Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Палласа (тĕпĕ: палла) more information about the word form can be found here.
Вӑл, ӗлӗкхин пекех, никама пӑхӑнмасӑр, куҫӗсене хӗссе пӑхать, сӑмси те унӑн ӗлӗкхи пекех, — тен, тепӗр ҫӗр ҫултан та эпӗ ӑна, сӑмсине курнипех, палласа илнӗ пулӑттӑм.

По-прежнему она щурилась с независимым видом, и нос был такой же решительный, — кажется, и через сто лет я узнал бы ее по этому носу.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Васкавсӑр, ерипен, ҫынсене хире-хире, пӗр кутамас этем ман енне ҫул тытать, ӑна эп часах палласа илтӗм, вӑл — хайхи, мана Расщепей патне малтанхи сӑнава лартса кайнӑ ҫиллес шофер.

Медленно раздвинув толпу, ко мне приблизился коренастый, мрачного вида человек, и я узнала в нем того самого сердитого шофера, который возил меня на первую пробу к Расщепею.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вӑл ман умма чарӑнчӗ те, тин ҫеҫ палласа илнӗ пек, сасартӑк алӑ пачӗ.

Он остановился передо мной и вдруг, точно сейчас только узнав, протянул руку.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Барабансем кӗмсӗртетни, лашасем тапӑртатни ун сассине хупларӗ, анчах ӑна эп сасӑ тӑрӑх часах палласа илтӗм, часрах вут патне чупса пытӑм.

Грохот барабанов, конский топот заглушают его, но я уже узнала этот голос, я подбегаю к костру.

10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫуртасен ҫулӑмӗ вӑркӑшарах тӑни мана сӗтел леш енче кам пуррине палласа илме чарать.

Колеблющееся над шандалами пламя свечей мешает мне рассмотреть, кто сидит по ту сторону стола.

9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Тӗкӗр ҫине пӑхсан, эпӗ хама палласа та.

Взглянув в зеркало, я уже себя узнать-то.

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пуҫӗнче ҫӑмламас хура парикпе лӗпки ҫинче пӗр пайӑрка шурӑ ҫӳҫ юлчӗ пулсан та, эпӗ ӑна часах палласа илтӗм, ку вӑл ӗнерхи, кӗпер ҫинчи симӗс машинӑллӑ ҫын.

Хотя на нем еще был лохматый черный парик с белым клоком спереди, я уже теперь разглядела его: это был тот самый седой, что вел на мосту зеленую машину.

5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Темӗнле ватӑ ҫын, винтовка тытнӑскер, пирӗн ҫине решетке урлӑ пӑхса илчӗ, вара, машинӑна палласа, тимӗр хапхана икӗ еннелле кӗмсӗртеттерсе уҫрӗ.

Сквозь решетку на нас глянул какой-то старичок с винтовкой, всмотрелся в машину и стал с грохотом открывать зеленые половинки ворот.

4 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пӗри — хура та вӑрӑмми, пысӑк куҫли, спорт шалаварӗ тӑхӑннӑ, — ӗнерхи «американец», эпӗ ӑна часах палласа илтӗм.

В одном из них, высоком, чернявом и глазастом, в спортивных шароварах, я сразу узнала того загадочного «американца».

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫак ыйту айне тӗрлӗ алӑпа тӗрлӗ сӑмахсем ҫырнӑ хӑшӗн-пӗрин почеркне эпӗ часах палласа илтӗм.

Под этим на странице разными почерками, среди которых я увидела много знакомых, были записаны ответы.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫапла, кунсерен хула тӑрӑх ҫапкаланса ҫӳренӗ чухне ҫеҫ эпӗ Мускава палласа илсе, ӑна юратса пӑрахрӑм.

Только теперь, во время этих ежедневных скитаний, я узнал и полюбил Москву.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ тинкеререх пӑхрӑм та, вӑл пирӗн урядник иккенне палласа илтӗм.

Я взглянул и узнал нашего урядника.

Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

— Эхе! — терӗ комендант, лешӗн хӑрушӑ паллисене курсанах, вӑл 1741 ҫулта асаплантарнӑ пӑлхавҫӑсенчен пӗри пулса тӑнине палласа.

— Эхе! — сказал комендант, узнав, по страшным его приметам, одного из бунтовщиков, наказанных в 1741 году.

Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Василиса Егоровна пире пит те лайӑх йышӑнчӗ, мана тахҫантанпа палласа пурӑннӑ ҫывӑх ҫын пекех пӑхма пуҫларӗ.

Василиса Егоровна приняла нас запросто и радушно и обошлась со мною как бы век была знакома.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк. Крепость // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Вӑл мана палласа илчӗ, ӑшшӑн кулса ячӗ, анчах манӑн унпа йӑпанса тӑма вӑхӑтӑм ҫук.

Узнав меня, она улыбнулась, но мне было не до нее.

Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ҫав самантран вара эпир пӗр-пӗрне ушкӑнра лайӑх палласа илме пуҫларӑмӑр.

С этой минуты мы отличили в толпе друг друга.

Майӑн 13-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Эпӗ кунта ҫынсен чӑн ячӗсене пурне те улӑштартӑм пулин те, кунта кам ҫинчен каланӑ, ҫавсем хӑйсене палласа илме пултарӗҫ тата кунти тӗнчерен ӗмӗрлӗхех уйрӑлса кайнӑ ҫыннӑн тивӗҫсӗр ӗҫӗсене тӳрре кӑларӗҫ-и, тен, унсӑрӑн вӗсем халичченех ӑна ҫеҫ айӑпланӑ пулӗччӗҫ-ха: эпир вӗт мӗн ӑнланнине кирек хӑҫан та тенӗ пекех каҫаратпӑр.

Хотя я переменил все собственные имена, но те, о которых в нем говорится, вероятно себя узнают, и, может быть, они найдут оправдания поступкам, в которых до сей поры обвиняли человека, уже не имеющего отныне ничего общего с здешним миром: мы почти всегда извиняем то, что понимаем.

Умсӑмах // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ҫав ҫынсем ҫак кӗнекере каланисенчен хӑйсене палласа илсен, мана уншӑн ан кӳренччӗр.

Пусть не обидятся они на меня, если узнают себя в этом повествовании.

Юлашкинчен калани // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Акӑ хайхи эпӗ Казбича палласа илтӗм, вӑл хӑй умне мӗн витнине ҫеҫ уйӑрса илейместӗп.

И наконец я узнал Казбича, только не мог разобрать, что такое он держал перед собою.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Кабинет алӑкӗ хӑвӑрт уҫӑлчӗ те, унтан ҫӳлӗ, типшӗм, хура ҫӳҫлӗ ҫын тухрӗ, — Алексей ӑна тӳрех фотографисем тӑрӑх палласа илчӗ.

Дверь кабинета быстро открылась, оттуда вышел высокий, худой черноволосый человек, которого Алексей сразу узнал по фотографии.

7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed