Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫавӑнпа та наука енӗпе ӗҫлеме тӑрӑшакан кашни ҫыннӑнах чиркӳ сословине кӗмелле пулнӑ.Поэтому всякому, кто хотел заниматься науками, приходилось вступать в духовное сословие.
Поляксен аслӑ астрономӗ Коперник // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Шыв юххине чулсемпе, пылчӑкпа картласа лартма тӑрӑшакан икӗ арҫын ача, карчӑк сассине илтсен, тӳрех аяккалла тапса сикрӗҫ, лешӗ вара ҫӗртен турпас илсе ун ҫине сурчӗ те ӑна шыва пӑрахрӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Ҫынсем эпир тавлашнине каҫса кайсах итлерӗҫ, Тереза хӑйсен хӑнисем ашкӑнни ҫинчен лӑпкӑн, кун пек япала мӗн тума кирлине ҫеҫ ӑнланма тӑрӑшакан ҫын пек, ерипен каласа пачӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Ун пек чух вара хама тӗттӗм шӑтӑка, ҫынсем суккӑр ӑмансем пек йӑшаланнӑ ҫӗре, пурӑнӑҫра пулса пыракан ӗҫсене манма ҫеҫ тӑрӑшакан, ҫав манӑҫа хупахсенче тата проституткӑсен сивӗ ытамӗсенче ҫеҫ тупнӑ ҫӗре пӑрахнӑн туйӑнатчӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Кӑштах ӑнланса илекен ҫынсем, партин чысне сыхласа усрама тӑрӑшакансем, ҫав ют ҫӗршыври ирсӗрлӗхӗн, хӑйӗн шӑршланса кайнӑ кружковщинипе таврари сывлӑша пӑсма ӗлкӗрнӗскерӗн тата партири хирӗҫӗве «килти пек», вӑрттӑн, сӗтел хушшинче сӑрапа чей ӗҫсе, сутӑнчӑклӑн майлаштарма тӑрӑшакан политикӑна тӑрӑ шыв ҫине кӑларсан, пирӗн ҫума хаваслансах хутшӑнасса шанса тӑратпӑр…
XXI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
«Калиныч — ырӑ ҫын, — терӗ мана Полутыкин господин: — ӗҫчен те усӑ пама тӑрӑшакан ҫын; хуҫалӑхӗ унӑн типтерлӗ, анчах вӑл ӑна тытса усрама пултараймасть: эпӗ ӑна час-часах хуҫалӑхри ӗҫрен уйӑратӑп.
Хорьпе Калиныч // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 3–16 с.
Хӑвӑра юратакан, сирӗншӗн тӑрӑшакан ачӑрсемпе мӑнукӑрсем, тусӑрсем яланах юнашар пулччӑр!Пусть всегда рядом с вами будут любящие и заботливые дети, внуки, друзья!
Олег Николаев Пӗтӗм тӗнчери ватӑ ҫынсен кунӗ ячӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. http://glava.cap.ru/news/2021/10/01/glav ... et-s-mezhd
Ҫавӑнпа та Лукинори пурне те пӗлме тӑрӑшакан ачасем каҫсерен пулса иртекен вӑрттӑн ӗҫсене нимӗн пӗлмесӗр юлнинчен тӗлӗнмелли нимӗн те ҫук.
IX сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Пурне те питӗ пӗлме тӑрӑшакан тата яланах хавас та ырӑ кӑмӑллӑ Дружок ятлӑ ҫӑмламас йытӑ ӑна тӑтӑшах чӑрмантарать.
III сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Ун пек характерлӑ ҫынсем XV-мӗш ӗмӗрти йывӑр вӑхӑтра кӑна, ҫынсем вырӑнтан вырӑна куҫса ҫӳрес йӑлине пӑрахсах ҫитереймен ҫӗрте Европӑн пӗр кӗтессинче ҫеҫ пулма пултарнӑ; ун чухне малтанхи пурӑнӑҫ йӗркисемпе пурӑнакан пӗтӗм кӑнтӑр Российӑран хӑйӗн князӗсем тухса кайнӑ; ӑна вара лӑпланма пӗлмесӗр пыра-пыра тапӑнакан монгол вӑрӑ-хурахӗсем ҫаратса, ҫунтарса пӗтернӗ, ҫурт-йӗрсӗр тӑрса юлнӑ ҫынсем хӑюлланса ҫитнӗ; кӳршӗсем усал пулнӑ пирки тата яланах хӑрушлӑхра сехӗрленсе пурӑннӑ пирки, вӑл, ҫунса тӑракан ҫӗрех пурӑнма вырӑнаҫнӑ та, ҫак хӑрушлӑха тӳрех куҫран пӑхма хӑнӑхса ҫитнӗ, ҫӗр ҫинче шиклӗх пуррипе ҫуккине те манса кайнӑ; ҫавӑн чухне вара авалхи славян ҫыннин чӗри ҫапӑҫу хастарлӑхӗпе тулнӑ, тӗнчере вырӑс ҫутҫанталӑкӗн сарлака та ирӗк вӑйӗ — козачество пуҫланса кайнӑ; мӗнпур юханшыв тӑрӑхӗсене, юханшыв урлӑ каҫмалли вырӑнсене, ҫыран хӗрринчи сӗвек те майлӑ вырӑнсене козаксем йышӑнса тухнӑ, вӗсен шутне никам та пӗлмен; хӑюллӑ козаксем вӗсен шутне пӗлме тӑрӑшакан султана ҫапла ответлеме пултарнӑ: «кам пӗлсе ҫитерет вӗсене! вӗсем пирӗн ҫеҫенхир туллиех ларса тухнӑ; ӑҫта байрак, унта козак» (ӑҫта тӗмеске пур, унта козак та пурах).
I // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Анчах ырӑ тунӑшӑн тав тума шутламаннисем ҫак хӑйшӗн кӑна тӑрӑшакан шакал пекех пӗтеҫҫӗ.
Шакалпа тӗве ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Вара сирӗн Ленин калакан марксизм, хӑйӗн «Искра» хаҫачӗ урлӑ ирӗксӗрлесех йышӑнтарма тӑрӑшакан марксизм, нимӗнпе ҫырлахайми, килӗштерейми марксизм, — чи сиенлӗ ҫул, вӑл ҫул пире татах та тарӑнтарах вӑрттӑнлӑхра ӗҫлесе, вилсе пӗтесси патне илсе пырать.
XI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Сильвер пуринчен те хыҫалта, ҫутӑран инҫетре ларать, анчах ҫӑвар тулли ҫиет, мӗн те пулин памалла пулсан, вӑр-вар ҫеҫ сиксе тӑрать, пирӗн шӳтсенчен хамӑрпа пӗрлех кулать, — пӗр сӑмахпа каласан, хамӑр тинӗсре ишсе пынӑ чухнехи пек ачашлакан, хисеплекен, тӑрӑшакан повар пекех пулса тӑчӗ.
ХХХIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Вӗсем ун умӗнче хӑйсене хӑйсем, нимӗн те пулман пекех, вӑл ӗлӗкхи пекех, карап ҫинчи врач, хӑйсем ӗлӗкхи пекех тӑрӑшакан та парӑннӑ матроссем пулнӑ евӗрлӗн тыткалаҫҫӗ.
XXX сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Джойс пирки эпир шиклентӗмӗр — вӑл тӑрӑшакан тата лайӑх кӑмӑллӑ тарҫӑ, щетка тытса тумтире питӗ лайӑх тасатать, анчах вӑрҫӑ валли вӑл нимӗн чухлӗ те юрамасть.
XVII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Хире-хирӗҫ икӗ рет тӑрса тухнӑччӗ вӗсем, ҫав статуйӑсем: чӑх тытнӑ колхозница, шлем тӑхӑннӑ летчик, хӑмпӑланчӑк парашютӑн кантрине пуҫтарма тӑрӑшакан хӗрача.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Вӑл хӑйне тӑрӑшакан тата кӑмӑллӑ ҫын пек кӑтартма ӳт-тирӗнчен тухас пек тертленчӗ.
XIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Иккӗмӗш боцман, Израэль Гэндс, питӗ тӑрӑшакан ватӑ та опытлӑ моряк пулчӗ, ӑна кирек мӗнле ӗҫ те шанса пама пулатчӗ.
X сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Эпир ӑна мӗнпур тӑшмансенчен, пирӗн халӑха каллех чуралӑха хӑваласа кӗртме тӑрӑшакан гоминдан реакционерӗсемпе америка захватчикӗсенчен сыхламалла.
XXVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Вӗсем пур хресченсемшӗн те тӑрӑшакан ҫынсем.
XXV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.