Шырав
Шырав ĕçĕ:
… Урампа кам та пулин иртсе пырать пулсан, вӑл мӗнпе те пулин ытти ҫынсем пек мар пулсан, е урӑхларах тумланӑ, е вӑл ахаль ҫын пек мар, хӑвӑртрах утать пулсан, — «Мов», хӑйӗн ҫӗршер пуҫне ун еннелле ҫавӑрса, ӑна ҫисе ярас пек куҫпа хыпашласа ӑсатса ярать.
«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.
Пӑхатӑн та вӗсем ҫине: — Ҫитет ухмахланма! Пӑрахӑр ӗҫӗре, атьсемӗр! — тесе кӑшкӑрса ярас килет.Смотришь на них, и хочется крикнуть: «Довольно глупостей! Бастуй, ребята»!
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Ун аллинчи ҫатӑрласа тытнӑ факел ак халь йӑлкӑшса илес пек те, кӑвак тӗтӗме сирсе, йӗри-таврана хӗрӳллӗ те хаваслӑ ҫулӑмпа ҫутатса ярас пек туйӑнать.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Вӑл ҫав тери илӗртӳллӗ, илемлӗ кулать; ӑна пӗтӗм чунтан, виҫесӗр хӗрхеннипе, пӗтӗм хула илтмелле кӑшкӑрса, макӑрса ярас килет.
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Сулахай енче, ту тӑррисенче, халь-халь ҫумӑр ҫуса ярас пек, хура йывӑр пӗлӗтсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ, вӗсен мӗлкисем симӗс тайлӑмсем тӑрӑх шӑваҫҫӗ; ту тайлӑмӗсенче имшер самшит йывӑҫӗ ӳсет; ватӑ буксемпе ҫӑка хӑвӑлӗсенче «сим-пыл» тупма пулать, — ҫав «сим-пыл» ӗлӗк-авал Аслӑ Помпей салтакӗсене кӑштах пӗтерсе хуман, хӑйӗн ӳсӗртекен пылакӗпе вӑл тимӗр пек ҫирӗп римлянсене пӗр легионӗпех ураран ӳкернӗ; пыл хурчӗсем ҫав пылака лаврпа азали чечекӗсем ҫинчен пухаҫҫӗ, «иртен-ҫӳрен ҫынсем» вара ӑна, йывӑҫ хӑвӑлӗнчен илсе, лаваш ҫине — тул ҫӑнӑхӗнчен пӗҫернӗ ҫӳхе пашалу ҫине сӗрсе ҫиеҫҫӗ.
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.
Каларӑм вӗт эпӗ, — ярас ҫук вӗсем…
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Халӑх хушшинче малтан тахӑшӗ: «ун» патне ярас ҫук, тесе калакаланӑ, анчах «ун» патне лӑпкӑн, «унӑн» вӑйӗпе ырлӑхне ӗненсе пыракан халӑха пӑшалпа пересси ҫав ҫынсем хӑйсем тунӑ сӑнара пӑсса янӑ.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Ун ушкӑнӗнчисем мана питӗ те кӑмӑлсӑррӑн пӑхаҫҫӗ, ултӑ мӑшӑр куҫ ман кӗлеткене ҫисе ярас пек виҫеҫҫӗ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Вӑл йӗрет, анчах куҫҫулӗнчен вӑтанса, ӗсӗклесе ярас мар тесе, темле йынӑшса илет.Он плакал, и так как ему было стыдно слез, он как-то рычал, чтобы не рыдать.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Чӑн малтан санӑн акт ҫырса мировой судья патне ярас пулать, тетӗп.И перво-наперво ты должен, говорю, составить акт и послать господину мировому судье.
Унтер Пришибеев // Иван Юркин. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 81–88 стр.
Ун ҫинчен часрах васкавлӑ ҫыру следователь патне тата судьясем патне ярас пулать вӗт.Тут, говорю, скорей посылать эстафет господину следователю и судьям-с.
Унтер Пришибеев // Иван Юркин. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 81–88 стр.
Лашасемпе туртса ҫуркалас тенӗ — ку та ҫителӗксӗр пек туйӑннӑ; ун ӳтне кашни пӗр ухӑ сӑнни персе тирӗнтерес тесе шухӑшланӑ — куна та хирӗҫленӗ; ҫунтарса ярас — анчах апла тӑвас пулсан, вут-ҫулӑмран тухакан тӗтӗм вӑл асапланнине курма чӑрмантарӗ, тенӗ; сӗнӳ нумай пулнӑ, анчах пурин кӑмӑлне те килекеннине шухӑшласа тупайман.
I сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Шав — хӑй айне путарать, тусан — сӑмса шӑтӑкӗсене вӗчӗлтеттерсе, куҫа ҫыпӑҫтарса лартать, шӑрӑх — ӳт-тире пӗҫертсе ӗшентерет; пӗтӗм йӗри-тавралӑх — пурнӑҫ карӑнса ҫитсе, чӑтӑмлӑха ҫухатса, кӗҫ-вӗҫех темле пысӑк катастрофӑпа ишӗлсе анассӑн, сирпӗнсе каяссӑн туйӑнать, ун хыҫҫӑн уҫӑлнӑ сывлӑшра вара сывлама ирӗклӗн те ҫӑмӑл пулассӑн, ҫӗр ҫинче шӑплӑх пулассӑн туйӑнать, хӑлхана хупласа лартакан, йӗкӗлтекен, хуйхӑпа уртарса ярас патне ҫитерекен тусанпа шӑв-шав пӗтмелле те — хулара та, тинӗс ҫинче те, ҫутҫанталӑк тӳпинче те тӳлек, уҫӑ, аван пулас пек туйӑнать…
Челкаш // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Павел Иваныч сана пӗр тумлам парӗ е юн яма хушӗ, е тен, кӑмӑлӗ пулсан, мӗнле те пулин спиртпа шӑлса ярас, тейӗ, вара вӑл, леш хайхи… аякӗ хӑех ыратма чарӑнать.
Хуйхӑ // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 46–55 стр.
Вӑраха ярас марччӗ.
35-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Тӗрӗс ӗнтӗ, Андрей Иванӑч, — тарӑнӑн сывларӗ Катерина, — Эпир пысӑк ӗҫ хускатса ярас тетпӗр-ха.
26-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Маша чӗн пиҫиххине вӗҫӗнчен ҫавӑрса тытнӑ, кӗнекисене таҫта курӑк ҫинелле персе ярас пекех ҫавӑркаласа, юрласа утать.Маша крутила ремешок за конец, словно собиралась метнуть книжки далеко в траву, и пела.
15-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вара вӑл Санькӑн шухӑшӗсене аяккалла пӑрса ярас шутпа ӗнер пӳскелле вылянӑ чухне Алеша Семушкин ушкӑнне кӑшт кӑна ҫӗнтерейменни ҫинчен кала-кала парать.
13-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Санька та кун пек вӑхӑта ирттерсе ярас мар тесе шухӑшларӗ.
10-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Санька ушкӑнӗ выляса ярас патнех ҫитнӗ.
9-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951