Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

интересленчӗ (тĕпĕ: интереслен) more information about the word form can be found here.
— Хӑвӑр кам эсир? — интересленчӗ лешӗ, тарланӑ шатра питне саппун аркипе шӑлса илсе.

— А вы кто такие? — заинтересовалась та, вытирая потное рябое лицо завеской.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Мӗнле тата? — интересленчӗ Григорий, тӗссӗрленсе пыракан кӑвак тӳпе ҫинелле ыйхи сирӗлнӗ куҫӗпе пӑхса.

— А какой же он? — заинтересовался Григорий, потрезвелыми глазами глядя на бледнеющую вершину неба.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Тата мӗн ҫинчен каларӑн? — интересленчӗ Сергей.

— А еще о чем рассказывал? — поинтересовался Сергей.

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Ӑҫта пулнӑ эсир? — интересленчӗ Сергей.

— Где же вы были? — поинтересовался Сергей.

X сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Кунта киличчен эсир хӑвӑр ывӑлӑртан ыйтрӑр-и? — интересленчӗ Марфа Игнатьевна.

— А вы своего сына пытали, когда собирались к нам? — поинтересовалась Марфа Игнатьевна.

VI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Степан Бояркин, тепӗр кун ирхине нумайӑшӗсем кӗтмен ҫӗртен лесник пӳртне ҫитсе, Лозневоя мӗнле вӗлернипе ҫав тери интересленчӗ.

Неожиданно для многих Степан Бояркин, появившись на следующее утро в избушке лесника, проявил очень большой интерес к обстоятельствам убийства Лозневого.

VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫакӑн чухне вӑл пуринчен ытла электрооборудовани нарячӗсене епле майпа илнипе интересленчӗ; кун хыҫҫӑн ҫул ҫинчен илнӗ картузӗпе чӗркуҫҫине ҫапкаласа, сӑмах майӗн тенӗ пек, грузсем мӗнле хӑвӑртлӑхпа килесси, вӗсене васкатма «опытлӑ тӗкекен» кирлипе кирлӗ марри ҫинчен ыйтрӗ.

Более всего интересуясь тем, как были получены наряды на электрооборудование; после этого, подобрав картуз и ударив им о колено, спросил, какой скоростью идут грузы и не потребуется ли «опытный толкач».

XV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Унпа мӗншӗн питех интересленчӗ вара вӑл?

— А почему она его так интересовала?

XIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Исполком секретарӗнчен Сергей районти ҫӗнӗ хыпарсемпе пурнӑҫ ҫинчен нумай та тӗплӗн ыйтса пӗлчӗ: Марьяновкӑран делегаци килсе кайнипе, гидроэлектростанци ӗҫӗпе, Рагулин патӗнче электричествӑпа авӑн ҫапас ӗҫ мӗнле тӑнипе интересленчӗ, унтан икӗ сехете яхӑн тӗрлӗ хутсене пӑхса ларчӗ…

Сергей подробно расспрашивал секретаря исполкома о новостях и жизни района, интересовался приездом марьяновской делегации, работой гидростанции, электромолотьбой у Рагулина, а затем часа два сидел за столом и просматривал бумаги…

XII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Кондратьев старике тытса чарма хӑтланчӗ, кӑштах ларма, Рагулин патӗнче мӗн курни ҫинчен, Усть-Невинскинче тырӑ вырма хӑҫан тухасси ҫинчен каласа пама ыйтрӗ, Василиса Ниловна сывлӑхӗ пирки те интересленчӗ, анчах Тимофей Ильич ҫиллес куҫӗсене вылятрӗ кӑна, пӗр сӑмах та шарламасӑр кабинетран тухрӗ.

Кондратьев попытался остановить старика, чтобы тот немного посидел, попросил рассказать ему что видел у Рагулина, о том, когда выйдут на жатву в Усть-Невинске, интересовался здоровьем Василисы Ниловны, но Тимофей Ильич лишь грозно смотрел своим глазами, и не сказав ни слова ушел из кабинета.

XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Хамӑр валли нимӗн те хӑвармӑттӑмӑр-и? — интересленчӗ Жора Емелин.

— А себе ничего совсем не оставили бы? — поинтересовался Жора Емелин.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Тӑрсан-тӑрсан нимӗҫ Володьӑпа интересленчӗ, темӗнле ӑнланмалла мар сӑмахсем кӑшкӑрчӗ.

И в конце концов немец заинтересовался, он крикнул что-то непонятное.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

— Камсем решени йышӑнчӗҫ? — интересленчӗ командир.

— Это кто же так решил? — поинтересовался командир.

Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

— Ваня мучи, мӗнле задани? — интересленчӗ Володя, кӗпине шӑлавар ӑшне чиксе.

— Дядя Ваня, а какое задание? — полюбопытствовал Володя, заправляя рубашку в брюки.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

— Мӗн ку сан? — интересленчӗ вӑл, куҫҫулӗпе ҫыпҫӑннӑ вӑрӑм куҫ хӑрпӑкӗсене мӑчлаттарса.

— Что это у тебя? — полюбопытствовала она, моргая длинными, слипшимися от слез ресницами.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

— Эсӗ мӗн, Дубинин капитан ывӑлӗ-и? — интересленчӗ комиссар, халӗ вӑл Володя ҫине ӑшшӑнрах пӑхма пуҫларӗ.

— Ты что, капитана Дубинина, что ли, сын? — полюбопытствовал комиссар и уже не так сурово посмотрел на Володю.

Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

— Эсӗ кӑна мӗнле майпа ток патӑн? — интересленчӗ ашшӗ.

— Как же это ты его включал? — поинтересовался он.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

— Ҫулсем пирки сирӗн пит ҫирӗп ыйтаҫҫӗ-им? — интересленчӗ Володя.

— А у вас года строго спрашивают? — поинтересовался Володя.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Вӑл Белецкий ҫине те, хӑй ҫине те ҫиленчӗ, анчах ирӗксӗрех хӑйӗн калаҫӑвне французла пуплевсем кӗрте-кӗрте лартрӗ, главнокомандуюшипе, Мускаври пӗлӗшӗсемпе интересленчӗ тата, хӑйсем иккӗшӗ казаксен станицинче французла диалектпа калаҫнине пула, хӑйӗн офицер юлташӗсем ҫинчен, казаксем ҫинчен йӗрӗнсе калаҫрӗ, хӑйне Белецкипе туслӑн тыткаларӗ, ун патӗнче пулма сӑмах пачӗ тата ӑна хӑй патне ҫӳреме чӗнчӗ.

Он злился на Белецкого и на себя и против своей воли вставлял французские фразы в свой разговор, интересовался главнокомандующим и московскими знакомыми и на основании того, что они оба в казачьей станице говорили на французском диалекте, с презрением относился о товарищах-офицерах, о казаках и дружески обошелся с Белецким, обещаясь бывать у него и приглашая заходить к нему.

XXIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Полозовӑн Вера Павловнӑпа паллашасси ҫапла пулса иртрӗ; ун патне вӑл тепӗр кун ирхинех кайрӗ; Бьюмонт та унпа ҫав тери интересленчӗ, каҫхине вӑл ҫӗнӗ пӗлӗшсемпе ҫӗнӗ ӗҫ Катерина Васильевнӑна мӗнле килӗшнине пӗлме килчӗ.

Вот каким образом произошло то, что Полозова познакомилась с Верой Павловною; она отправилась к ней на другой же день поутру; и Бьюмонт был так заинтересован, что вечером приехал узнать, как понравилось Катерине Васильевне новое знакомство и новое дело.

XII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed