Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тавралӑха тирпей-илем кӗртесси пирки ыйтӑва хускатнӑ май, спорт тӳремӗсем пирки те чарӑнса тӑмалла, вӗсем ҫине те тимлӗх уйӑрмалла.
Палӑртса хунинчен чылай маларах юсаса ҫӗнетнӗ Чӑваш Енри виҫӗ шкула // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/01/09/palr ... cnetn-chva
Объектсене пӗтӗмпех паянхи пурнӑҫпа тӳр килсе тӑмалла условисем.Условия, которые должны приходить на объекты полностью с сегодняшней жизнью.
Палӑртса хунинчен чылай маларах юсаса ҫӗнетнӗ Чӑваш Енри виҫӗ шкула // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/01/09/palr ... cnetn-chva
Тӳлевсӗр препаратсемпе районти пульницӑн тивӗҫтерсе тӑмалла пулнӑ.Препараты должна была бесплатно предоставить районная больница.
Инвалида эмел паман // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33839.html
— Вырсарникунне пӑхса тӑмалла марччӗ, суха патне каймаллаччӗ те-ха…
VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Хӑвах пӗлетӗн, пачӑшкӑ валли кирек хӑҫан та пӳрт алӑкӗ уҫӑ тӑмалла.
V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Пӗтӗм ҫӗнӗ хыпарсене ял Советне пӗлтерсе тӑмалла.
Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
— Ленин ҫирӗплетнӗ пулсан, тата мӗн пӑхса тӑмалла?
Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Пысӑк технологисен витӗмлӗхӗ те малти вырӑнта тӑмалла.
Туянакансен прависене хӳтӗлессипе ӗҫлекен Координаци канашлӑвӗн ларӑвӗ иртнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/19/tuya ... -koordinac
— Апла пулсан вӗсем ҫинчен пӗлтерсе тӑмалла пуль ӗнтӗ.
1. Тӗнче хӗсӗр мар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Ман шутпа, кунта пирӗн лери пек урамра тӑмалла мар, картишне кӗмелле, ҫӗр выртмалла, — текӗрҫӗсен кӑмӑлне ҫаврасшӑн пулчӗ вӑл.
17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Кайса килтӗр, пирӗн пурне те пӗлсе тӑмалла пултӑр, — сӑмах тӗртрӗ Мамич-Бердей.
15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Юлашкинчен Тукай ялӗнчен пынӑ элчӗсен чӑнах та чӑрмав сиксе тухнӑ — вӗсен кӳршӗллӗ ялсенче чылаях чарӑнса тӑмалла пулнӑ.
10. Ҫухалнӑ ҫынсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Вӗсем килессине сыхласах тӑмалла.
3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Вӑй ҫук пулсан мӗн туса тӑмалла купта?
3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Пирӗн тем тесен те ҫуркуннеччен тытӑнса тӑмалла, тӑвансем.
3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Пире ӗлӗкхи чухлӗ ҫӗр тытма памаҫҫех, кӑна пирӗн малтанах пӗлсе тӑмалла.
12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Мӗн сӗлеке юхтарса пӑхса тӑмалла чаплӑ ҫынсем, тӗрлӗ княҫсем, мӑрсасем ӳсӗр пуҫпа шавласа ларнине?
2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Пирӗн кӑшт сапаланарах тӑмалла, тутарсене ик енчен те хупӑрласа илме тӑрӑшмалла, — вӗрентрӗ паҫӑрхи ҫамрӑк вырӑс.
14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Воеводӑсен кӗтсе тӑмалла мар, часрах ҫапӑҫӑва кӗме тӑрӑшмалла.
14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Хупас пулать ҫав, мӗн хӗрхенсе тӑмалла сутӑнчак мӑрсасене?
13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.