Шырав
Шырав ĕçĕ:
Мӗн те пулин парнелесен аванччӗ ӑна.
Брахман, арӑслан хур тата ҫӑхан ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Ҫав йывӑр ӗҫе хӑй вӑхӑтӗнче тунӑ ҫынсем аса илеҫҫӗ: «Шыв хӗррине кайма аванччӗ, таврӑнасси — хурлӑх. Урасем йӗпе, алӑсем кӳтнӗ. Каҫ еннелле ҫил вӑйланать те тукмак пек шӑнса таврӑнаттӑмӑр…»
Сӳс-кантӑр, ҫип ҫинчен // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.
Вӑрманта, чӑтлӑх витӗр сукмакпа пынӑ чухне, пит аванччӗ.Пока шли по лесу, узкою тропкою, сквозь чащу, — было чудесно.
1 сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Антоновсем Первомайска киличчен тӗлӗнмелле аванччӗ ҫав кунсем.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Чапаевецсем пӗтӗм отрячӗпе шуррисем ҫине вӗҫтерсе пынине, пуринчен малта, хӗрлӗ ялав айӗнче, Чапаев хӑй ӗрӗхтерсе пынине ӳкерсен аванччӗ те.
Стёпка // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
Ҫук, вӑл хӑй ирӗкӗпе… эпӗ кӑмӑла каяттӑм ӑна, вӑл вара… аванччӗ…Нет, та по своей охоте… понравился я ей, она и… хорошая была…
IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ку ӗҫре пире чухӑнсемпе танлаштарсан аванччӗ.
XII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Кӳлӗ хӗрринчи хӑйӑр ҫинче хӗртӗнсе выртма та аванччӗ.
11. Вӑйӑсем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Кӑмӑл тӗлӗшӗнчен вӑл питех те аванччӗ, нихҫан та ҫиленме пӗлместчӗ.
1. Тӑван килте // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Мӗн тери аванччӗ акӑлчан пулас пулсан…
1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Киева чӗрӗ тимӗр шапа илсе таврӑнсан — вӑт ку аванччӗ!
Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Санӑн машинӑпа та ӗҫлес, штурвал та ҫавӑркаласа пӑхас килет, мегафона: «Лево на борт!» тесе тата мӗн те пулин ҫавӑн пекки кӑшкӑрса пӑхсан аванччӗ.
«Ашхабад» // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
— Ҫӑкӑр хытти те пулин ҫисе пӑхсан аванччӗ те, — терӗ кушакӗ те унӑн хыҫҫӑн.
«Виҫӗ Партас апатланмаллинче» // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
— Типӗ ҫӑкӑр хыттисем те пулин ҫикелесе пӑхсан аванччӗ, — терӗ тилӗ.— Не мешало бы нам перекусить хоть сухой корочкой, — сказала лиса.
«Виҫӗ Партас апатланмаллинче» // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Шучӗпе ҫичӗ уйӑхсем тӗлнелле кӑна-мӗн те, аванччӗ ӗнтӗ, аван пушансан…
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Ҫакна курасса пӗлнӗ пулсан, мӑнукӑм, пурӑнмасан та аванччӗ…
33 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Пьесисем пит аванччӗ вӗт, ӗлӗк вӗсене пит килӗштеретчӗҫ, анчах хальхи господасем пирӗн музыкӑна юратмаҫҫӗ.А ведь пьесы были очень хорошие, модные, но только нынешние господа нашей музыки совсем не обожают.
I // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Вырӑссем наступлени тӑваҫҫӗ пулсан аванччӗ хуть.
29 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Морава урлӑ каҫнӑ чухне вара эпӗ: капла шыва кӗнӗ хыҫҫӑн сысна ҫури пуҫӗпе вӗри кукуруз пашалӑвне тӗл пулсан, аванччӗ, тесе шутларӑм; ӗҫкӗ-ҫикӗ пуҫланчӗ пулсан, пурте йӗркипе пулса пытӑр.
25 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
— Эсӗ, пуҫлӑх, хӑв хӑҫан килес тенӗ чух мар, вӑхӑтра килсен аванччӗ, — терӗ Гвозден, ют ҫынсем умӗнче аван мар пирки калаҫӑва чарса.
13 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.