Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

яштака the word is in our database.
яштака (тĕпĕ: яштака) more information about the word form can be found here.
Владимир Сергеевич яштака кӗлеткеллӗ качча кӑмӑллӑн пӑхса илчӗ.

Help to translate

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Нимӗн те калаймӑн, хитре, яштака каччӑ.

Help to translate

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Яштака кӗлеткеллӗ Гавриловӑн хӑмӑр куҫӗсенче темӗнле хӗлхем ялкӑшса илчӗ.

Help to translate

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Сап-сарӑ ҫӳҫӗ, йӗпеннипе пулас, ытти чухнехинчен кӑшт тӗксӗмреххӗн курӑнать, акӑ вӑл, патвар та яштака кӗлеткеллӗскер, хӗрсем патне пырса вӗсене алӑ тытса тухрӗ.

Help to translate

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Хӳме ҫумӗнчен яштака пӳллӗ, сарлака хул-ҫурӑмлӑ ҫын уйрӑлчӗ те Виктора хулӗнчен тытрӗ.

От забора отделился стройный широкоплечий человек и взял Виктора под руку.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӑл яштака пӳллӗ, тӗреклӗ хул пуҫҫиллӗ, йӑмӑх хура ҫӳҫӗ кӑштах кӑтраланса тӑрать, хура куҫӗсем кӑвар пек ялкӑшаҫҫӗ.

Help to translate

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ҫак яштака пӳ-силлӗ, ҫуткам сӑнлӑ каччӑ паян темшӗн уйрӑмах хаваслӑ.

Help to translate

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Акчуров — яштака пӳ-силлӗ, ҫуткам сӑнлӑ каччӑ.

Help to translate

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Сенкер вӑрӑм платье тӑхӑннӑ яштака пӳллӗ, сарӑ вӑрӑм ҫиветлӗ хӗр Куккук пулас; вӑл, хӳхӗмскер, аллисене меллӗн авкаласа, ҫинҫе пилӗклӗ кӗлеткине енчен-енне тайӑлтарса, мӑнаҫлӑн ярӑнса ташлать.

Help to translate

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Вӑл яштака пӳллӗ, тӗксӗмрех ҫӳҫлӗ; кулли унӑн илемлӗ, тен, кӑшт пылаклӑрах та пуль.

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Коля яштака кӗлеткеллӗ, ҫаврака питлӗ, пысӑк куҫлӑ чипер каччӑ.

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Пирӗн чӑваш ҫӗр-шывӗнчи юмансем хӑйсен яштака илемлӗ ҫӳллӗшӗпе, хулӑмӑшӗпе — чи хаклӑ йывӑҫ.

Help to translate

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

Вунӑ сехет ҫитсен, виҫӗ милиционерпала вӑтам пӳллӗ, сарлака та ҫирӗп кӗлеткеллӗ ҫынна тата ҫӳллӗ, яштака, хура сӑнлӑ ҫамрӑка илсе кӗчӗҫ.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Чи малтан яштака пӳллӗ каччӑ: — Мана икӗ хут Иван тесе чӗнеҫҫӗ. Пӗчӗкрен ҫак вӑрмана «саплама» юратакан, ялти клуб «пуҫлӑхӗ», — терӗ, астармӑш хӗрарӑм пек хуҫкаланса.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Халӗ мӗнле яштака, илемлӗ вӑл!

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Лешсене, куштанраххисене, пӑхатӑп та, ара ачи пӑхса тӑранмалла мар, илемлӗ, яштака, сӑпайлӑхӗ вара пачах ҫук.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Петр Семенович Кулькка арӑмне, хӗр пекех ҫинҫе пилӗклӗ те яштака Наҫтука, упӑшкине шыраттарма илсе тухрӗ.

Help to translate

Пӗр тенкӗ // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 102–105 с.

Килхушшинчи пысӑках мар юман каска умӗнче яштака пӳллӗ, хура кӑтра ҫӳҫлӗ ҫамрӑк арҫын тӑрать.

Help to translate

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

— Ку кивҫен памалли мар, — тесе пӳрте кӗрет те пӗр яштака хӗре ҫавӑтса тухать.

Help to translate

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Яштака та маттур, хӑйне хӑй никама пӑхӑнманла тытакан каччӑ тӑнине курсан: «Ашшӗ евӗрех!» — ирӗксӗртен ҫуйланса шухӑшларӗ.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed