; сухо поблагодарив его за хлопоты, отдал распоряжение о назначении дневальных и пошел на второй этаж, во временную квартиру, отведенную офицерам сотни.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Тивӗҫлӗ ҫынсемпе килӗшӳ тӑвӑр та халех тепӗр алӑк кастарма калаҫса татӑлӑр, — сӑмахӗсене сӑрхӑнтарчӗ вӑл, унпа кӑмӑлсӑрланнине тепӗр хут ҫӗнетме тӑрӑшса.

— Войдите в соглашение с кем требуется и договоритесь вот о чем: нам необходимо прорубить еще одну дверь.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫӗнӗрен сӑрланӑ стенасем чӑлт шурӑ акшар тӗсӗпе ҫуталса тӑраҫҫӗ, урайсене тӑрӑшса, кантӑк пек йӑлтӑртатакан пуличчен ҫуса тасатнӑ, вӗр-ҫӗнӗ хыр хӑмасемпе ҫапса тунӑ нарсенчен чӗрӗ сухӑр шӑрши кӗрет; ҫутӑ та таса ҫурма подвалта сотньӑна питӗ канлӗ пурнӑҫ хатӗрлесе панӑ тесен те йӑнӑш пулмасть.

Заново окрашенные стены блестели известкой, глянцем лоснились начисто вымытые полы, от сосновых свежих нар — смолистые запахи; почти уютно было в светлом, опрятном полуподвале.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Сӑнӗпе улшӑннӑ-и хӑй? — пырӗнче темскер типпӗн тӑвӑлса капланнипе чыхланса ыйтрӗ те Аксинья, тытӑнчӑклӑн тухакан сассине тикӗслетме тӑрӑшса, ӳсӗрсе илчӗ.

— Какой же он, Гришка? — давясь сухой спазмой, спрашивала Аксинья и покашливала, выправляя секущийся голос.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Григорий хыпаланмасӑр перет, тӑрӑшса тӗллет; пенӗ хушӑрах тата, взводнӑй офицер прицела пӗлтерсе команда панине итлесе, гимнастерка ҫанни ҫине шуса хӑпарнӑ сарӑ шатраллӑ кукамая та асӑрханса илсе пӑрахма ӗлкӗрет.

Григорий не спеша стреляет, целится тщательно и между двумя выстрелами, прислушиваясь к команде взводного, выкрикивающего прицел, успевает осторожно ссадить выползшую на рукав его гимнастерки рябую божью коровку.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Валет, унӑн сарлака утӑмӗсемпе тан ӗлкӗрме тӑрӑшса вӗттӗн лӗпӗстетсе чупнӑ май, Иван Алексеевич куҫӗсенчен аялтан ҫӳлелле тӗмсӗлсе пӑхрӗ.

Валет, поспешая за его крупным шагом, перебивал на рысь, снизу вверх засматривал Ивану Алексеевичу в глаза.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

«Эпир тӑрӑшса ӗҫленине Бойченко курасчӗ, — шухӑшларӗ Сергей.

«Увидел бы Бойченко, — думал Сергей, — как мы тут стараемся,

XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Майӗпе ҫынсем вӗренсе ҫитрӗҫ, нормӑна кӗчӗҫ, ҫынсем малтанхи пекех ҫине тӑрса, пӗр-пӗринчен лайӑхрах пулма тӑрӑшса ӗҫленине курса: «Ҫӗрле ӗҫлесе пӑхсан анчах, тесе Грицько тӗрӗс каларӗ иккен… Опытлӑ танк десантникӗ чухлать ҫав»! — терӗ Сергей хӑй ӑшӗнче.

Постепенно все втянулись, вошли, как говорят, в норму, и Сергей видел на лицах у сплавщиков ту же решительность, которую наблюдал в начале работ, то же настроение, приподнятость, желание выказать свое преимущество, умение и думал: «Подобраться к реке под покровом ночи, — оказывается, Грицько был прав… Чутье опытного танкодесантника!»

XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Юрӗ, анне, эпӗ шыва кӗмӗп, нӳрлӗ ҫӗр ҫине те выртмӑп, — терӗ Сергей, амӑшне кӑшт та пулин лӑплантарма тӑрӑшса, — анчах утиял илсе каймастӑп.

— Хорошо, мамо, я не буду купаться, не лягу на сырую землю, — сказал Сергей, чтобы хоть немного успокоить мать, — а одеяла не возьму.

XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Мӗншӗн эсӗ ман ҫине ҫапла пӑхатӑн? — ыйтрӗ Сергей, ку хӗре ӑҫта курнине аса илме тӑрӑшса.

— Ты что на меня так смотришь? — спросил Сергей, пытаясь вспомнить где же он видел эту девушку.

VI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вырсарникунсенче вӑл ҫав тери тӑрӑшса янкӑсланать, вӑйӑсенчен питӗ кая юлса, ҫилӗллӗн таврӑнать, унтан, куҫ шӑрҫисене тӗксӗмлетсе, Наталья умӗнче ӳпкелешме тытӑнать.

Она тщательнее наряжалась по воскресеньям, с игрищ приходила поздно, злая, темнея зрачками, жаловалась Наталье:

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл нихҫан та коновод пулман, хӑйӗн утне ачаш тыткаланӑ, ӑна питӗ тӑрӑшса пӑхса усранӑ, анчах Григорий яланах ҫакна асӑрхать: вӑл, хӑйӗн яланхи йӑлипе пилӗкӗ ҫумне чӑмӑртаса тытнӑ аллисене хускатмасӑр, учӗ патне пыма пуҫласанах, учӗн ҫурӑмӗ хумханса чӗтренсе илет: ут сехреленме тытӑнать.

Он никогда не был коноводом, со своим конем обращался ласково, холил его заботой, но всегда замечал Григорий: как только хозяин подходил к коню, по привычке не шевеля прижатыми к бедрам руками, — по спине коня волною шла дрожь: конь беспокоился.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Кала! — терӗ Петро, шӑллӗн куҫӗсенчен хӑраса, вӗсенчен пӑрӑнма тӑрӑшса.

— Говори, — приказал Петро, избегая и боясь встретиться с братом глазами.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Ваше благородие, мӗне пӗлтерет-ши ку? — тӗмсӗлеҫҫӗ казаксем, взводнӑй офицерсенчен тӗрӗссине тӗпчесе пӗлме тӑрӑшса.

— Ваше благородие, к чему ба это? — изнывали казаки, выпытывая у взводных офицеров истину.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тӳпере ӑмӑрланакан сӑрӑ пӗлӗт татӑкӗ ҫине куҫне хӗссе пӑхрӗ те вӑл, сӑмаха хуҫкаласа калаҫакан сотня командирӗ есаул Попов пек калаҫма тӑрӑшса, Митькӑран ҫапла ыйтрӗ:

Он щурился на серое грудастое облако, спрашивал у Митьки, подражая голосом ломовитому командиру сотни есаулу Попову:

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed