Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анчах шухӑшласа тӑма вӑхӑт юлмарӗ: ӗҫлемелли тапхӑр ҫитрӗ.Однако времени для размышлений не оставалось: пришла пора действовать.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Халӗ акӑ, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче, канмалли кунсемпе ӗҫлемелли кунсем пӗтӗмпех пӑтрашӑнса кайрӗҫ.Во время войны смешались понятия о выходных и будничных днях.
Иккӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Ваня Колобков ҫитес ҫураки вӑхӑтӗнче пионерсемпе шкул ачисем мӗнле ӗҫлемелли ҫинчен комсомол райкомӗ йышӑннӑ постановление вуласа панӑ чухне каҫ пулса ҫитрӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Кунта тата алӑ-ура мӗнле пулни пирки те нумай калама пулать, вӑл ӗнтӗ ахалех паллӑ: ирӗккӗн хускалма, ӗҫ хатӗрӗ тытма, унпа усӑ курма, ӑна хатӗрлеме пӗлмелле Ӗҫлемелли хатӗрсемсӗр ҫын ҫук та, пулма та пултараймасть.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.
— Ӗҫлемелли нумай, — тенӗ ӑна хирӗҫ йӗкӗтсем.
Балтика хуралӗ // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 3–19 с.
Аспирантсем ӗҫлемелли пысӑк пӳлӗмре виҫӗ ҫамрӑк ҫын.…В большой комнате для занятий аспирантов находилось трое молодых людей.
Иккӗмӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.
Вӑтам е ӑшӑ ҫанталӑкра, тарласа ӗҫлемелли ӗҫре ҫӳхе шурӑ пир-авӑртан ҫӗленӗ кӗпе-йӗмпе ҫӑм асуртка тӑхӑнмалла.
Кӗпе-тумтир // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Пӗчӗк хулана пурӑнма куҫсан, малашне пӗрле ӗҫлемелли ҫынсем патне кайса ҫӳреме юрать.
7. Хӑнара // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
— Пирӗн Черкасов юхӑмӗпе ӗҫлемелли ӗҫсем пӗтнӗ ӗнтӗ! — терӗ Чумакова.— А у нас черкасовское движение уже кончилось! — с довольным и гордым видом сказала Чумакова.
4 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.
Ҫӗнӗ вырӑна ӗҫе пырсан, малалла пӗрле ӗҫлемелли ҫынсемпе паллашмалла е сире паллаштармалла.Приходя на новое место работы, нужно представиться, или быть представленным новым сослуживцам.
Мӗнле паллашасси тата паллаштарасси // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Малтан ачасемпе калаҫса пӑхмаллаччӗ: ун пек тунӑ пулсан, уйрӑлса ӗҫлемелли те пулмастчӗ-и тен.Надо было сначала поговорить с ребятами, объяснить; может быть, тогда и отделяться бы не пришлось.
«Эсӗ фронта мӗнпе пулӑшрӑн» // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Ӗҫлемелли тата та пурччӗ-ҫке унӑн: кӑрман урапине тевӗш турттармалла, ҫӗнӗ хӑмӑт пӑявӗ явмалла, арпалӑха сӳтсе тӳрлетмелле…
XI. «Шерккейӗн те ӑс ҫук мар» // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Малашне мӗн ӗҫлемелли ҫинчен пӗтерсен, Корытов мӗнне хальтерех тума май пурри ҫинчен калама тытӑннӑччӗ, анчах тӑрук темӗн аса илнӗ пек, чарӑнчӗ те, Воропаев ҫине пӑхса тимлинчен ытларах ҫилӗллӗ сасӑпа ҫапла каларӗ:
Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Сехетпе ӗҫлемелли графике мӗнле пурнӑҫланине сӑнама ҫӑмӑл пултӑр тесе, Настя пӗтӗм пусӑна малтанах шалчасем лартса тухрӗ.
6. Виҫҫӗмӗш хӑвӑртлӑхпа // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Санӑн та бригадӑра сехетпе ӗҫлемелли график пур, сана та сехет кирлӗ.
5. Тырӑпа тимӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Петр кӑнтӑр тӗлне лаша кӳлсе ӗҫлемелли сеялкӑпа уя кайнӑ чухне тракторпа акасси епле пынине курма кӗчӗ те арӑмне палласа та илеймерӗ.
5. Тырӑпа тимӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Сехетпе ӗҫлемелли графике епле пурнӑҫа кӗртнине тӗрӗслес тесе, Ефросинья тӑтӑшах сехет ҫине пӑха-пӑха илнӗ, — графике пӑсма юрамасть.
5. Тырӑпа тимӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
— Вӗсен сехетпе ӗҫлемелли график манра пур.
5. Тырӑпа тимӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
— Сехетпе ӗҫлемелли график тӑрӑх иккӗмӗш уя акма ҫиччӗре пуҫлатӑп, терӗн-ҫке эсӗ.— Ты говорила, что ты по часовому графику второе поле начнешь сеять в семь.
5. Тырӑпа тимӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
— Сехетпе ӗҫлемелли график пирки Валентина пире епле тыткаланине пӗлетӗн-и?— Валентина, знаешь, как спрашивает с нас за почасовой график?
5. Тырӑпа тимӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.