Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуҫламӑш the word is in our database.
пуҫламӑш (тĕпĕ: пуҫламӑш) more information about the word form can be found here.
Мучарти аялти масара тирпейленӗ, шкулти пуҫламӑш классене кӗмелли пӑрӑнчӑк хӳмине юсанӑ, Октябрьская урамри ҫула юсаса ҫӗнетнӗ.

Help to translate

Пӗтӗмлетӳсем. Проектсем. Тӗллевсем // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... -tllevsem/

Сывлӑх сыхлавӗ енӗпе округра пуҫламӑш сыпӑка ҫӗнетсе лайӑхлатасси ҫине тимлӗх хунӑ, Тушкил ялӗнче ҫӗнӗ врач амбулаторийӗ хута кайнӑ.

Help to translate

Пӗрле - ҫӗнӗ тӗллевсем патне // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... sem-patne/

Мӑшӑрӗпе хӗрпе ывӑл ҫитӗн- тереҫҫӗ, пуҫламӑш классенче вӗренеҫҫӗ Александрапа Алеша.

Help to translate

Ал ӗҫӗ - чун киленӗҫӗ // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... un-kilenc/

2022-2023 ҫулхи вӗренӳ ҫулӗнче округра 1243 ача пуҫламӑш, тӗп, вӑтам пӗлӳ илет.

Help to translate

Пахалӑхлӑ пӗлӳ илме майсем пур // А.ВАСЮКОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11882 ... majsem-pur

Ҫапла, хуллен-майӗпен, пуҫламӑш шкул пӗтерсен, ҫулӗ ҫитнӗ ывӑла илсе каяҫҫӗ службӑна.

Help to translate

Йӑва // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 18–20 с.

Ку вӑл мӑшӑрӗн, хӑйӗн тата ачисен ячӗсенчи пуҫламӑш саспаллисенчен тӑрать.

Оно составлено из начальных букв имен супруги, своего и детей.

Ял ҫынни трактор ӑсталать // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34528.html

— Ну, — ҫавӑрса ҫыртнӑ тутине сапӑр кулӑпа якаткаласа, пуҫламӑш сӑмах «мечӗкне пунклатрӗ» пӗр арҫынӗ, тӗксӗм кӳпшеке сӑн-питлӗскер, кӗрхи уплинкка евӗр куҫлӑскер, шӑртлӑ ҫырӑ мӑйӑх-сухалне хальхаҫҫӑн бритва лезвийӗ «ҫулса пӑрахманскер», сӑра пички пек латакаскер, — мӗнпе чирленӗ, ҫавӑнпах сипленмелле теҫҫӗ-и-ха?

Help to translate

Ҫын ҫынрах юлинччӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 197–201 с.

Пурӑна-киле Ула Тимӗрпе Полина хушшинчи ӑс-тӑн уйрӑмлӑхӗ хӑйне пуҫламӑш классенчи пекех уҫҫӑнах палӑрта пуҫларӗ: пӗлӳ, ӑслӑлӑх «гранитне» «катӑртаттарнӑ» ҫӗрте Полина «шӑлӗсем ҫирӗпрех те ҫивӗчрех пулчӗҫ», пӗтӗмӗшле лайӑх вӗренекен Ула Тимӗр вара, ытларах хӑйех ӑсра чӗртсе, сӑнарласа ӳкернӗ тӗнчинче ҫеҫ ҫунатланаканскер, пурнӑҫри хатӗр пӗлӳсене ӑс-тӑна «алласа», сортласа ҫеҫ шаршанларӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Полина ҫак пуҫламӑш шкул пуҫлӑхӗн хӗрачи пулнӑ-мӗн.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Э-э, пур тӗшмӗш хыҫҫӑн кайса…» — ваттисем каланине тӗттӗмлӗх тыткӑнӗнче мӗскӗнленсе пурӑнакансен кирӗк тивнӗ шухӑшӗ, киввин хӳрешки вырӑнне йышӑнса, йӗплӗн кулкаласа, «улатаккаланса», хайӗннех «таккарӗ» Полина, ҫемьери «дирижёр», ун чухне тата шкулти пуҫламӑш парторганизаци секретарӗ пулнӑскер.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кӑҫалхи ҫуркунне васкаса-хыпалансах кӗрлеттерсе ҫитрӗ те апрель уйӑхӗн пуҫламӑш кунӗсенчех тавралӑх ешерме пуҫларӗ.

Help to translate

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Пит хӑпартланмалли цифрах мар паллах, ҫавах та, малтанхи уйӑхсемпе танлаштарсан, пуҫламӑш утӑмсем сисӗнеҫҫӗ.

Help to translate

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Апрель уйӑхӗн пуҫламӑш кунӗсем кӑна пулин те, хула урамӗсенче юр ирӗлсе пӗтнӗпе пӗрех.

Help to translate

1 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ҫемье пуҫӗ пуш уйӑхӗн пуҫламӑш кунӗсенче 90 ҫул тултарать.

Help to translate

Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.

Ялти пуҫламӑш шкулта, ултӑ ҫул вӗренмелли шкулта, унтан Ҫӗрпӳри икӗ сыпӑклӑ шкулта вӗреннӗ хыҫҫӑн пулас поэт Шупашкарти типографи ҫумӗнчи ФЗО шкулне килсе кӗрет.

Help to translate

Нестер Янгас // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 95 с.

Ҫав шутран 1949 ҫултанпа пуҫламӑш классенчи ачасене вӗрентсе пурӑнчӗ.

Help to translate

Амӑшӗ // Макар Хури. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 93–94 с.

Анчах ҫавах та вӗренӳ — вӗренӗвех ӗнтӗ: практика ирттермелле, пуҫламӑш шкулсенче пробнӑй уроксем памалла; унсӑрӑн учителе тухма ҫук, кӑна эпир хамӑрах чухлатпӑр.

Help to translate

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

Ҫакӑнтан вара Чӑваш театрӗн пуҫламӑш датине шутлаҫҫӗ те.

Help to translate

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

Пуҫламӑш звенона кадрсемпе тивӗҫтерессине те лайӑх йӗркеленӗ.

Help to translate

Патшалӑх пулӑшӑвӗ курӑмлӑ // А. АСТРАХАНЦЕВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44128-patsh ... v-kur-ml-4

Шкултан аслӑ вӗренӳ учрежденийӗ патне пуҫламӑш утӑмсене шӑпах ҫав вӑхӑтра тумаллине палӑртрӗ.

Help to translate

Тӗллевсем пысӑк, ҫӗнӗлӗхсем кӑмӑла ҫӗклеҫҫ // А. ИВАНОВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44267-t-lle ... la-c-klecc

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed