Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Польша the word is in our database.
Польша (тĕпĕ: Польша) more information about the word form can be found here.
Вӑл вӑрҫӑра радист пулнӑ, 1945 ҫулхи февралӗн 1-мӗшӗнче вӑл та Польша ҫӗрӗ ҫинче пуҫне хунӑ.

Help to translate

Тӑванӗсене савӑнтарайман // Галина ЗОТОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.06

Акӑ мӗн пӗлтӗм эпӗ асӑннӑ сайтпа ӗҫленӗ хыҫҫӑн Штанаш ял тӑрӑхӗнчи ҫынсем ҫинчен: Штанашри Александр Василь-евич Кашкирова «Хӑюлӑхшӑн» медальпе 1943 ҫулта наградӑланӑ иккен, салтак 1944 ҫулхи июлӗн 30-мӗшӗнче Польша ҫӗрӗ ҫинче ҫапӑҫса пуҫне хунӑ.

Help to translate

Тӑванӗсене савӑнтарайман // Галина ЗОТОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.06

«Польша чиккинчен каҫрӑмӑр та Германие кӗриччен пуйӑс чарӑнчӗ. Эпӗ эшелон дежурнӑйӗн пулӑшуҫи пулнӑ май лару-тӑрӑва уҫӑмлатма кайрӑм. Пӑравус умӗнче нимӗҫсем тӑраҫҫӗ: пушӑ икӗ пӗчӗк хуран тытнӑ та кашӑкпа шаккаҫҫӗ. Вӗсем выҫӑ пулнине тӳрех ӑнлантӑм, хамӑрӑн салтаксене яшка илсе килме хушрӑм. Хуранпа яшка илсен нимӗҫсем сигнал пачӗҫ те пуйӑс вырӑнтан хускалчӗ», — калаҫу ҫӑмхи малаллах сӳтӗлчӗ.

"Перешли Польскую границу и до въезда в Германию поезд остановился. Я будучи помощником дежурного эшелона пошел выяснять ситуацию. Перед паровозом стоят немцы: ложкой стучат по двум маленьким котелкам. То, что они голодные понял сразу, нашим солдатам приказал принести суп. Взяв котелок с супом немцы дали сигнал и паровоз тронулся", - продолжился разговор.

Аркадий Петров: Ҫара юрӑхсӑррине ҫирӗплетсен те вӑрҫа кайрӑм // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

Польша ҫӗрне ирӗке кӑларассишӗн пынӑ ҫапӑҫусенчен пӗринче патронсем пӗтсе ҫитнӗ.

Help to translate

Салтак шинелӗ ҫӑлса хӑварнӑ // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Унӑн асаилӗвӗн пӗр сыпӑкӗпе сире те паллаштарам эппин: «...Вӑрҫа эпир 1941 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче тухса кайрӑмӑр. Йӗпреҫе ҫитрӗмӗр, кунта лашасем пуҫтартӑмӑр та пуйӑса лартӑмӑр. Темиҫе кун кайнӑ хыҫҫӑн Мускава ҫитрӗмӗр. Тӗп хуларан Ленинград еннелле выртакан ҫул ҫинчи ҫар ҫыннисем хатӗрлекен Боровичи хулинче чарӑнтӑмӑр. Фронт валли пухнӑ лашасене шӑпах ҫавӑнта антарса хӑвартӑмӑр. Хамӑра Ленинграда илсе кайрӗҫ. Тӑван ҫӗршывпа Финлянди чиккине хӳтӗленӗ ҫӗрте тӑтӑмӑр, финсемпе ҫапӑҫӑва кӗме те тӳр килчӗ. 900 кун пынӑ блокадӑна та чӑтса ирттерме тиврӗ. Блокада ункине татса янӑ ҫӗре те хутшӑннӑ. 1943 ҫулта Синявино текен шурлӑхлӑ вырӑнта ҫапӑҫрӑм. Кунта 5 кун ӑша пӗр татӑк апат ямасӑр пурӑнтӑмӑр. Шӑпах ҫав тытӑҫура мана йывӑр амантрӗҫ. Госпитальте ҫур ҫул сывалма тиврӗ. Самайлансан фронта тепӗр хут ӑсантӑм. Эстоние, Литвана, Новгород, Псков хулисене ирӗке кӑларассишӗн пынӑ хӗрӳ ҫапӑҫусенче пултӑм. Пирӗн ҫарсем малаллах шурӗҫ, тӑшмана хӑваласа Польша ҫӗрне кӗтӗмӗр. Ӑна ирӗке кӑларнӑ хыҫҫӑн Хӗвелтухӑҫ Пруссие фашистсен тыткӑнӗнчен хӑтарма пырса ҫитрӗмӗр. Пӗррехинче /пуш уйӑхӗччӗ ун чухне/ Висла шывӗ урлӑ кимӗпе каҫнӑ чухне пирӗн ҫине нимӗҫ самолечӗсем бомба тӑкма тытӑнчӗҫ. Вӑйлӑ хум пырса ҫапнипе кимӗ ҫаврӑнса ӳкрӗ. 20 салтакран пӗр эпӗ кӑна чӗрӗ юлтӑм пуль. Мана салтак шинелӗ хӑтарса хӑварчӗ. Кимӗ ҫине лариччен тӳмесене вӗҫертсе янӑччӗ. Шинель шыв ҫинче ҫунат пекех сарӑлса выртрӗ, путма памасӑр анлӑ юханшыв урлӑ тӗрӗс-тӗкеллӗн ишсе каҫма пулӑшрӗ. Ҫыран хӗррине ҫитсен пӗр йывӑҫ тураттинчен ярса тытрӑм. Мана, вӑйран кайнӑскере, хамӑр салтаксем асӑрхарӗҫ, шывран тухма пулӑшрӗҫ. Витӗрех йӗпеннӗ тумтире улӑштарса тӑхӑнтартрӗҫ, ҫур черкке спирт ӗҫтерчӗҫ. Саперсен ушкӑнӗпе пӗрле тепӗр кимӗ ҫине ларса Висла урлӑ каҫрӑмӑр. Нимӗҫсене хӑваларӑмӑр. Кунта пысӑках мар завод пурччӗ /спирт завочӗ пулнӑ иккен-ха вӑл/. Ӑна фашист йыттисенчен туртса илессишӗн ир пуҫласа каҫченех ҫапӑҫрӑмӑр. Шӑпах ҫавӑнта пирӗн ҫарсен артиллерийӗ атакӑлама тытӑнчӗ. Эпир те, пехотӑрисем, тӑшман ҫине хӑюллӑн кӗрсе кайрӑмӑр. Мана кунта каллех амантрӗҫ, тепӗр 2 уйӑх госпитальте выртрӑм. Сывалсан Мурманск хулинчен эшелонпа Япони еннелле илсе кайрӗҫ, кунта Япони самурайӗсемпе тытӑҫма тиврӗ. 1945 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче нумай хут аманнӑ салтаксене киле ямалли ҫинчен калакан приказ тухрӗ».

Help to translate

Салтак шинелӗ ҫӑлса хӑварнӑ // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Сире дуэле чӗнме чарса тӑракан тепӗр сӑлтав та пур: сирте — плебей юнӗ, а эп — Польша дворянинӗ, чи авалхи йӑхран пӗри, вӑл…

Есть и еще один аргумент против вызова вас на дуэль: вы — плебей по крови, а я — польский дворянин, одной из самых старых фамилий, которая…

I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed