Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пирӗн горн авӑтса, хӳхлесе, кӑшкӑртса ячӗ — хыттӑн, ыйхӑран вӑратса, кӑмӑла хӑпартса янрарӗ.Запел, затрубил, заиграл наш пионерский горн, громко, настойчиво и раскатисто.
3 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Канал ҫинче пӗр пароход хулӑн кӑна сасӑпа авӑтса ячӗ.
2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Пилӗк таран ҫарамас ачасем (кочегар команди) факелсем ялкӑштарса пычӗҫ, ҫулӑм часах типӗ туратсене хыпса илчӗ, вара пионерсем чӗтретсе «урра» кӑшкӑрнӑ, барабансем тапӑртатнӑ, горн авӑтса тӑнӑ хушӑра лагерьти хӗрӳллӗ костер шатӑртатса ҫӗкленсе кайрӗ.
15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ӗнер эпӗ Пятигорска ҫитрӗм, хула хӗрринче Машук тӑвӗн лапкинчи чи ҫӳллӗ вырӑнта хваттер илтӗм: аслати авӑтса ҫумӑр ҫунӑ чухне пӗлӗтсем ман пӳрт тӑррине ҫитиех анаҫҫӗ.
Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вӗсем аслӑк айне кӗрсе пытанма та ӗлкӗрейменччӗ, аслати авӑтса ҫумӑр ҫума тапратрӗ.Как только они влетели под навес, разразилась гроза и хлынул проливной дождь.
28-мӗш сыпӑк. Джо индеец шӑтӑкӗнче // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
27. Петр каллех туннӑ; ҫав самантра автан авӑтса янӑ.
Ин 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл ҫапла каласа тӑнӑ хушӑрах сасартӑк автан авӑтса янӑ.
Лк 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
72. Ҫав самантрах автан иккӗмӗш хут авӑтса янӑ.
Мк 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара малти картишне тухнӑ; ҫав вӑхӑтра автан авӑтса янӑ.
Мк 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫав самантрах автан авӑтса янӑ.
Мф 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ирхине ирех, автан авӑтса ярсанах, Ермон сӑлансене анлӑ картишне хӑваласа кӑларнӑ та вӗсене кӑралантарса яма тытӑннӑ.15. Рано утром, лишь только запел петух, Ермон вывел зверей, и стал раздражать их на обширном дворе.
3 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫав кун кил-ҫурта хураллакансем чӗтрене ерӗҫ, вӑй-халлӑ арҫынсем хутланса анӗҫ; авӑртакансем авӑртма пӑрахӗҫ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем сахалланса юлӗҫ; кантӑкран пӑхакансем курми пулӗҫ; 4. урама тухса кӗмелли алӑксем питӗрӗне-питӗрӗне ларӗҫ; арман чулӗн сасси илтӗнми пулӗ, этем автан авӑтса янӑ чухнех вӑранма пуҫлӗ, юрӑҫӑ хӗрсем шӑпланӗҫ; 5. вӗсемшӗн ӗнтӗ сӑртсем те хӑрушӑ пулӗҫ, ҫулсем сехӗрлентерӗҫ; миндаль йывӑҫӗ ҫеҫкене ларӗ, шӑрчӑк хускалаймӗ, каперс тӑкӑнса пӗтӗ.
Еккл 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫиҫӗм хыҫҫӑн аслати авӑтса ярать; ҫапла Турӑ аслӑлӑхӗ кӗрлесе тӑрать.
Иов 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ун аслатийӗ авӑтса ярсассӑн, тӳпе юписем чӗтресе тӑраҫҫӗ.
Иов 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.