Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чылайччен the word is in our database.
чылайччен (тĕпĕ: чылайччен) more information about the word form can be found here.
Тарланӑ кантӑк тӗлӗнче чарӑнса тӑрса, Григорий чылайччен урам еннелле — темле хайлаллӑ вӑйӑ вылякан ачасем ҫине, урама хирӗҫ ҫуртсен йӗпе ҫи виттийӗсемпе палисадникри ҫаралса юлнӑ хура тирексен тӗссӗр кӑвак тураттисем ҫине сӑнаса пӑхрӗ.

Остановившись у запотевшего окна, Григорий долго глядел на улицу, на детишек, игравших в какую-то замысловатую игру, на мокрые крыши противоположных домов, на бледносерые ветви нагого осокоря в палисаднике.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Изварин кашни хутрах Григорипе чылайччен калаҫрӗ.

Изварин подолгу беседовал с Григорием.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кайран чылайччен вӑл революци пӑлхантарса янӑ Воронеж кӗпернинчи ялсем витӗр хӑй мӗнле шӑвӑнса тухни, шухӑ учӗ ҫине шаннипе ҫеҫ хӗрлӗ гвардеецсен сӑмси умӗнчен тара-тара ӳкни ҫинчен каласа парса тӗлӗнтерчӗ.

И после долго рассказывал, как пробирался он через, взбаламученные революцией деревни Воронежской губернии и уходил из-под носа красногвардейских отрядов, полагаясь на резвость своего коня.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сергей шӑнса шуралнӑ чӳрече ҫине чылайччен пӑхса выртсан, хӑй те сисмесӗр, ҫывӑрса кайрӗ.

Сергей смотрел на побеленные морозом окна и не заметил, как уснул.

XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Кошевой месерле кайса ӳкрӗ те пуш-пушӑ тӳпе ҫине чылайччен чӗмсӗррӗн пӑхса выртать, пылак ӗмӗтсемпе йӑпанса кулса, аллипе ним туйми шӑнса хытнӑ чунсӑр ҫӗре хумханса лӑпкать.

Кошевой, запрокинувшись на спину, молчал, долго глядел в вышнюю пустошь и, мечтательно улыбаясь, волнующе-нежно ласкал руками нахолодавшую, неприступно-равнодушную землю.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Чылайччен калаҫса лараҫҫӗ, канаш тӑваҫҫӗ.

Подолгу беседовали и совещались.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫар старшини Сукин офицерсем ҫине тарӑхнӑ куҫпа сӑнаса пӑхрӗ, чӗтреме ернӗ пӳрнисемпе чылайччен портсигарти пирусне кӑлараймасӑр асапланчӗ.

 — Войсковой старшина Сукин с возмущением оглядел офицеров, долго доставал прыгающими пальцами папироску из портсигара.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ун хыҫҫӑн чылайччен тутине чӗтретсе, ҫӑмлӑ кӑкӑрне сӑтӑркаласа выртрӗ: курайманлӑх ӑна вӗри шлак чӑмӑркки пулса капланнӑн, ҫав чӑмӑркка ӑшра йӑсӑрланса выртнипеле хӑйне сывлама йывӑр пулнӑн тата сулахай кӑкӑра чӗре айӗнчерехрен хыттӑн хӗссе ыраттарнӑн туйӑнчӗ.

После долго растирал волосатую грудь, дрожал губами; ему казалось, что ненависть скипелась в груди горячим комком шлака, — тлея, мешает дышать и причиняет эту боль в левой стороне под сердцем.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Урама ӗнесем хӑваласа тухнӑ хӗрарӑмсемпе вӗтӗр-шакӑр ачасем вӗсем хыҫӗнчен чылайччен пӑхса юлаҫҫӗ.

Вслед им долго смотрели бабы и ребятишки, выгонявшие коров.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Корнилов патӗнчен таврӑннӑ хыҫҫӑн Лукомский чылайччен чӳрече патӗнче тӑчӗ.

Вернувшись от Корнилова, Лукомский долго стоял у окна.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫырӑва ҫиелтен вуланӑ хушӑра старик тем пирки «кӑмӑл» сӑмах тӗлӗнче чарӑнчӗ те, унӑн уҫӑмсӑр пӗлтерӗшне ӑнкарма хӑтланса, чылайччен шухӑша путса ларчӗ.

Старик невнимательно прочел письмо, почему-то остановился на слове «настроение» и долго думал, доискиваясь в нем непонятного смысла.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Аяккалла кайса пыракан симӗс ещӗксен ярӑмӗ пӗр майлӑн тӑкӑртатнине итленӗ май вӑл, ҫӗрелле тирӗннӗ сӳрӗк куҫӗсене ҫӗклесе пӑхмасӑр, чылайччен пушӑ аврипе платформа хӗррине тӑкнӑ шлак ванчӑкӗсене чакаласа тӑчӗ.

Послушал, как, удаляясь, тарахтят звенья зеленых коробок, и долго ковырял кнутовищем насыпанный у платформы шлак, не поднимал опущенных, посоловевших глаз.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Местечкӑн тепӗр вӗҫӗнче вӑл чылайччен пушӑ тӑкӑрлӑк тӑрӑх уткаласа ҫӳрерӗ, кашни чухӑн кил-ҫуртӑн тӗксӗм мӗлкисене сӑнаса пӑхрӗ.

На противоположном краю местечка Бунчук долго ходил по пустому переулку, засматривая в ворота, изучающе разглядывая форму каждого бедного домишка.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Виҫҫӗшӗ те чылайччен пӗр шарламасӑр утрӗҫ.

Все трое некоторое время шли молча.

XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сергей ӑна чылайччен хыҫран пӑхса юлчӗ.

Сергей долго смотрел ей вслед.

XIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Амӑшӗпе хӗрӗ уйӑх ҫутипе ҫуталнӑ чӳрече умӗнче чылайччен ларчӗҫ.

Мать и дочь долго еще сидели у освещенного луной окна.

VII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Рейнсдорп ахӑлтатса кулни Гришатка хӑлхинче чылайччен тӑчӗ.

Раскатистый смех Рейнсдорпа еще долго стоял в ушах у Гришатки.

«Тимлӗ сӑна! Тимлӗ итле!» // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Каҫхи чей вӑхӑтӗнче звонок шӑнкӑртатрӗ, чылайччен шӑнкӑртатрӗ вӑл.

Во время вечернего чая продолжительно затрепетал звонок.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Чылайччен пӑхрӗ пирӗн ҫине асатте чумаксемпе ларнӑ хушӑра.

Долго глядел дед на нас, сидя с чумаками.

Тухатнӑ вырӑн // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Суккӑр ватӑ хӑйӗн юррине вӗҫлерӗ ӗнтӗ; каллех хӗлӗхсене ӗнерме пуҫларӗ; халь ӗнтӗ вӑл Хомапа Ерёма ҫинчен, Столяр Стокоза ҫинчен кулӑшла такмаксем каласа юрлама тытӑнчӗ… анчах ваттисем те ҫамрӑккисем те хускалма шухӑшламарӗҫ, чылайччен пуҫӗсене чиксе, ӗлӗк-авалах пулса иртнӗ хӑрушла ӗҫ ҫинчен шухӑшлакаласа тӑчӗҫ вӗсем.

Уже слепец кончил свою песню; уже снова стал перебирать струны; уже стал петь смешные присказки про Хому и Ерему, про Сткляра Стокозу… но старые и малые все еще не думали очнуться и долго стояли, потупив головы, раздумывая о страшном, в старину случившемся деле.

XVI // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed