Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑшӗ (тĕпĕ: ӑш) more information about the word form can be found here.
Ӑшӗ вӑркаса хумханнӑ пулин те, Родионова хӑйне ҫирӗп те лӑпкӑн тытать.

Внутренне взволнованная и растревоженная, Родионова держалась строго и спокойно.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Геолога ӳпкелемелли нимех те пулман, тӳрех ун ҫине шухӑшлама та сӑлтавӗ пулман, ҫапах та Филимонов пӗлтернипе ҫеҫ мар, чӗнмен хӑна килнипе ӑшӗ вӑрканине Алексей ӑнланнӑ.

Не в чем было упрекнуть геолога, он не вызывал прямых подозрений, и все же Алексей понимал: его тревоги вызваны не одним сообщением Филимонова, но и приходом непрошенного гостя.

Улттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Ҫак сӑмахсене илтсен, Залкинд сасартӑк сиксе тӑчӗ, ӑшӗ вӑрканипе пӳлӗм тӑрӑх уткалама пуҫларӗ.

При этих словах Батманова Залкинд порывисто встал и в волнении зашагал по комнате.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Унӑн ӑшӗ вӑркани Сталинӑн аслӑ сӑмахӗсене итленӗ кунтан пуҫласа генерал Миронов вилни ҫинчен пӗлтерекен хыпар киличченех тата Петька Гудкин комсомолец айӑпласа сӑмах каланӑ кунчченех тӑсӑлса пырать те ӗнтӗ.

От мудрой речи Сталина до известия о гибели генерала Миронова и до обвинительного выступления комсомольца Пети Гудкина тянулась нить его переживаний.

Улттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Старикӗн ӑшӗ вӑрканине Залкинд та, ыттисем те пӗлнӗ.

Залкинд понимал состояние старика, понимали и другие.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Сӑмахланинчен те, хӑвӑрт та нервлӑ пӑхнинчен те, Кусакин кӳренни, ӑшӗ вӑркани палӑрнӑ.

В тоне, которым были сказаны эти слова, в быстром, неявном взгляде Кусакина Борис почувствовал боль и обиду.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Чӑн малтан вӑл кӑмӑлсӑрланнӑ пекрех пулчӗ пулас: вӑл ӗнтӗ унта куҫма питӗ аван хатӗрленсе ҫитнӗччӗ, ӑшӗ те вӑрками пулнӑччӗ ун, анчах вилме тӳр килмерӗ-мӗн, каллех чӑн-чӑн пурнӑҫа, бомбӑсемпе траншейӑсем патне, салтаксем патне, юн патне таврӑнма тӳр килсе тухрӗ, ҫакна пула ӗнтӗ унӑн кӑмӑлӗ хуҫӑлчӗ; унтан вӑл, мӗншӗн савӑннине чухламасӑрах, хӑй чӗре юлнӑшӑн савӑнчӗ, унтан вара — хӑраса ӳкрӗ, бастионран хӑвӑртрах тулса каяс килчӗ ун.

Самое первое впечатление его было как будто сожаление: он так было хорошо и спокойно приготовился к переходу туда, что на него неприятно подействовало возвращение к действительности, с бомбами, траншеями, солдатами и кровью; второе впечатление его была бессознательная радость, что он жив, и третье — страх и желание уйти скорей с бастиона.

13 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

Кунтӑк ӑшӗ чӑп-чӑпар курӑнать.

Все лукошко яркое, пестрое.

Власьевна вӑрманта мӗнле ҫӳрет // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Ҫавӑнпа та унӑн ӑшӗ пит вӑрканӑ.

Это-то и вызвало в ней мучительную тревогу.

LХIХ сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Исидорӑн ӑшӗ вӑрка пуҫларӗ.

Исидору охватило волнение.

LXVI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Ӑшӗ хыпнӑҫем хытӑрах хыпса пынӑ, юлашкинчен вӑл пурне те, хытӑ ыратнине те ҫӗнтерсе илнӗ.

Жажда все росла, пока не заглушила все остальные ощущения, даже сильную боль в ноге.

ХLII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Ӑшӗ ҫавӑн пек ҫунакан ҫын ҫывӑрма пултарнӑ-и-ха вара?

Разве мог человек, терзаемый такими муками, спать?

XXXIV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Ӑна мустангер амантса янисем ӗнтӗ тӳрленнӗ: чӑн та, намӑс курнине аса илсен, халь те унӑн ӑшӗ ҫуннӑ.

Раны, нанесенные ему мустангером, уже зажили; правда, воспоминания о поражении все еще мучили его.

ХХХIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Айӑплин патакки ӑшӗ хӑвӑл пулнӑ, тет; ҫав хӑвӑла вӑл хӑй тунакан укҫине пытарса хунӑ, тет.

А у виноватого костыль был пустой, и в костыле были запрятаны те самые деньги, в каких он отпирался.

Судома // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Итлемест те пулӗ тен, ӑшӗ вӑрканипе тепӗр гасиенда ҫинелле, хӑйӗн юратнӑ кавальеро пурӑннӑ ҫӗрелле пӑхать пулӗ.

А может быть, и не слушает и с тоскующим сердцем глядит на далекую гасиенду, где живет любимый ею кабальеро.

XII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Ӑшӗ хыпнипе выльӑх шыв курман пек ӗҫет, ӗҫсе тӑранать те, леш еннелле ишсе каҫса, ҫыран хӗррипе хӑвӑрт юртса хӑпарать.

Конь с жадностью пьет; утолив жажду, он переправляется через реку и быстрой рысью взбирается по крутому берегу.

Пролог // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Самӑйран тин вара, эрехӗ пуссах ҫитерсен, ӑшӗ ҫунни хӑй тӗллӗнех лӑпланнӑ пек пулсан, ытлашши хытах тӗлкӗшме пӑрахсан, пуҫне пуҫелӗк ҫумне сӗвентерет те урӑх тӑраймасть, йывӑррӑн та тикӗссӗн «хуп турттарма» тытӑнать…

Но вскоре хмельной сон сморил парня, и, припав к подушке, он громко, с посвистом захрапел…

2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Виталий, йӑлӑнсан-йӑлӑнсан, алӑк кутӗнче тӗлсӗр-палсар тепӗртак сӗлкӗшленсе тӑрать-тӑрать те, ӑшӗ ҫуннине шывпа пусарасла, картишне пус патне тухмн шутлать.

Виталий повозился еще с замком, потом плюнул и решил пойти напиться из колодца да смочить запекшуюся на лбу рану.

2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ахӑртнех, ӑшӗ тапраннӑччӗ пулмалла унӑн, шереметӗн.

Видимо, надорвалась, бедняжка.

2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

«Кӗҫӗннине, амӑшӗ хулара чухне, аслипе вырттарма тивет, — ӑшӗ хыпнипе кӑмака кукринелле утрӗ Матви.

«Когда мать уедет в город, придется Маринке с Диной спать, уедет Ксения в больницу, и дом опустеет без нее.

1 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed