Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑлса (тĕпĕ: шӑл) more information about the word form can be found here.
Вӑл ассӑн сывласа илчӗ те, куҫҫульне кӑтартас мар тесе, питне аллисемпе хупларӗ, унтан куҫӗсене ывӑҫ тупанӗсемпе шӑлса типӗтрӗ.

Она вздохнула, закрыла лицо руками, чтобы не показать слез, потом вытерла глаза ладонями.

5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Вӑл урама тухрӗ, пӳрт умӗнчи тенкел ҫинчен юра шӑлса пӑрахса, ун ҫине ларчӗ.

Он вышел на улицу и, смахнув снег с лавочки, стоявшей возле крыльца, уселся на ней.

5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Петр Алексеевич кӗпе ҫухин тӳмисене вӗҫертсе ячӗ те, тарласа кайнӑ шӑнӑрлӑ мӑйне шӑлса типӗтрӗ:

Петр Алексеевич расстегнул ворот рубахи и вытер потную жилистую шею.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

— Мӗншӗн-ха ман умра американецсемпе акӑлчансем: пурне те шӑпӑрпах шӑлса тасатрӑмӑр, тесе мухтанчӗҫ?

— А что же американцы и англичане мне хвастали, будто вычистили все под метелку?

6 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Транспорт ҫине груз тиенӗ ҫӗртен тин ҫеҫ таврӑннӑ Базыкин картузне хыврӗ те, хӑйӗн ҫӳллӗ шурӑ ҫамкине ывӑҫ тупанӗпе шӑлса илчӗ.

Базыкин, только что вернувшийся с погрузки, снял кепку и отирал ладонью высокий белый лоб.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Вӑл тӑрас тесе чавсине ҫӗре тӗревлесе кӑшт ҫӗкленчӗ те хӑй патнелле пӗкӗрӗлнӗ тата хӑйӗн пичӗ ҫинчен юна шӑлса тасатакан Соколова курах кайрӗ.

Он уперся локтем в землю, чтобы приподняться, и увидел Соколова, склонившегося над ним и тряпкой вытиравшего ему кровь с лица.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

— Шуйттансене ҫулнӑ пек шӑлса тасатрӗ.

— Будто слизало чертей.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Хӗрлӗ питлӗскер, хаваслӑскер, пысӑк вӑй-халлӑскер, пӳлӗме васкавлӑн кӗчӗ, Гурьевски текен пӑтӑ ҫине пачах ӑнланмасӑр пӑхрӗ, пуҫ ыратсан ӗҫмелли порошоксене сӗтел ҫинчен асӑрхамасӑр шӑлса ӳкерчӗ, вара, вӗсене илсе хумасӑрах, каласа пама тытӑнчӗ:

Розовощекий, веселый, энергический, он быстро вошел в комнату, с полным недоумением посмотрел на «гурьевскую кашу», неосторожным движением смахнул со стола порошки от головной боли, и, не поднимая их, принялся рассказывать:

4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

— Ӳсрӗмӗр! — йӑл кулчӗ те Василий, питҫӑмартисемпе янахра ҫук кӑтра сухала шӑлса якатса, хулӑн сасӑпа пӗтӗм пӳлӗме янӑрамалла каларӗ:

— Подросли! — улыбнулся Василий, погладил несуществующие завитки на щеках и подбородке и пробасил на всю комнату:

2. Ҫӗнӗ ҫӗрте // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Василий ашшӗне ҫавӑрса вырттарчӗ, лешӗ ӑна алӑран шӑлса илчӗ, куҫӗсенчен темле, чӗтресе тӑракан ачашлӑхпа пӑхрӗ, вара сасартӑк пуҫне лӑнк ячӗ те шӑпланчӗ.

Василий перевернул отца, тот тронул его за руку, посмотрел в глаза с какой-то дрожащей нежностью, и вдруг опустил голову и замолчал.

1. «Кивви ҫӗнӗлле» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ватӑ! — терӗ вӑл хурлӑхлӑн, шаль тутӑр вӗҫӗпе куҫҫульне шӑлса.

Она вытирала их концами полушалка и горестно говорила: Стара!

1. «Кивви ҫӗнӗлле» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

— Тавтапуҫ сана, — Павлин аллипе ҫамкине шӑлса илчӗ.

— Спасибо тебе, — Павлин провел рукой по лбу.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ҫӑм фуфайкин ҫаннипе никель кӑшкарлӑ куҫлӑхне шӑлса тасатса, куҫӗсене мӑч-мӑч хупа-хупа илсе, вӑл пристань патне ҫывхарса килекен пӑрахут ҫинчи ҫынсене палласа илме тӑрӑшать.

Протирая обшлагом шерстяной фуфайки стекла очков в никелевой оправе и щурясь, он старался разглядеть людей на палубе приближавшегося к пристани парохода.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

— Сывӑ-и, мучи! — саламларӗ ӑна Драницын, тарланӑ ҫамкине шурӑ сӑмса тутӑрӗпе шӑлса тата картузӗн лакланӑ козырекӗ ҫинчен тусана сӑтӑрса.

— Здравствуй, дед! — приветливо сказал Драницын, вытирая вспотевший лоб белым носовым платком и смахивая пыль с лакированного козырька фуражки.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Викорст шаклаланса кайнӑ пуҫне аран-аран витсе тӑракан яка ҫӳҫне аллипе шӑлса илчӗ, сӗтел патне пычӗ те картта умӗнче чарӑнса тӑчӗ.

Викорст провел рукой по едва прикрывавшим лысину прилизанным волосам, подошел к столу и остановился у карты.

7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Унтан вӑл шлепкине сӗтел ҫине хучӗ, никель кӑшкарлӑ куҫлӑхне хыврӗ, хӑйӗн пысӑках мар мӑйӑхлӑ, хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ, тарласа кайнӑ питне тутӑрпа шӑлса типӗтрӗ те теприне хыттӑн каларӗ:

Затем, положив шляпу на стол и сняв очки в никелевой оправе, он вытер платком свое вспотевшее загорелое лицо с небольшими черными усиками и, обращаясь к другому, резко сказал:

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Петр ҫаврӑнса пӑхрӗ те кулса ячӗ, ҫамки ҫинчи тара шӑлса илчӗ.

Петр оглядывался, усмехался, вытирал пот со лба.

7. Тырӑ пулчӗ // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Пирӗн, комбайнерсен калаҫӑвне илтмен вӗсем унта, — терӗ вӑл ҫиленсе, вара тӳрленсе тӑчӗ, сивӗпе хӗрелсе кайнӑ вараланчӑк аллисене шӑлса тасатрӗ, ҫӳҫ пайӑркине ҫамка ҫинчен илчӗ, куҫне хӗссе, комбайна пӑхса ҫаврӑнчӗ.

Не слыхали они там нашего комбайнерского разговора, — сердито заключила она, выпрямилась, вытерла покрасневшие от холода, запачканные руки, убрала со лба прядь волос и, прищурившись, оглядела комбайн.

2. Хӑвӑртлӑх // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Вӑл ҫӑраҫҫисене тупрӗ, куҫ хӑрпӑкӗпе куҫхаршисем ҫине ҫыпӑҫнӑ юра шӑлса тасатрӗ, куҫне хӗссе малалла васкакан ҫынсем ҫавӑрса илнӗ грузовик еннелле пӑхрӗ те склад патнелле хӑюллӑн утса кайрӗ.

Он нашел их, стряхнул с ресниц и бровей снег, прищурившись, взглянул вперед, туда, где темнела полуторатонка, окруженная суетливыми фигурками людей, и решительно шагнул к складу.

2. Хӑвӑртлӑх // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Вӑл, хура шаль-тутӑрӑн ярапаллӑ вӗҫӗпе куҫҫульне шӑлса, Авдотья ҫине хурланса та кӳренсе пӑхрӗ:

Oна вытирала слезы бахромчатым кондом черного полушалка и смотрела на Авдотью с горькой обидой:

1. «Пирӗн колхозшӑн чи кирли» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed