Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ пӗррехинче унпа чылайччен калаҫрӑм, ҫак калаҫу мана нумайӑшне уҫса пачӗ.
XVI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
…Ӗнер кайса килнине чылайччен манас ҫук.
XVI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Пурте чылайччен киленсе пӑхрӗҫ ҫак илем ҫине, Шубин та пулин шӑпланчӗ, Зоя та шухӑша кайса тӑчӗ.Все долго и молча любовались видом; даже Шубин притих, даже Зоя задумалась.
XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Юлашкинчен Шубин унӑн пӳрнинчен ярса тытрӗ те, вӑл хытӑ чӑмӑртанипе Зоя нӑйкӑшса илчӗ, кайран та чылайччен аллине вӗрчӗ, ҫиленнӗ пек пулчӗ, Шубин ӑна хӑлхинчен тем пӑшӑлтатса пычӗ.
XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Инсаров кайсан, вӑл чылайччен ун хыҫҫӑн пӑхса юлчӗ.
XIV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Вӑл ҫитсенех питӗрӗнсе илчӗ, анчах унӑн пӳлӗмӗнче ҫурҫӗр иртсен те чылайччен хӑйӑ ҫути пулчӗ.Он тотчас заперся в своей комнате, но свеча горела у него далеко за полночь.
XII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Чылайччен ҫӳренӗ, каннӑ тата кирлӗ-кирлӗ мар ҫинчен калаҫнӑ хыҫҫӑн (Шубин пӗр иртсе ҫӳрекен темле шӑлсӑр мужикпе пӗр-пӗрин урлӑ сиксе каҫмалла та выляма хӑтланса пӑхрӗ, лешӗ вара господасем хӑйӗнпе кирек-мӗн тусан та пӗрехмай кулчӗ), ҫамрӑк ҫынсем «начар хупаха» ҫитрӗҫ.
XI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Уйрӑмах вӑл хӑй лартас тенӗ стена ҫумне вырнаҫман ҫыру сӗтелӗпе чылайччен тӑрмашрӗ; анчах Инсаров, хӑйӗн чӗмсӗррӗн ҫине тӑракан йӑлине пула, хӑй мӗн тӑвасшӑн пулнине турӗ-турех.
XI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Елена чылайччен Берсенев ҫинчен куҫне илмерӗ.
X // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Берсенев хӑйӗн ашшӗ ҫинчен Еленӑпа чылайччен калаҫрӗ.
X // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Увар Иванович поднос ҫинчен черккине майӗпен тытрӗ те, хӑй аллинче мӗн япала иккенне ӑнланса илеймен пек, чылайччен ун ҫине тинкерсе пӑхрӗ.
VIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Чылайччен пӑхрӗ вӑл аялтанах шӑвакан тӗксӗм пӗлӗт ҫине; унтан ура ҫине тӑчӗ, пичӗ ҫинчи ҫӳҫне-пуҫне вӑшт сулса каялла ячӗ, вара, хӑй те мӗншӗнне пӗлмесӗр, шӑна пуҫланӑ аллисене пӗлӗт еннелле тӑсрӗ; унтан вӑл аллисене усрӗ, вырӑнӗ ҫумне чӗркуҫленсе ларчӗ те, пичӗпе минтер ҫумне лӑпчӑнса, чӗрине капланса килнӗ туйӑмсене парӑнасшӑн мар пулса тем пек тӑрӑшсан та, чуна аптратакан темле тӗлӗнмелле вӗри куҫҫульпе макӑрса ячӗ.
VI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Катя вилни ҫинчен илтсен, Елена чылайччен хуйхӑрса пураннӑ, каҫсенче ҫывӑрса кайма пултарайман.Елена очень тосковала и долго по ночам заснуть не могла, когда узнала о смерти Кати.
VI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Елена киле таврӑнсан та чылайччен ыйткалакансем ҫинчен, турӑ ирӗкӗ ҫинчен шухӑшланӑ; хӑйне валли шӗшкӗрен туя туса, ун ҫине хутаҫ ҫакса, Катьӑпа пӗрле тухса тарасси ҫинчен, утмӑлтурат ҫеҫкисенчен ҫыхса тунӑ пуҫ кӑшӑлӗ пуҫне тӑхӑнса, ҫулсем тӑрӑх ҫӳресси ҫинчен шухӑшланӑ: Катя ҫавнашкал пуҫ кӑшӑлӗ тӑхӑннине Елена пӗррехинче курнӑ пулнӑ.
VI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Эпир чылайччен ларатпӑр, иртнисем ҫинчен калаҫатпӑр.
1961-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Картта ҫинче кӑтартнӑ узкоколейкӑна чылайччен шырарӑмӑр, анчах тупаймарӑмӑр.Долго искали какую-то узкоколейку, которая значилась на карте, но не нашли.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Каҫ еннелле, чылайччен ҫулсӑр-мӗнсӗр силленсе пынӑ хыҫҫӑн, эпир лайӑх автострада ҫине тухрӑмӑр та хамӑр куҫа хамӑр ӗненмерӗмӗр: пирӗн ума тем пысӑкӑш кӑтарту хӑми сиксе тухрӗ.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Машина чылайччен такӑр мар ҫулпа силленсе, унталла-кунталла ҫапкаланса пычӗ.Машина долго тряслась по неровной, разбитой дороге, подскакивая и вихляя на каждом метре.
1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Вӗсем тухса кайрӗҫ, эпир чӗлтӗр-чӗлтӗр улӑмлӑ хытӑ урайӗнче ҫывӑраймасӑр чылайччен ҫаврӑнкаласа выртрӑмӑр.Они вышли, а мы с ребятами еще долго крутились на жестком полу, еле прикрытом чахлой соломой.
1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Шофера ҫӗклесе тӑратса, чылайччен силлерӗмӗр, анчах вӑл йӑшӑлт та тумарӗ.
1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.