Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

анаталла the word is in our database.
анаталла (тĕпĕ: анаталла) more information about the word form can be found here.
Пристаньре Сехре ещӗксене пароход ҫине тиенӗ те Атӑл тӑрӑх анаталла ҫул тытнӑ.

Help to translate

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Буксир анаталла май васкаса анать, ун хумӗсем шултра та вӑйлӑ, кимӗсенчен пӗри ҫӑмӑллӑн вылянса тӑрӑхла май ҫаврӑнсан, хумсем ӑна ҫийӗнчех ӳпӗнтерсе янӑ пулӗччӗҫ, ҫавӑнпа кӗсменпе ӗҫлекенсем тата кормовойсем халран кайсах юхӑма урлӑ ишеҫҫӗ.

Help to translate

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тӳрӗ урам тӑрӑх анаталла пӗр пӗччен аннӑ май вӑл, кӑҫал кӗркунне пӗрремӗш хут ҫӗр шӑннине туйса илчӗ.

Help to translate

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Часах вӗсен трантасӗ Атӑл хӗрринчи йышлӑ тумхахсемпе ланкашкаллӑ ҫулпа анаталла кӑлтӑртатрӗ.

Help to translate

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗсем ҫапла кӑмӑллӑн калаҫса лашине анаталла май юрттарчӗҫ.

Help to translate

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗсем туткагулсем ларакан вырӑнтан чылай анаталла анчӗҫ те, пулӑ тытмалли сӗрекесене шыва ярсах Атӑл урлӑ каҫрӗҫ.

Help to translate

16. Хусан ҫывӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Паян ирхине чӑтаймарӗ вара хан, хӑйӗн эшкерӗпе анаталла ҫул тытрӗ.

Help to translate

16. Хусан ҫывӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хусан ҫывӑхне тата тепӗр-воевода пырса тухнине пӗлсен тутарсемпе нухайсен ирӗксӗрех анаталла анмалла пулчӗ.

Help to translate

14. Вырӑссем тухса кайсан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Анаталла посольство хыҫҫӑн мар, пысӑк ҫарпа анмалла пулать.

Help to translate

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫыран хӗрринче шыв каялла тапнӑран Ахтупая Атӑл анаталла мар, тӑвалла юхнӑн туйӑнать.

Help to translate

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Курчӗ вӑл: унта йӗлтӗрпе ярӑннӑ пек туса ӑна мӑрса хӗрӗ кӗтсе тӑрать, анчах каччӑ хӗр ачана асӑрхаман пек пулса урампа тӳрех анаталла утрӗ.

Help to translate

6. Таркӑнсене суд туни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӗсем ӑна пилӗк таран тайӑлса тав турӗҫ те Захарьин сотникӗ хыҫҫӑн пӗр сӑмахсӑр анаталла утрӗҫ.

Help to translate

18. Вырӑс тупписем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Аран-аран пуҫтарӑнакан ҫар киммисене хӑварса Бельский темиҫе воеводӑпа тата Шигалейпе пӗрле ҫуран ҫар хыҫҫӑн анаталла анса кайрӗ.

Help to translate

15. Хусан хапхи умӗнче.. // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫапла калаҫса татӑлчӗҫ: шыв чакнӑ тӗле ҫарсем Ока тӑрӑх Атӑла тухаҫҫӗ, вара виҫӗ ушкӑна пайланса Атӑл тӑрӑх анаталла анаҫҫӗ.

Help to translate

15. Хусан хапхи умӗнче.. // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Утсем малалла анаталла анассине сиссе ямшӑксем хистемесӗрех хытӑрах кайма тытӑнаҫҫӗ.

Help to translate

7. Икӗ элчӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тукай анаталла утса кайиччен малтан вырӑс воеводисен ушкӑнӗ еннелле тепре пӑхса илчӗ.

Help to translate

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ай-ай, пит майӗпен каясшӑн эсӗ анаталла!

Help to translate

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫӳллӗ сӑмсаллӑ, хӑрушӑ мӑйракаллӑ кимӗсем, хӗрлӗ сӑрпа сӑрланӑскерсем, элемсемпе хоругвьсем вӗлкӗштерсе пӗтӗм хула халӑхӗ умӗнче анаталла анса кайрӗҫ.

Help to translate

4. Ҫар ҫула тухать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Анаталла ларать пулин те, пӳлӗмсенче ҫутӑ ҫителӗклех.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Урампа каясшӑн пулмарӗ курӑнать, анкарти хыҫӗпе анаталла вашлаттарчӗ.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed