Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑсатрӗҫ (тĕпĕ: ӑсат) more information about the word form can be found here.
— Питӗ аван йышӑнчӗҫ, питӗ аван ӑсатрӗҫ, кӳренмелли ҫук.

— И встречали и провожали хорошо, пожаловаться не могу.

XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Ну, каласа пар, мӗнле йышӑнчӗҫ унта сана, мӗнле ӑсатрӗҫ? — ыйтрӗ Кондратьев арӑмӗ, пӳлӗмӗнчен тухса.

— Ну, рассказывай, как там тебя встречали и провожали? — возвратясь, спросил Кондратьев.

XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пулемет командинчен икӗ ҫынна арестлесе ҫар сучӗн аллине пачӗҫ; ыттисенчен — хӑшӗ-пӗрисене запас полксене ӑсатрӗҫ, теприсене казаксен 2-мӗш дивизийӗн полкӗсем тӑрӑх салатса ячӗҫ.

Из пулеметной команды двоих арестовали и предали военно-полевому суду, остальных — часть отправили в запасные полки, часть разбросали по полкам 2-й казачьей дивизии.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Лини тӑрах утса кайнӑ есаула казаксем чӗмсӗррӗн пӑхса ӑсатрӗҫ.

Казаки молча провожали глазами уходившего по линии есаула.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫынсем кимме нумайччен кӑмӑллӑн пӑхса ӑсатрӗҫ, кимӗ юхӑ вырӑнта тайкалана-тайкалана кукӑра пӑрӑнса ҫухаличченех пӑхса тӑчӗҫ.

Они долго провожали ласковым взглядом лодку, видели, как она покачивалась на стремнине реки и как потом исчезла за крутым поворотом.

XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Нимӗҫ карателӗсем партизансем вырӑнне ним айӑпсӑр мирлӗ ҫынсене Болотнӑя тыта-тыта кайрӗҫ, концлагере ӑсатрӗҫ.

Вместо них немцы-каратели хватали и везли в Болотное, в концлагерь, ни в чем не повинных мирных жителей.

V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Сергей ковер сарнӑ картлашкасем тӑрӑх васкамасӑр улӑхрӗ, унӑн куҫӗсем хӗмлӗн йӑлтӑртатаҫҫӗ; ӑна сӗтел патне ҫитичченех шавлӑн алӑ ҫупса ӑсатрӗҫ

Сергей не спеша сошел с трибуны по покрытым ковром ступеням, его глаза ярко горели; шум рукоплесканий провожал его аж до самого стола.

XXII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Артналёт пуҫланас умӗн темиҫе минут малтанрах Олейник сержанта санчаҫе ӑсатрӗҫ, каплах пуласса Олейник хӑй те кӗтменччӗ, вар-хырӑмӗ ӑна аптӑратсах ҫитерчӗ, хӑса-хӑса хӑшкӑлчӗ вӑл, ҫавӑнпа халь ӗнтӗ Олейник строя часах таврӑнас ҫук.

За несколько минут до артналета сержанта Олейника отправили в санчасть; отравление оказалось настолько сильным и рвота так измучила его, что ему не скоро предстояло вернуться в строй.

XXV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Палаткӑри аманнӑ салтаксемпе чирлисене пурне те ирхине ирех машинӑсем ҫине вырттарчӗҫ те тылри госпитальсене ӑсатрӗҫ.

Рано утром всех раненых и больных, находившихся в палатке, эвакуировали в полевые госпитали.

XIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Бондаренкона шурф патне Лазарев, Котло, Корнилов, Петропавловский, Жученков ӑсатрӗҫ.

Бондаренко провожали к шурфу Лазарев, Котло, Корнилов, Петропавловский и Жученков.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Хӑшпӗр акӑлчансене тӑшмансем хӑйсен ҫӗршывне, хаяр султан ҫуртне ӑсатрӗҫ.

Других англичан отправили в глубь страны, ко двору жестокого султана.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Пире вара, тыткӑна илсе, маврсен Салех ятлӑ тинӗс портне ӑсатрӗҫ.

Нас отвезли в качестве пленников в морской порт Салех, принадлежавший маврам.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

— Хӑвӑрах куратӑр — тухтӑра ҫыхса ӑсатрӗҫ ав, турӑ чунӗ вилессе ҫитме те пултарать.

— Сами видите — доктора связали вервием, и, может статься, христианин дойдет до погибели.

VII. Паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пурте ӑна тӗлӗнсе пӑхса ӑсатрӗҫ.

Все разочарованно провожали его глазами.

Халӑха кӑтартма // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 107–114 стр.

…Акӑ ӗнтӗ ман чун савнӑ Давыдовпа Нагульнова Дон шӑпчӑкӗсем юрласа ӑсатрӗҫ, пулса ҫитекен сарӑ тулӑ пӑшӑлтатса ӑсатрӗ вӗсене.

…Вот и отпели донские соловьи дорогим моему сердцу Давыдову и Нагульнову, отшептала им поспевающая пшеница.

XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫынсем ӑна туслӑн кулса ӑсатрӗҫ.

Люди его провожали дружественными улыбками.

XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Темиҫе лаша уйӑрса пачӗҫ те (хуҫалӑхра кирлӗ пулма пултараҫҫӗ тесе) ыттисене аяккарах ҫитерме ӑсатрӗҫ.

Help to translate

Амур // Любовь Мартьянова. Тантӑш, 2015.12.10, 50(4464)№

Йӗри-тавраран ӑна хӑйне те ҫавӑн пекех шӳтле кулӑшпа тавӑрса ӑсатрӗҫ.

Ему платили тем же.

I сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

Патӑм лайӑх кӑна та, пӗри ӗмӗрлӗхе куҫ хупрӗ, иккӗшне вара Сибире ӑсатрӗҫ.

Одного я так трахнул, что… что, понимаешь, богу душу отдал, а два другие из-за меня в Сибирь пошли на каторгу.

Ҫул ҫинче // Митта Петӗрӗ. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 3–10 стр.

Ачасем ӑна пӑхса ӑсатрӗҫ, пуҫӗсене каҫӑртса, пӗлӗт ҫинелле пӑхрӗҫ.

Ребята проводили ее взглядами и, запрокинув головы, долго смотрели на небо.

12-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed