Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тирек the word is in our database.
тирек (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Ансӑр тӑкӑрлӑкӑн икӗ енӗпе хуран тасалса ларакан садсем тӗлӗнче, вырӑнӗ-вырӑнӗпе ӳсекен тирек утравӗсем ҫийӗнче, питӗ ҫӳлте катӑлнӑ уйӑх ҫутатса тӑрать.

Над чернью садов, тянувшихся по обеим сторонам узкого проулка, над островами тополевых левад высоко стоял ущербленный месяц.

1-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫӗрӗпех ӑна тӗлӗкре тирек курӑнчӗ.

И всю ночь снился ему тополь.

14-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Петька пӗр метр ҫурра яхӑн Коншаковсен пахчине чавса кӗрсе кайнӑ, тирек патне ҫитсе кӗреҫепе унӑн тымарӗсене татма тытӑннӑ.

Петька уже успел вскопать метра полтора коншаковской усадьбы и теперь, дойдя до тополя, перерубал заступом его корни.

13-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тирек малтанах вӑрахчен чӗрӗлеймерӗ, кайран пурпӗр ӳсме тытӑнчӗ, ҫӗнӗ хунавсем кӑларчӗ, халӗ вӑл ҫӳлӗ те яштака ӗнтӗ.

Черенок тополя долго не приживался, а потом все же пустил побеги и сейчас выглядел высоким, стройным деревцом.

13-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫӗмӗрт хыҫӗнче, пахчан тепӗр вӗҫӗнче, ҫамрӑк тирек пӗлӗтелле кармашать.

За черемухой на самом дальнем конце усадьбы тянулся к небу молодой тополь.

13-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Чимӗр-ха: «Пирӗн ҫамрӑк йӗкӗтсем яштак та, имӗш, вӗсен сӑхманӗсене те кӗмӗлпе тӗрленӗ иккен те, анчах вырӑс ҫамрӑк офицерӗ вӗсенчен яштакарах, галунсем унӑн ылтӑнран. Вӑл вӗсем хушшинче тирек пек курӑнать; ӑна ӳссе ешерме ясӑна пӳрмен пирӗн сад-ра», — тесе юрлать, Печорин ҫӗкленчӗ, пуҫ тайрӗ ӑна, аллине хӑй ҫамки патне, унтан чӗри патне тытрӗ те мана тавӑрса калама ыйтрӗ, эпӗ вӗсемпе калаҫма лапах пӗлеттӗм те унӑн сӑмахӗсене куҫарса патӑм.

— Да, кажется, вот так: «Стройны, дескать, наши молодые джигиты, и кафтаны на них серебром выложены, а молодой русский офицер стройнее их, и галуны на нем золотые. Он как тополь между ними; только не расти, не цвести ему в нашем саду». Печорин встал, поклонился ей, приложив руку ко лбу и сердцу, и просил меня отвечать ей, я хорошо знаю по-ихнему и перевел его ответ.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Вӗрене, тирек тата ҫирӗк.

Клен, тополь и ольха.

Пурнӑҫ йывӑҫӗ // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

37. Иаков тирек, миндаль тата шурӑ вӗрене турачӗсем, чӗрӗ туратсем, илнӗ те [Иаков] вӗсен хуппине йӑрӑм-йӑрӑм сӳсе шурӑ йӗрсем касса тухнӑ; 38. касса шуратнӑ хуллисене вӑл выльӑхсен умне, шыв шӑваракан валашкана, хунӑ; унта выльӑхсем шыв ӗҫме пынӑ, шыв ӗҫме пырсассӑн, хулӑсем умӗнче йӑхнӑ.

37. И взял Иаков свежих прутьев тополевых, миндальных и яворовых, и вырезал на них [Иаков] белые полосы, сняв кору до белизны, которая на прутьях, 38. и положил прутья с нарезкою перед скотом в водопойных корытах, куда скот приходил пить, и где, приходя пить, зачинал пред прутьями.

Пулт 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хурӑн, йӑмра, ҫӑка, ӑвӑс, тирек, вӗрене, акаци турачӗсенчен ҫыхсан аван.

Можно заготовить из веток березы, ветлы, липы, осины, тополя, клена, акации.

Ҫуркуннепе витаминлӑ апат кирлӗ // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.03.17, 10№

Кулкаласа та чӗтӗресе, чӳречерен пӑхнӑ вӑл, — унта, решетке хыҫӗнче, пӗр енӗ тӗттӗм те тепӗр енӗ кӗмӗллӗ икӗ тирек курӑннӑ, — хӑй вара ӑшӗнче ҫеҫ шӑппӑн пӑшӑлтатнӑ:

И, улыбаясь и дрожа, глядела она в окно, где за решеткой виднелись два тополя, темные с одной стороны, осеребренные с другой, и шептала про себя:

VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed