Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тимлӗн the word is in our database.
Тимлӗн (тĕпĕ: тимлӗн) more information about the word form can be found here.
— Ха, юпа вӗҫне ҫитиех чакаланса хӑпарса кайнӑ, — мӑкӑртатать ашшӗ, анасшӑн пулса чӗрнипе кӑчӑртаттаракан кушака тимлӗн сӑнаса.

Help to translate

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Пукан лартса, кӑмака ҫине улӑхать; алли тӑсӑлса ҫитнӗ вырӑнсене питӗ тимлӗн хыпаласа тухать, — ҫутӑ-мулкачне пӳрте кӗртсе выляттаракан Вихтӗр чунӗнче хаваслӑх кайӑкне вӗҫтерттерекен асамлӑ кантӑк ҫук.

Help to translate

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Ҫумӑрпа хутӑш юр чарӑнми ҫурӗ пулин те ветеран ҫурчӗ умӗнчен никам та саланмарӗ, шкул ачисемпе ял ҫыннисем мӗн пулса иртнине тимлӗн сӑнаса тӑчӗҫ.

Help to translate

Ҫӗнтерӳшӗн тавах, ветеран! // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/centeryshen-tavax ... eran!.html

Вӑрманҫӑ хутсене тимлӗн ҫавӑркаласа пӑхать:

Help to translate

Стервиз аптӑрать… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Питӗ тимлӗн пӑхрӑм ҫурӑму ҫине, ним ҫырнине те асӑрхамарӑм.

Help to translate

Акӑ вӗсем, хӗрарӑм чунӗ упраса пурӑннӑ сӑмахсем… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Министр заместителӗ тимлӗн итлесе ларать вӑл каласа панине, умӗнчи блокночӗ ҫине тем ҫыра-ҫыра хурать.

Help to translate

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Пӑлаки аппа хӑюсӑррӑн кӑштӑртатса тӑрать те: — Ваҫук куллен мана пулӑшнӑран ун пирки ырӑ сӑмах калать ку тесе ан шутлӑр тата, — пухӑннисене тимлӗн пӑхса ҫаврӑнать хайхи.

Help to translate

8 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Мӗн те пулин хӑтланнӑ е епле те пулин пӑтӑрмаха лекнӗ ачана шӑтарасла пӑхса итлетчӗ: «Малалла мӗн пулчӗ?» — тесе тӗпчетчӗ хӑй, тимлӗн итленӗ май.

Help to translate

6 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Пӑлаки аппа хаҫатра мӗн ҫырнине тимлӗн вуланӑ-мӗн, Ваҫук пуҫӗнче мӗн тӗлкӗшме тапратнине те лайӑх ӑнкарса илнӗ.

Help to translate

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Унпа паллашни, ӑна тимлӗн тӗпчесе пӗлни пире халӑх кун-ҫулне ӑнланма вӗрентет, илем тӗнчине уҫса парать.

Help to translate

Паянхи капӑр тум // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Ҫавӑнти улах вырӑнсенче ⎼ ҫӳллех мар сӑрт-ту хушшипе юхса выртакан таса шывсен хӗрринче ⎼ чӑвашсем хӑйсен авалхи вӑрттӑн йӑли-йӗркине тимлӗн упраса усранӑ.

Help to translate

Сарӑ ту чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Тӗлӗнетӗп эпӗ сиртен, — терӗ художник, ӑна куҫӗнченех ҫав тери тимлӗн тинкерсе.

Help to translate

Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Уйрӑмах Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗпе Правительствин йышӑнӑвӗсемпе ҫыхӑннӑ улшӑнусем ҫине тимлӗн пӑхмалла тата вӗсене шута илмелле, ҫав шутра тӗрлӗ тӗллевлӗ автомобиль ҫулӗсен тӗп сетьне, халӑх пурӑнакан вырӑнсен тӗп сетьне йӗркелес тӗлӗшпе те.

Особенно внимательно отнестись и учесть изменения в связи с решениями Президента и Правительства Российской Федерации, в том числе по формированию опорной сети автомобильных дорог различного назначения, опорной сети населенных пунктов.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Машинӑна пӗр Тина ҫеҫ мар, тунката хыҫне пытаннӑ Апуҫ та тимлӗн сӑнаса ӑсатрӗ.

Help to translate

9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Бригадир, кӑмӑллӑскер, ача патне пычӗ те хаҫата тимлӗн пӑхса каларӗ:

Help to translate

9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

— Пирӗн вӑл бригадӑна практикӑна каясчӗ, — терӗ юлашкинчен Урине, ӑна тимлӗн итлесе лараканскер.

Help to translate

1 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Тимлӗн итлесе ларчӗ Архип Григорьевич ҫамрӑксем калаҫнине, пухура хӑй пуррине пӗлтересшӗн пулмарӗ, чӑрмантарас темерӗ.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Палламан ҫын Ҫимуна хӑй ҫывӑхне иртсе ларма сӗнчӗ, унӑн докуменчӗсене, паспортне питӗ тимлӗн тишкерчӗ, вуларӗ.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Эсир сыхӑ пулӑр, тимлӗн итлӗр.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Сударь, сирӗн хаклӑ япаласем пӗр пуса та тӑмаҫҫӗ, — терӗ ювелир, ҫӗрӗсемпе хӑлха ункисене тимлӗн сӑнаса.

Help to translate

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed