Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Санаторинчен таврӑнсассӑн эпӗ тискер кайӑк пек вӗренетӗп (вӑл Шура каланӑ сӑмаха персе янипе кулса илчӗ), ҫулла та вӗренетӗп.
Киле! // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
— Эпӗ хамӑр ачашӑн — халӗ Тамплере тертленекен корольшӑн — вӗсен ачисене ҫунтарса янипе тавӑртӑм.— Я отомстил; пусть их дети поплатятся за наше дитя — за нашего короля, заточенного в Тампле.
ХIII. Палач // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Жоржетта та пиччӗшсем пекех тӑвасшӑнччӗ, анчах урине сулса янипе вӑл каялла кайса ларчӗ.Жоржетта тоже пнула, но от усилия не устояла на ногах и упала; вернее села на пол.
VI // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Вунпиллӗкмӗш ӗмӗрте, синьорсем пуҫарса янипе, ҫынсене каса-каса вӗлерни, вунулттӑмӗшпе вунҫиччӗмӗш ӗмӗрсенче — тӗн вӑрҫисем, вунсаккӑрмӗшӗнче — ҫынсем ҫине тапӑнма вӗрентнӗ вӑтӑр пин йытӑ — акӑ мӗнле сӑлтавпа халӑх вӑрманта пытанса пурӑнма авантарах тесе шутланӑ.
II. Ҫынсем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Хумсем карапа хыҫал енчен ҫӗклесе янипе, каронада палуба тӑрӑх кусса кайнӑ та тӳрех ҫынсем ҫине пырса кӗнӗ, тӑватӑ ҫынна ҫавӑнтах лапчӑтнӑ, унтан, карап хӑяккӑн тайӑлнипе чалӑшса, тепӗр еннелле варт! ҫаврӑннӑ та пиллӗкмӗшне ҫурмаран татса кайнӑ, сулахай борта пырса ҫапӑнса туппа лафет ҫинчен сирпӗтсе антарнӑ.
IV. Вӑрҫӑ хӑрушлӑхӗсем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Павел ӑшшӑн кулкаларӗ, Андрей та, шӑлне ҫутатса, пуҫӗпе сула-сула илчӗ; вӗҫем кулнипе, сӑнӗсем хаваслӑ пулнипе, вӗсем ҫак тӑкӑскӑ йывӑр шӑплӑха хускатса янипе залра темле ҫутӑрах, уҫӑрах пулса тӑчӗ.
XXIV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Андрей каласа пӗтерчӗ, анчах Прохарченко, хӑйне Андрей хӗрӳлӗхӗ уҫӑлтарса янипе тата чун-чӗрене пымалла татӑклӑ сӑмахсем калама вӑй панипе, Андрей сӑмахне ярса илсе малалла тӑсрӗ:
4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Сирӗн шурӑ террора хирӗҫ эпир хӗрлӗ террор пуҫласа янипе ответ паратпӑр.
3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Хӑйӗн ҫулпуҫӗсене вӗлерме тапӑннине хирӗҫ рабочи класс хӑйӗн речӗсене татах та тачӑрах пӗтеҫтернипе ответ парӗ, революцин мӗнпур тӑшманӗсене хирӗҫ массӑллӑ террор пуҫласа янипе ответ парӗ.
1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Вӑл, хӑйне хӑй тӑп-тӑп тыткаланипе, тӳп-тӳрӗ утса ҫӳренипе, шпора ҫыхса янипе тата аллине саламат тытнипе, Андрее леш тӗнчерен куҫса килнӗ ҫын евӗрлӗ туйӑнчӗ.
8 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Ку вӑл кашкӑра сурӑх картине кӗртсе янипе пӗрех вӗт.
2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Хӑй калакан ҫынсем мӗнлерех пулнине кӑтартас тесе, тӗрлӗ майлӑ паллӑсемпе, алсене вылятнипе, тӗрлӗ сасӑпа е ура ҫине сике-сике тӑрса, сӑмахӗсене сасартӑках кула-кула янипе, хӑй пуҫне килсе кӗрекен ҫӗнӗ те ҫӗнӗ ӗҫсене аса илнипе чарӑна-чарӑна каласа пачӗ.
5. Килте // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Анчах усаллӑх та, чура ҫыннӑн тӗттӗм, суккӑр усаллӑхӗ те, ҫӗлен пек чашкӑрчӗ, хӑй ҫине ӳкнӗ ҫутӑ пӑлхатса янипе, хаяррӑн вӑрҫса авкаланчӗ.
XXVII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Йӑвашшӑн, унтан, ҫапла кӑтартса янипе аташас ҫук-ха тесе шутланӑ пуль ӗнтӗ, хӑйӗн васкавлӑ ӗҫӗпе таҫталла чупса кайнӑ, Матвейӗ шухӑшлакаласа тӑнӑ, каялла пӑхса илнӗ, ҫывӑхри ҫурт патне пырса шӑнкӑртаттарнӑ.
XVI // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Ну, тетӗп, мӗн пулать те мӗн килет, хальхинче пӗтӗм чӑнлӑха пӗр пытармасӑр каласа паратӑп; кун пек туни тар пички ҫине ларса ӑна, ӑҫталла ыткӑнтарса ярать-ха тесе, вылямалла хыптарса янипе пӗрех пулин те, ҫапла йышӑнтӑм эпӗ.
Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Джон Мангльс ӑнсӑртран кӑшкӑрса янипе пурте ҫавӑрӑнса пӑхрӗҫ.Внезапно возглас Джона Мангльса заставил всех его спутников обернуться.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Цивилизациленнӗ ҫӗршывсенчи пекех, туземецсем ӗҫе митингсемпе пуҫланӑ та пӑлхав пуҫарса янипе пӗтернӗ.Как это водится и в цивилизованных странах, туземцы начали с митинга и кончили восстанием.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
— Ассенизаци обозӗнче! — ҫапла ответлерӗ те, лешсем ахӑлтатса янипе ирӗксӗрех кӑрт сиксе илчӗ.— В ассенизационном обозе! — и невольно вздрогнул от их хохота.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Вӑл куҫӗсене уҫрӗ те, ҫутӑ шарса янипе вӗсене ҫавӑнтах каялла хупса хучӗ.Он открыл глаза, но тотчас же, ослеплённый светом, закрыл их…
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Анчах паруссем парса тӑракан тӗрекне ҫухатнӑ яхтӑна хумсем темиҫе тӗрлӗ ҫавӑрттарса ыткӑнтарса янипе мачтӑсем каллех тӗшӗрӗлсе анаҫҫӗ темелле.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.