Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑхӑр the word is in our database.
тӑхӑр (тĕпĕ: тӑхӑр) more information about the word form can be found here.
Тарӑн ҫырмара вунӑ хурӑнпа ҫичӗ хурама, тӑхӑр юманпа пилӗк вӗрене, тӑхӑрвунӑ шӗшкӗ тӗмипе виҫӗ палан, сакӑр пилешпе тӑхӑр катӑркас юп кураҫҫӗ халь.

Help to translate

Ҫӗр ҫинче чи мӑнни — ҫын аллинчи кукӑль // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Сирӗн ывӑлӑр службӑра тӑракан батальон командирӗ сире чӗререн тав тӑвать. Сире Антон ывӑлӑра воспитани панӑшӑн тав тӑвас тетӗп, вӑл пирӗн подразделенинче службӑра тӑнӑ вӑхӑтра хӑйне тивӗҫлипе, присяга панӑ пекех, тивӗҫлипе кӑтартнӑ. Шӑпах сирӗн ывӑлӑр пек гвардеецсене пула пирӗн паттӑр подразделенинче мухтавлӑ ҫар йӑли-йӗркисем йӗркеленеҫҫӗ, ӳссе пыраҫҫӗ, ҫар дисциплини тата коллектив ҫирӗпленет. Антон малашне те паттӑрлӑх, дисциплина тата хӑйӗн Тӑван ҫӗршывне парӑнса пурӑнмалли тӗслӗх пуласса шанатӑп! — ҫырнӑ 20-мӗш стрелковӑй батальон командирӗ подполковник Евгений Кучинский. Антон пысӑк та туслӑ, ӗҫчен ҫемьере ҫуралса ӳснӗ. Мӑйракаллӑ шултра выльӑх-чӗрлӗх сӗт-ҫу енӗпе ӗрчетекен фермер хуҫалӑхӗнче, ашшӗ-амӑшӗн тӑватӑ ача хушшинче вӑл чи асли. Вырӑнти шкулта тӑхӑр класс пӗтернӗ хыҫҫӑн, Пелепейри механизаципе электрификаци колледжӗнче диплом илнӗ. РФ Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсене ӑна 2023 ҫулхи июлӗн 2-мӗшӗнче чӗнсе илнӗ. Ҫирӗп кӗлеткеллӗ каччӑ Типҫӗр ҫарсен спецназӗн командине Новосибирск хулинчи вӗренӳ чаҫне лекнӗ. Унӑн ҫар подразделенийӗ Новосибирскри аслӑ ҫарпа команднӑй училищӗн базинче вырнаҫнӑ. Ҫар дисциплинин требованийӗсем кунта пур салтаксемшӗн те ҫирӗп. Салтаксем ӳт-пӳ енчен пиҫӗхме, алла-аллӑн тытӑҫса ҫапӑҫмалли меслетсене тӗпчеме, стрелоксен кирек мӗнле хӗҫпӑшалтан те пеме хӑнӑхма ҫине тӑрса тӑрӑшаҫҫӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, кунта Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекен чӑн-чӑн ҫирӗп ҫынсем хатӗрлеҫҫӗ. Ҫитӗнсе, ҫирӗпленсе ҫитсен, Антон Тимофеев та шӑпах ҫакӑн пек салтак пулса тӑнӑ. Ҫар чаҫӗн командованийӗ РФ оборона министрӗн приказӗпе 2024 ҫулхи февралӗн 22-мӗшӗнче салтака «Ҫар тивӗҫне кӑтартуллӑ пурнӑҫланӑшӑн» медальпе наградӑланӑ.

Help to translate

Мухтавлӑ ҫар йӑли-йӗркисене малалла тӑсать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... at-3757022

Обществӑра 65 ҫын ӗҫлет, кашни уйӑхра ӗҫ укҫи вӑтамран 44765 тенкӗ панӑ, кӑҫалхи тӑхӑр уйӑхра 74,6 миллион тенкӗлӗх таса тупӑш илнӗ.

Help to translate

Ҫӗнӗ объектсем хута кайрӗҫ // Юрий МИХАЙЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/sienie-obektsem- ... ta-kayries

2023 ҫулхи тӑхӑр уйӑхра 121 миллион та 678 пин тенкӗлӗх таса тупӑш тунӑ.

Help to translate

Ҫӗнӗ объектсем хута кайрӗҫ // Юрий МИХАЙЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/sienie-obektsem- ... ta-kayries

— Кӳршӗсене кивҫенле-мӗнле панӑччӗ, кайса илтӗм-ха, — пӗчӗк ҫӑкӑра тӑхӑр пая пайласа хуҫать вӑл, пӗрне — пысӑкраххине — Шӑнкӑрча парать.

Help to translate

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Чӗвӗл-чӗвӗл Кулинейкка, аслашшӗпе пиччӗшӗ ӑсталаса туса панӑ тӑхӑр пушӑт ҫӑпатине, услам ҫу евӗр сап-сарӑскерне сырса янӑскер, тутӑрне ҫыханҫи туса тем шырама пуҫлать.

Help to translate

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Кӗпер ҫинче Альфред Хичкокӑн 1935 ҫулхи «Вӑтӑр тӑхӑр картлашка» фильмӗн пӗр сцени, ҫавӑн пекех 1959 ҫулхи ремейкӗнче те, ӳкерӗннӗ.

На мосту снималась одна из сцен фильма Альфреда Хичкока «Тридцать девять ступеней» 1935 года, а также в его ремейке 1959 года.

Фёрт-оф-Форт чукун ҫул кӗперӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A4%D1%91%D ... 1%80%D3%97

Тӑхӑр ҫул хушши лагерьсенче ирттертӗм.

Help to translate

Скульптор // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 189–193 с.

Аллӑ тӑхӑр ҫул ӗнтӗ эпир тӗрӗс ҫулпа утатпӑр, кӗрешетпӗр, ҫӗнтеретпӗр, коммунизм тӑватпӑр.

Help to translate

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

Градусник лартрӗҫ, — вӑтӑр тӑхӑр градус.

Help to translate

IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Вӗҫсе хӑпармалли ҫула ӑсталанӑ Punj Lloyd Инди компанийӗн пресс-секретарӗ каланӑ тӑрӑх, кӑткӑс ҫӗр пичӗпе йывӑр ҫанталӑк ҫак тӑхӑр ҫулхи проект «ҫав тери кӑткӑс та чуна тыткӑнлакан» пулса тухнӑ.

По словам пресс-секретаря индийской компании Punj Lloyd, которая построила взлетно-посадочную полосу, этот сложный рельеф и неблагоприятные погодные условия сделали этот девятилетний проект «чрезвычайно сложным и захватывающим».

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Александра Ивановнӑпа Николай Егорович Петровсем тӑхӑр ача ҫуратса ӳстернӗ, паянхи кун пурте пурӑнаҫҫӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ ҫулӗ тикӗс мар // Надежда СЕМЕНОВА. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d1%8 ... %b0%d1%80/

Пракахви пиччен тӑхӑр ывӑл ҫуралнӑ, тӑххӑрӑш те сывӑ-ҫке!

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Юр пӗлӗчӗсем витӗр пӳске пек палӑракан хӗвеле пӑхсан, тӑхӑр сехет ҫывхарать темелле.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тӑхӑр ҫул иртрӗ унтанпа.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Фашистсен тӑхӑр танкӗ хирте мӑкӑрланса, хӑяккӑн выртса юлчӗ.

Help to translate

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Акӑ, ҫӑнӑхпа укҫашӑн ҫитмӗл пилӗк пусне ил те тӑхӑр тенкӗ те ҫирӗм пилӗк пусне каялла пар!

Help to translate

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӑхӑр ялта студентсемпе фольклор практикинче пулнӑскер, эпӗ капла ят панипе килӗшместӗпех, мӗншӗн тесен унта пӳрлӗ шывсем, пӳрлӗ ҫарансем ҫинчен сӑмах-юмах тӗл пулманччӗ.

Help to translate

Пӳркел Шӳрелӗсен талпӑнуллӑ ӳсӗмӗ // Витатий Станьял. https://chuvash.org/news/36895.html

Вӗсен килӗнче тӑхӑр ача ӳснӗ.

Help to translate

Кукамай шӑплӑхӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 116–122 с.

Экзаменсем сакӑр сехетре пуҫланмаллаччӗ, вӗсене пула тӑхӑр сехетре ҫеҫ пуҫларӗҫ акӑ.

Help to translate

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed