Шырав
Шырав ĕçĕ:
Аслӑ Дон Ҫарӗ Германи империне вырӑнта кирлӗ пулнинчен ытлашши юлакан япаласене — тӗштырӑпа ҫӑнӑх, тир-сӑран, чӗртавар, ҫӑм, пулӑ, выльӑх ҫӑвӗпе ытти ҫусем тата вӗсенчен туса кӑларакан изделисем, табак-пирус, выльӑх-чӗрлӗхпе лашасем, иҫӗм ҫырли эрехӗсем, улма-ҫырлапа ҫӗрӗҫӗн ытти продукчӗсем ытларах турттарса тухма правасем парать; вӗсем вырӑнне ӑна Германи империйӗ ял-хуҫалӑх машинисем, хими продукчӗсем, тир-сӑран экстрачӗсем, патшалӑх хучӗсем туса кӑларас енӗпе ӗҫлекен экспедицие кирлӗ хатӗр-хӗтӗрпе запас материалсем, пустав, пир-авӑр, тир-сӑран, хими, сахӑр завочӗсемпе ытти заводсене кирлӗ оборудовани тата электротехника япалисем парса тӑрӗ.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Унтан япаласене ҫӗклесе тухма пулӑшкаларӗ.
XXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ӑпӑр-тапӑр япаласене пӑрахса хӑварар та малалла поход йӗркипе кайӑпӑр.
XXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Донревкомӑн сахалланса юлнӑ пӗчӗк отрячӗсем, ҫуррине яхӑн хухнӑ сотньӑсем, поездсем ҫине йӗркесӗррӗн тиенеҫҫӗ, ал айӗнче кирлӗ пулман йывӑр япаласене пӑраха-пӑраха хӑварса, поход йӗрмипе хуларан тухса каяҫҫӗ.
XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Вырӑнтан вырӑна куҫнипе службӑра туса тӑнӑ яланхи ӗҫсенчен хӑпнӑ казаксем тавар турттармалли вакунсенче тӗмсӗлсе лараҫҫӗ, хӑйсене Дон тӑрӑхӗнчи хуторсене ярасса кӗтеҫҫӗ (иккӗмӗш черетпе ҫара илнисене киле яраҫҫӗ текен хыпара пурте хытӑ ӗненсе лартнӑ), лашисене ӳрӗк-сӳрӗккӗн ҫеҫ пӑхаҫҫӗ, кунӗ-кунӗпе пасар тӑрӑх янкӑртатса ҫӳреҫҫӗ, халӑх хӑвӑрт туянакан япаласене — нимӗҫ утиялӗсене, штык, пачка, шинель, сӑран сумка, табак таврашӗсене тата позицире тӑнӑ чух пухса хатӗрленӗ ытти ӑпӑр-тапӑрсене сута-сута яраҫҫӗ…
VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
— Ман япаласене илсе кил те, кайма пултаратӑн.
XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Япаласене уйӑрса илме те ҫук, сасартӑк ҫатан хыҫӗнчен ҫӑмламас калпак курӑнса каять, патне пырса пӑхатӑн та — юпасем ҫинче кӑкшӑмсем ҫакӑнса тӑнине куратӑн, вӗсем хура та мар, тин ҫунакан кӑмакаран кӑларнӑ пек хӗрлӗ; е килкарти варринче ҫамрӑк хӗрарӑмӑн шурӑ тутӑрӗ курӑнса каять, тинкеререх пӑхатӑн та — тутӑр та мар, хушка пуҫлӑ ӗне тӑнине куратӑн; е вӑкӑр мӑйракисем курӑнса каяҫҫӗ, анчах мӑйракисем кӑнтӑрлахи пек сӑркка мар, слюдаран якатса тунӑ пек витӗр курӑнса тӑраҫҫӗ; е тата пӗр-пӗр крыльца ҫинче ҫӑмламас тир курӑнса каять, патнерех пыратӑн та — йытӑ выртнине куратӑн; е лупас айӗнче ларакан чӑхсем курӑнса каяҫҫӗ, вӗсем кашта ҫине шӑрҫа тирнӗ пек ларса тухнӑ.
III сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Япаласене бидонсемпе юнашар купаларӗҫ, Сергей лавҫӑ ҫумнерех, Ҫемен хыҫала, чемодан ҫине вырнаҫрӗҫ те, лав тапранчӗ.
I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Япаласене йӑтса ҫул ҫине тухса тӑрӑпӑр та, унта пире кам та пулин лартса кайӗ.
I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Сергей Платонович хӑй аллипе хӑех ҫӳлӗк ҫинчен виҫӗ чӗрӗк чи лайӑх турецки табак илчӗ, пакет ӑшне виҫмесӗрех хаклӑ йышши канфет тултарчӗ; ҫак япаласене пӗтӗмпех Пантелей Прокофьевича тыттарса, ҫапла каларӗ:
17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Григорие хӑраса ӳкнӗ хӗрарӑмсем урапасем ҫине чечек чӳлмекӗсем, турӑшсем ҫӗклесе тухса хуни, ҫав вӑхӑтрах кирлӗ те хаклӑ япаласене пӳртех пӑрахса хӑварни тӗлӗнтерчӗ.
5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
— Ман шухӑшпа эсир, тӳррипе каласан, элементарлӑ япаласене нимӗн чухлӗ те ӑнланаймастӑр… —
1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Григорий лекне полкӑн эшелон офицере вашаватлӑн кӑна мӗнпур япаласене, ҫӗвӗ хатӗрӗсем таранах пӑлхатса, тӗрӗслерӗ те, ҫил ҫинче пирускине чӗртме хӑтланнӑ май каялла чакса, пуринчен кайран уйрӑлса кайрӗ.
21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ҫак мужик казакӑн кулленхи пурнӑҫӗнче кирлӗ вак-тӗвек япаласемпе: ҫӗҫӗ аврисемпе, табакпа, вут чулӗсемпе алӑ вӗҫҫӗн сутӑ тунӑ; вӑрланӑ япаласене те илсе суткаланӑ.
1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ҫак япаласене ҫав тери тимлӗн пӑхса ларакан Иван Федорович ларкӑч ҫинчен анакан лавӑҫа ури хырӑмӗнчен ула йытӑ ҫыртса илсен ҫеҫ туйрӗ.
II. Ҫул // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Лашасем хуллен утрӗҫ, ҫавӑнпа та Шошин Ульяна Шутяевӑн пӳртне кӑна мар, ытти хуралчӗсене те, картишӗнчи паллӑ япаласене те асӑрхаса илчӗ.
XV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Румянцев десантникӗсен группи хӑйсемпе илсе килнӗ япаласене пуҫтарса лавсем ҫине тиерӗ те партизансемпе пӗрле Грибки ялӗнчен тухса, ҫутӑлас умӗн Ҫӗрӗк вӑрманти Воронин отрядне кайрӗ.
XIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Кондратьев Наталья Павловнӑпа пӗрле часах Ставрополе тухса кайрӗ, полуторка ҫине тиенӗ япаласене пӗр сехет маларах ӑсатнӑччӗ.
XXIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Парти руководителӗ, — халӗ ӗнтӗ лӑпкӑ сасӑпа калать Кондратьев, — вӑл ахаль руководитель ҫеҫ мар, халӑхӑн боевой ҫулпуҫӗ пулас тет пулсан, пур ҫӗрте те — техника ӳсӗмӗнче те, ҫутҫанталӑка улӑштарса ҫӗнетнинче те, ҫынсен кӑмӑл-туйӑмӗпе вӗсем мӗн тунинче те — коммунизмӑн курӑнса тӑракан паллисене, пирӗн ӗҫре тата пирӗн ылтӑн вӑхӑтра ҫуралнӑ ҫӗнӗ япаласене пурне те курмалла.
XX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Анчах кӑҫалхи хӗл пирвайхи юрпа пӗрле станицӑна ҫӗнӗ япаласене те илсе килчӗ: «электричество кукӗсене» ирттерме йышӑннӑ, ҫав кунсене ирттересси ытларах та ытларах сарӑлнӑ.
XII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.