Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ирӗклӗ the word is in our database.
ирӗклӗ (тĕпĕ: ирӗклӗ) more information about the word form can be found here.
Ирӗклӗ пурнӑҫа килӗштерчӗ.

Help to translate

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан, ирӗклӗ аллипе хура маскӑна ҫурӑмӗнчен тытса, умнелле туртса илчӗ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Велосипедпа ӑмӑртакансем те, ирӗклӗ мелпе кӗрешекенсем те, кире пукан йӑтакансем те, штанга ҫӗклекенсем те, ытти секцисем те пире хӑйсен ушкӑнне хаваспах йышӑнатчӗҫ.

Help to translate

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Патшалӑх Канашӗн черетлӗ XXIII сессийӗнче ГКЧС председателӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Александр Степанов трибуна умне ирӗклӗ пушар хуралӗ ҫинчен калакан саккуна улшӑнусем кӗртмелли проектпа тухрӗ.

Help to translate

Награда паттӑрсене тупӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/nagrada-pattarsene-tupe

Ҫапла каччӑн хӑйне куллен ирӗклӗ тытмалӑх ҫеҫ мар, кирлӗ кун валли уйӑрса хумалӑх та укҫа пур.

Help to translate

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Никӗсне тарӑнрах чавса аялти хутне кирпӗчрен купаланӑскер, шалта икӗ хутлӑ, ирӗклӗ.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Мадейра бизнесӗн пӗтӗм тӗнчери центрӗ текен ятарлӑ экономика зонине йӗркелени компанисене ирӗклӗ индустри зонине, офшорлӑ финанс центрне, Пӗтӗм тӗнчери карап регистрне тата Пӗтӗм тӗнчери пулӑшу центрне пула финанспа налук ҫӑмӑллӑхӗсене илме май парать.

Установление особой экономической зоны, также называемой Международным центром бизнеса Мадейры, даёт компаниям возможность получения финансовых и налоговых преимуществ благодаря свободной индустриальной зоне, офшорному финансовому центру, организации Международного корабельного регистра и Международному центру услуг.

Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0

Пӗчӗк Юман посадка тӑрӑх чупать — никам та чармасть ӑна кунта, ирӗклӗ, уҫӑ.

Help to translate

59 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫапла Мерчӗкри ирӗклӗ пурнӑҫ уншӑн Хурашыва та куҫрӗ.

Help to translate

53 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Эс, ав, ҫирӗм тӑватта ҫитсе те авланман, ирӗклӗ кайӑк, вӗҫсе ҫӳрен ху пӗлнӗ пек…

Help to translate

16 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӗсен ирӗклӗ вӑййи чуна кӑвак тӳпенелле туртатчӗ, хамӑр Чӑваш ҫӗршывне вӗҫсе ҫитсе сасартӑк сан умна анса ларас та килетчӗ.

Help to translate

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Дубова та, кунти ирӗклӗ вырӑн килӗшрӗ.

Help to translate

5 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Мирлӗ вӑхӑт пулсан тиха е така та пулин пусмаллаччӗ те, «ирӗклӗ» заемсемпе, налогсемпе юхӑнтарнӑ хуҫалӑхра ун ҫинчен паян ӗмӗтленмеҫҫӗ те.

Help to translate

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ирӗклӗ казак.

Help to translate

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Анчах эсӗ ирӗклӗ.

Help to translate

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кам итлеменнисене, ирӗклӗ ҫыраканнисене тӗрме ҫеҫ мар, совет ҫыннисене хӑратса тӑракан вӗлермелли 58-мӗш статья та кӗтме пултарнӑ.

Help to translate

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Халапа ӗненес пулсан, хӑйсем унччен пурӑннӑ вырӑнта тӑкӑс пулма пуҫласан вӗсем, ирӗклӗ пурнӑҫ шыраса, аслӑ Атӑл тӑрӑх ҫӳлелле хӑпарма пуҫланӑ.

Help to translate

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чӑтаймарӑмӑр, икӗ алла ирӗклӗ кайӑксем вӗҫнӗ пек сарса Атӑл патнелле ыткӑнтӑмӑр.

Help to translate

Ҫулҫӳрев мӑнаҫлӑх туйӑмне ҫуратрӗ // Кристина АЛЯХОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13451-c ... mne-curatr

Асанкассинче ку тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ Совет Союзӗн Геройне Ф.Н. Чернова асӑнса ирӗклӗ майпа кӗрешекенсен турнирне ирттересси йӑлана кӗнӗ.

Help to translate

Йӑлана кӗнӗ турнир вӑйлисене пуҫтарнӑ // Валерий Денисов. http://kasalen.ru/2023/12/05/%d0%b9%d3%9 ... %80%d0%bd/

1809 ҫулта Осиека ирӗклӗ патша хулин титулне панӑ.

В 1809 году Осиек получил титул свободного королевского города.

Осиек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9E%D1% ... 0%B5%D0%BA

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed