Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Молли, эсир ҫерҫи ӗрчететӗр-и?
X // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Вӗсене ниҫта вырнаҫтарма ҫуккипе, ҫӳлте сасӑсӑр ярӑнса ҫӳрекен хурчӑкан вичкӗн куҫӗсенчен тӗкӗсене тӑратнӑ ҫерҫи ҫапӑ купипе пӗр тӗслӗ пулса тӑнӑ пекех, пӗр муклашка пулса пӳрт ҫийӗнчи улӑмпа тата курӑкпа пӗрпек пулса, пӗчӗкленсе чӗрӗпле кукленсе пытанма май килменни пӗтӗм ӑша вӑркатса тӑрать.
VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Пӑртак тӑрсан, вӑл хӑвӑрт каялла кайма пуҫларӗ, анчах хайхи палламан ҫын, асӑрхаса хунӑ ҫерҫи ҫине кушак аҫи сиксе ӳкнӗ пекех, пӗр самантрах тӗм хыҫӗнчен сиксе тухса хура мӑйӗнчен аллисемпе ҫавӑрса та илчӗ.
II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Тепӗр минутран чул сарнӑ урама сикрӗ; калпаксӑр, револьверне шӑл хушшине хӗстернӗ, ҫерҫи тытма васкакан кушака аса илтерекенскер.
I. Тарни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 287–291 с.
Унтан кулса ячӗ, ҫерҫи тытнӑ арҫын ачан кӑмӑллӑ куллипе мана хул пуҫҫинчен перӗнчӗ.Потом засмеялся, тронув меня за плечо, с довольной улыбкой мальчика, поймавшего воробья.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 360–374 с.
Хӑй кӑтартнине ҫирӗплетсе Угестон Дарле жилет тӳминчен ярса тытасшӑнччӗ, ӑна чун илли Бурль портретне вутлӑ йӗрсемпе ӳкерсе кӑтартасшӑнччӗ, анчах пулас секретарь шлепкине ҫӗклесе тав турӗ те — сарлакан та хӑвӑрттӑн утса кайрӗ, Угестон вара сӑмси айӗнчен ҫерҫи вӗҫсе тарнипе аптӑранӑ кушак евӗр тӳпепе ҫӗре саланкӑрлӑн пӑхкаласа пуҫне мӑнаҫлӑн ҫӗклерӗ, сӑртсен хыҫӗнчен пӳртсен шӗвӗр тӑррисем курӑнакан Престидэй еннелле ҫул тытрӗ.
Чӗмсӗрлӗх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 267–275 с.
Маччари пӑтаран типсе кушӑрханӑ темиҫе калтапа ҫара ҫерҫи ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.С потолка спускалось несколько высохших ящериц и летучих мышей.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.
Вир пулсан, ҫерҫи те тутӑ, теҫҫӗ.
Ял кӳлли аслӑ // Василий Алентей, А. Андреев. «Капкӑн», 1962, 1№.
Оглоблин ӗнтӗ сарлака пичӗ ҫинче ҫерҫи ҫӑмарти пысӑкӑш кӑна курӑнакан ҫӑварне епле уҫнӑ ҫаплипех хытса тӑнине курса, хушса хучӗ:
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Улма лартмалла, тӗпсакайӗнче ҫерҫи ҫӑмарти пысӑкӑш паранкӑ пӗр витре пулинччӗ…
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Волков сӑмахӗ ҫерҫи мар.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Пӗр кайӑк, хуть ҫерҫи чӗриклетсе сасӑ паринччӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Анне, пӑх-ха, ҫерҫи!
Таркӑн // Николай Степанов. Чехов А. П. Таркӑн: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 16 с.
Апат-пӑтӑ пӗҫерме мӗн кирлине ял халӑхӗнчен пуҫтарнӑ, курак, ҫерҫи тытнӑ.Все, что нужно было для стряпни, было набрано у сельского населения, были пойманы грачи, воробьи.
Илтни, хам пӗлни... // Ӑсан Уҫӑпӗ. Алексеев, О. А. Савнӑ енӗм, тӑван ялӑм — Санькасси. — Кӳкеҫ: издательство ҫурчӗ, 1999. — 26 с.
Сӳнсе пыракан ӗнтрӗк ҫутине икӗ ҫара ҫерҫи вӗҫсе тухрӗҫ, вӗсем Агриппина пуҫӗ тӗлӗнче ҫавӑрна-ҫавӑрна, аннӑҫемӗн аялалла анаҫҫӗ.Две летучие мыши появились в тускнеющей заре, закружились — все ниже и ниже — над головой Агриппины.
9 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Сӑмах вӑл ҫерҫи мар, тухса кайсан — тытаймастӑн.
Ку вӑл шӑматкун, июнӗн вуниккӗмӗшӗнче, Бакхорвари суту-илӳ вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Ҫапла, сӑмахран, лашасемпе вӑкӑрсем унта тӑватӑ е пилӗк дюймран ҫӳлӗ пулмаҫҫӗ, сурӑхсем пӗр дюйм ҫурӑран ҫӳлӗ мар, хурсем ҫерҫи пысӑкӑш.
Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Туйӑнать ҫеҫ пулмалла ҫав, мӗншӗн тесен паян яланхинчен хытӑрах шавлаҫҫӗ: сасӑсем те, ура айӗнчи хӑйӑр та, ҫерҫи чӗриклетни те.
XXXVIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Унӑн пит-куҫӗ пӗчӗккӗ, куҫӗсем сарӑ, ҫӳҫӗ куҫхаршинчен пуҫланса каять, сӑмси шӗвӗр, хӑлхисем пысӑк, вӗсем, ҫара ҫерҫи ҫуначӗ пекех, витӗр курӑнаҫҫӗ, сухалне икӗ эрне каярах хырнӑ тейӗн, вӑл нихӑҫан та унран вӑрӑмрах та, кӗскерех те пулмасть.
Кӗрен шыв // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 29–38 с.
Чӳречерен хӗрлӗ ҫӳҫлӗ жид карӑнса пӑхрӗ; лаппӑшпех хуратутлӑ пулнӑран унӑн пичӗ ҫерҫи ҫӑмарти пек курӑнать; вӑл ҫавӑнтах ӑнланмалла мар сӑмахсемпе Янкельпа калаҫма пикенчӗ, Янкель вара ҫийӗнчех ун картишне кӗрсе кайрӗ.
XI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.