Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗскен the word is in our database.
кӗскен (тĕпĕ: кӗскен) more information about the word form can be found here.
Кӗскен ҫакна кӑна калатӑп: инкекӗ хытах сарӑлса ҫитрӗ.

Скажу коротко, что бедствие доходило до крайности.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк. Арӗслени // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ ӑна кӗскен хам историне каласа патӑм.

Я, в свою очередь, рассказал ей вкратце свою историю.

Вуниккӗмӗш сыпӑк. Тӑлӑх // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Унтан вӑл сӑмси ҫуначӗсене сарса ярса, кӗскен те хаяррӑн: — Апла?! — тесе хучӗ.

Потом он раздул ноздри и сказал коротко и зловеще: — Так?!

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кӗскен кӑна хамӑр Энскра мӗнле пурӑнни, атте тӗрмере вилни, анне Гаера качча тухни ҫинчен каласа пама тиврӗ.

Пришлось рассказать — очень кратко — о том, как мы жили в Энске, как умер в тюрьме отец и мать вышла за Гаера.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Кайрӑмӑр, — кӗскен кӑна каларӗ Катя.

— Пошли, — коротко сказала она.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кӗскен каласан, каярахпа вӑл вилӗм батальонне кӗчӗ, уншӑн вӑл икҫӗр тенке укҫа, ҫӗнӗ форма илчӗ.

Впрочем, потом она поступила в батальон смерти и получила за это двести рублей и новую форму.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Парне пачӗҫ, — кӗскен кӑна каларӗ Катя.

— Подарили, — коротко отвечала Катя.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпир ӑна кӗскен — Лабардан, тетпӗр.

А мы его просто для сокращения Лабарданом называем.

5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Кӗр-ха, — терӗ вӑл кӗскен ҫеҫ.

— Зайди, — коротко сказал он.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Сирӗн номер? — кӗскен сӑмах хушрӗ милиционер, пӗчӗк кӗнеке кӑларса.

— Запишу ваш номер, — проговорил милиционер, вынимая книжечку.

3 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Катя тӗлӗнме юратмасть, кӗскен кӑна: — Вӗреннӗ, шӑнкӑрчӑ пек, — терӗ.

Она не любила удивляться и сказала только: — Вызубрил, как скворец.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кӗскен ҫакна ҫеҫ асӑнса хӑваратӑп: вырӑнти пуҫлӑхсем ҫителӗклӗ тарӑн сыхлануллӑ пулманнипе, хулана пӑлхавҫӑсем хупӑрласа усрани хула халӑхӗшӗн питӗ те йывӑрлӑхлӑ пулчӗ.

Скажу вкратце, что сия осада по неосторожности местного начальства была гибельна для жителей.

Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ тӑтӑм та, малтан кӗскен Пугачевпа унӑн шайки ҫинчен, унтан самозванец лайӑх хӗҫпӑшала хирӗҫ тӑма пултараяс ҫук тесе, хамӑн сӑмаха ҫирӗплетсех каласа патӑм.

Я встал и, в коротких словах описав сперва Пугачева и шайку его, сказал утвердительно, что самозванцу способа не было устоять противу правильного оружия.

Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ ӑна хам Алексей Иванычпа хирӗҫсе кайни ҫинчен тата ӑна, Иван Игнатьича, секундант пулма ыйтни ҫинчен кӗскен каласа патӑм.

Я в коротких словах объяснил ему, что я поссорился с Алексеем Иванычем, а его, Ивана Игнатьича, прошу быть моим секундантом.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Каялла таврӑннӑ чухне эпӗ хамӑн кичем калаҫӑва пуҫармарӑм; манӑн нимӗне пӗлтермен ыйтусемпе вак-тӗвек шӳтлени ҫине вӑл кӗскен те сӳрӗккӗн тавӑрса пычӗ.

На возвратном пути я не возобновлял нашего печального разговора; но на пустые мои вопросы и шутки она отвечала коротко и рассеянно.

Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Манӑн каймалла, Максим Максимыч, — терӗ Печорин кӗскен.

— Мне пора, Максим Максимыч, — коротко сказал Печорин.

Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Вӗсем штаб начальникӗ патне салхуллӑн пырса, ҫапӑҫу результачӗсем ҫинчен кӗскен кӑна пӗлтерчӗҫ те пӗр-пӗрин ҫине пӑхмасӑрах унта-кунта саланчӗҫ.

Хмуро подходили они к начальнику штаба, скупо и коротко докладывая о результатах, и расходились, не глядя друг на друга.

4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Ку вак-тӗвексем вулакана лӗклентернӗ те пулӗччӗҫ, ҫавӑнпа та вӗсене сиктерсе хӑварса, ҫаксене ҫеҫ кӗскен калас пулать: ҫавӑнтан вара икӗ уйӑх та иртмен, ман Алексей чунтан юрата пуҫланӑ, Лиза шарласах кайман, анчах вӑл та унран каях мар юратнӑ.

Эти подробности вообще должны казаться приторными, итак, я пропущу их, сказав вкратце, что не прошло еще и двух месяцев, а мой Алексей был уже влюблен без памяти, и Лиза была не равнодушнее, хотя и молчаливее его.

Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Ҫакӑ, халӗ публикӑна вулама сӗнекен И. П. Белкин ҫырнӑ Повӗҫсене кӑларма тытӑннӑ май, хамӑр тӑван халӑхӑн сӑмахлӑхне юратакансен пӗлес килекен кӑмӑлне кӑшт та пулин тултарас тесе, эпир вилнӗ авторӑн пурӑнӑҫӗ ҫинчен кӗскен те пулин хушса калас терӗмӗр.

Взявшись хлопотать об издании Повестей И. П. Белкина, предлагаемых ныне публике, мы желали к оным присовокупить хотя краткое жизнеописание покойного автора и тем отчасти удовлетворить справедливому любопытству любителей отечественной словесности.

Издательрен // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Вӑл камера алӑкӗнчен шаккать, малтанах хатӗрлесе хунӑ ӗҫ ҫинчен итлет те, дежурнӑйсен ҫӗнӗ смени иккӗмӗш этажа хӑпарма ӗлкӗриччен ун ҫинчен коридорӑн тепӗр вӗҫӗнче кӗскен те тӗп-тӗрӗс каласа парать.

Он стучит в дверь камеры, выслушивает заранее подготовленное поручение и передает его кратко и точно на другом конце коридора, раньше чем новая смена дежурных успеет подняться на второй этаж.

Скорепа пичче // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed