Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

самаях the word is in our database.
самаях (тĕпĕ: самаях) more information about the word form can be found here.
Йыш пӗчӗкрех пулассипе килӗшме тиветех ӗнтӗ, ҫапах ял хуҫалӑхӗ пӗчӗккӗн вӑй илнӗ май /ҫакӑн паллисем пур. Ютран, чикӗ леш енчен, кӳрекен апат-ҫимӗҫ самаях хӗсӗннӗ май патшалӑх тинех хамӑрӑн хресчен еннелле ҫаврӑнчӗ пек туйӑнать/ ял та ура ҫине тӑратех.

Help to translate

Хула яла парăнтарасшăн // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Ҫакӑ та аван тенӗ пулӑттӑм, енчен те ялсенче пурӑнакансен шучӗ самаях чакман пулсан...

И это, я бы сказал не плохо, если бы численность сельских жителей заметно не уменьшилась...

Хула яла парăнтарасшăн // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Сӑр, Ҫавал, Улатӑр, Пасна юханшывӗсем самаях хӑпарас хӑрушлӑх пур.

Есть большая опасность подъема рек Суры, Цивиля, Алатыря, Бездны.

Эпир - малтисен йышĕнче, е Аван хаклав татах туртăнма хистет // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Коллективлӑ хуҫалӑхсем йӗркеленӗ тапхӑрти терт-нуша, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ҫулӗсенче чӑтса ирттернӗ йывӑрлӑх, каярахри лӑпкӑ мар пурнӑҫ аннесен тӑнлавӗсене самаях кӑвакартрӗ пулин те, пурнӑҫ илемлӗхне-техӗмне ҫухатмарӗ чӑваш хӗрарӑмӗ: ӗне-вӑкӑр кӑкарса суха турӗ, тырӑ вырчӗ, авӑн ҫапрӗ, вӑрман касса турттарчӗ, юн ӗҫен Гитлер ҫарӗ Атӑл ҫине тухма тапаланнӑ вӑхӑтра Сӑр тӑрӑхӗпе окоп-траншея чаврӗ, блиндаж-дзот турӗ, ҫӗрлесерен фронтри мӑшӑрӗ-ывӑлӗ валли чӑлха-нуски ҫыхрӗ, хӑй выҫӑ ларсан та мӗн пур апат-ҫимӗҫе фронта ӑсатрӗ.

Help to translate

Хĕрарăм – пурнăç, чĕрĕлĕх Турри // ЮРИЙ ЛИСТОПАД. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Чаплӑ юбилее кӗтсе илме хатӗрленсе, музей сотрудникӗсем малтанхи экспозицие чылай анлӑлатса, ҫӗнӗ документсем хушса самаях сулӑмлӑ курава ҫынсен умне кӑларас тӗллевлӗ.

Help to translate

Çил арманĕ тырă авăртни туристсене тĕлĕнтерет // Геннадий КУЗНЕЦОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Ҫур сехете тӑсӑлакан документлӑ телеочерк эфира тухнӑ хыҫҫӑн тӗп хуларан самаях аякра вырнаҫнӑ, унччен ытлашши палӑрсах кайман музей ҫулҫӳреве тухма юратакансемшӗн Мекка вырӑннех пулса тӑчӗ.

Help to translate

Çил арманĕ тырă авăртни туристсене тĕлĕнтерет // Геннадий КУЗНЕЦОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Юлнӑ пек пӗтӗм пурлӑхне пухнӑ та вӑл хӑй аллинче вунӑ пин — ҫав вӑхӑтри ассигнаципе — тӑрса юлнине курнӑ; ҫав укҫапа тырӑ туянса майӗпен суту-илӳ тума пуҫланӑ, кашни пӗчӗк ӗҫех йышӑннӑ, хӑйӗн вӑй-халӗ ҫитме пултаракан тӗрлӗрен ӗҫпе аппаланнӑ, тата вунӑ ҫултан вара самаях мул тытакан пулнӑ.

Собрав последние крохи, которые оставались, он увидел у себя тысяч десять, — по-тогдашнему на ассигнации, — пустился с ними в мелкую хлебную торговлю, стал брать всякие маленькие подряды, хватался за всякое выгодное дело, приходившееся по его средствам, и лет через десять имел изрядный капитал.

I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Эпир пӗр-пӗрин патне темиҫешер йӗрке ҫеҫ ҫыркалани манра та, санра та тӑмсайлӑх самаях пулнине кӑтартса памасть-ши; кӑтартса парать те пулмалла: эпир пӗр-пӗринчен вӑтаннӑ пек хӑтланатпӑр.

Не доказывается ли присутствие порядочной дозы тупоумия как во мне, так и в тебе, тем, что и ты мне, и я тебе пишем лишь по нескольку строк; кажется, доказывается, будто мы с тобою несколько стесняемся.

II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Мӑнтӑркка ачи, самаях лутраскер, пуҫне ҫӗклесен шӑпах ҫак этем куҫӗсемпе тӗл пулчӗ.

Толстый мальчишка был маленького роста, и когда он поднял голову, то как раз встретился взглядом с этим человеком.

Халӑха кӑтартма // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 107–114 стр.

Кирсановӑн пурнӑҫ самаях лайӑх курӑнать.

Внешняя обстановка Кирсанова была довольно хороша.

X // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Эрехе тата тути-масине пӗлекен ытти япаласене хирӗҫ вӑл чӑтса тӑнӑ пулӗччӗ, анчах эльпе ҫавнашкал ытти тутлӑ япаласем ӑна, ӗҫсе курманскерне, самаях илӗртрӗҫ.

Против водки и других знакомых вкусов она устояла бы, но эль и тому подобные прелести соблазнили ее неопытность.

XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ҫакна хирӗҫ Ҫӑрттан мучи самаях ӑслӑн тавӑрчӗ:

На что ему дед Щукарь весьма резонно возразил:

XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кунӗ самаях шӑрӑх тӑратчӗ, вӑл унсӑр та аванах ҫӳретчӗ ӗнтӗ, анчах хӗр умӗнче плуг хыҫҫӑн пилӗк таран ҫарамас ҫӳреме вӑл ниепле те пултарайман.

День был достаточно жаркий, и он мог бы великолепно обойтись без нее, но ему было совершенно невозможно в присутствии девушки идти за плугом до пояса голым.

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Унӑн куҫ хӑрпӑкӗсем хускалаҫҫӗ, хуралса кайнӑ кивӗ кофтине якатакан куштӑрканӑ пысӑк пӳрнисем самаях чӗтреҫҫӗ.

Ресницы ее трепетали, а крупные загрубелые пальцы, перебиравшие складки старенькой грязной кофточки, заметно вздрагивали.

VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Уголовнӑй саккун тӑрӑх чи пахи пуҫ шутланнӑ пулас, ҫавӑнпа ӗнтӗ чи пысӑк айӑпшӑн ҫыннӑнне пуҫне каснӑ, ун хыҫҫӑн — ар хатӗрӗсем, ахальтен мар пӗччен пӳлӗме хупассипе кастарса ярасси самаях хӑратакан мелсем шутланнӑ.

Для них важнее была голова, и ее отсечение считалось тяжким наказанием, не менее тяжелым считалась и кастрация.

Ҫӳҫ ҫинчен // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 46–53 стр.

Варкӑш ҫил ун иртнӗ ҫултанпа самаях кӑвакарма ӗлкӗрнӗ кӗске ҫӳҫне тӑрмалать.

Слабый ветер трепал ее короткие волосы, ставшие совсем белыми с прошлого года.

IV // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.

Вӑл икӗ хутчен ҫупни те самаях витет, — сасартӑк чун-чӗрӗлчӗ кайри кӗтесре ларакан Курпӑн.

Пары оплеух тому наверняка хватило, — неожиданно развеселился Горбун.

III // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.

Ашӑ куртки ырхан ҫурӑмӗ ҫумне ҫыпҫӑнса ларнӑ, хул калаккисем те самаях палӑраҫҫӗ.

Под теплым халатом, прилипшим к спине, резко обозначались лопатки.

II // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed