Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

уттарса (тĕпĕ: уттар) more information about the word form can be found here.
Чир урлӑ лашине уттарса каҫрӗ; казак слободи ҫывӑхӗнчи тапӑрта Рябчикова шыраса тупрӗ.

Через Чир переправился вброд; на стойле, около казачьей слободки, разыскал Рябчикова.

LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорий лашине уттарса кайрӗ, казаксем ҫул ҫине тапраннӑ хушӑра хӗрсех тавлашма пуҫланине илтрӗ.

Григорий поехал и, отъезжая, слышал, как между казаками возгорался спор.

LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорий хапха умне тухса тӑнӑ тӑванӗсем ҫине ҫаврӑнса пахмасӑрах лашине урампа уттарса кайрӗ, Астаховсен пӳрчӗ умӗпе иртнӗ чух вӗсен чӳречисем ҫине куҫ хӗррипе пӑхса илчӗ, курницӑн хӗрринчи чӳречинче Аксиньйӑна курчӗ.

Не оглядываясь на родных, толпившихся возле ворот, Григорий шагом поехал по улице и, проезжая мимо астаховского куреня, искоса поглядывая на окна, увидел в просвете крайнего в горнице окна Аксинью.

LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Мишка хваттертен тухрӗ, утлӑ разведкӑн чи лайӑх лашисенчен пӗрине чиперах карлӑкран салтса чӗлпӗрӗнчен ҫавӑтрӗ те, ҫӗнӗ кавалерийски карабинӑн автанне шӗвӗр пӳрни ҫумӗнчех тытса, застава патӗнчен майӗпен уттарса иртрӗ, тӳррӗн кайса мӑн ҫул ҫине тухрӗ.

Мишка вышел, благополучно отвязал от коновязи одну из лучших лошадей конной разведки, шагом миновал заставу, все время держа указательный палец на спуске новенького кавалерийского карабина, — бездорожно выбрался на шлях.

XLVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тахӑшӗ лашине хутор еннелле уттарса каять.

Кто-то ехал шагом по направлению к хутору.

XLVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хутора ҫитсен, лашине уттарса кайрӗ, тӑкӑрлӑка пӑрӑнса анкарти хапхине уҫса хучӗ.

В хуторе он свел коня на шаг, свернул в проулок, отворил воротца на гумно.

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӗсем лашисене уттарса вырӑнтан тапранчӗҫ.

Они тронулись шагом.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӑйӗнне уттарса пӑхрӗ — аран утать; Петрон та ҫаплах.

Провел своего хромает вовсю; то же и с Петровым.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сотня, вырӑнтан картах хускалса, лашасене уттарса кайрӗ.

Сотня рванулась, пошла шагом.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Петро питне-куҫне шӑмарчӗ, чӑпӑрккипе хӑмсарса, утне уттарса кайрӗ.

Петро нахмурился, тронул коня плетью.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Уттарса ҫеҫ, аран-аран пынӑ.

Двигались шагом, едва тащились.

Пӑрӑнӑр! // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Ун хыҫӗнче, сарлака шурӑ ялавӑн тикӗс мар саваласа якатнӑ аврине кӑкӑрӗ ҫумне чӑмӑртаса, юлан утлӑ казак уттарса килет.

А за ним ехал верховой казак, прижимая к груди небрежно выструганное древко просторного белого флага.

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Голубов лашине хыҫалтан уттарса пычӗ.

Голубов ехал позади.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Килкартинчен Сергей уттарса тухрӗ.

Сергей шагом выехал со двора.

XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Юланутлӑ салтаксем, сылтӑмалла сулӑнса, учӗсене уттарса кӑна килеҫҫӗ.

Всадники, забирая вправо, двигались шагом.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Иванков, утне ерипен уттарса, йӗнер йӑранисем ҫине чӗввӗн тӑрса, лапам тӗпнелле пӑхкаласа пырать.

Иванков ехал шагом, приподнимаясь на стременах, заглядывая в низ котловины.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пограничник аллине сулчӗ, местечкӑна уттарса анса кайрӗ.

Пограничник махнул рукой, шагом стал съезжать в местечко.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Тр-р-р, — чарчӗ пӗри утне, унтан ҫатан ҫумне уттарса пычӗ.

— Тррр, — остановил лошадь один и подъехал к плетню.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Митька хыҫра есаул вӑрттӑн хӑйӗн лашине ерипен уттарса пынине сисрӗ, анчах шарламарӗ.

Митька слышал позади осторожный воровской шаг есаульского коня, молчал.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Учӗсене уттарса кайрӗҫ.

Поехали шагом.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed