Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

карт the word is in our database.
карт (тĕпĕ: карт) more information about the word form can be found here.
Чечек карт! туртрӗ чӗлпӗре — Ут вырӑнта чӗвенчӗ, хытрӗ.

Help to translate

XXIV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ах, ҫамрӑк, сисӗмлӗ чӗре, Мӗн-ма сасартӑк карт! хускалтӑн, Хӑвна тытса чарма эс мантӑн, Ма иментертӗн-ха хӗре?

Help to translate

XVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Кавруҫ карт! туртрӗ чӗлпӗре: Тихи ун ыткӑнчӗ мала.

Help to translate

V // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Галимджан карт туртӑнчӗ, каялла тайӑлчӗ, унтан, хӑйӗнчен пысӑк Мӗтрие ҫӑмӑллӑн ҫеҫ пуҫ урлӑ каҫарса, ун ҫине хӑпарса выртрӗ.

Help to translate

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Мӗтри ӑна карт туртсанах Галимджан тӑлпӑвӗпе пружина евӗр хытса тӑрать, хускану ҫине ҫав тери хӑвӑрт хусканупа ответлет.

Help to translate

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫапла каларӗ те Липа, челпӗрне карт туртса, утне юртӑпа малалла хӑваларӗ.

Help to translate

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Чӗре хыттӑнах карт! турӗ.

Help to translate

13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӑрса ывӑлӗ алӑри чӗлпӗрне кӑрт та карт турткаласа илет — килне часрах ҫитесшӗн пулас.

Help to translate

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тукай чӗлпӗрне карт! туртрӗ те сиккипе килнелле вӗҫтерчӗ.

Help to translate

12. Ҫул хӗрринчи йывӑҫ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ӑҫта ман Нухрат? — ӑна кӑкӑртан ярса илсе хӑйӗн ҫинелле карт! туртрӗ мӑрса.

Help to translate

9. Юлашки ҫуна ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эльгеев Катьӑна хулран тытнӑччӗ, анчах хӗр килӗшмерӗ, карт туртӑнчӗ те малалла чупса кайрӗ.

Help to translate

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Мӗн пулнӑ? — карт сикрӗҫ пӑлхавҫӑсем.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Хӗр аллине карт! туртса илчӗ.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Кайрӑмӑр, — чӗлпӗрне карт! туртрӗ Нияз.

Help to translate

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Нухрат хура тур ут ҫине никам пулӑшмасӑрах утланса ларчӗ те чӗлпӗре карт туртрӗ.

Help to translate

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Куҫ хывнӑ хӗрӳ пур, анчах ӑна эсӗ качча илейместӗн, ака, карт кӑтартать.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Акӑ каҫатӑп! — тет Сӳхепи, анчах лаши калла карт чакать, Сӳхепи лаши пуҫӗ урлӑ шыва ыткӑнать.

«Переплыву!» — повторяет Сюхеби, но лошадь вдруг резко осела, и Сюхеби летит через ее голову прямо в воду.

VI // Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫырнисен пуххи. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 355 с. — 162-177 c.

Мӗн пӗчӗкренпех арҫын ачасем хушшинче вӑл утаман пулнӑ, хусах ҫулне ҫитсен, картла выляс ҫӗрте Сашшӑран хӗрӳлли пулман: мӗнле карт хыҫҫӑн мӗнлескер килессине вӑл витӗр пӗлсе тӑнӑ.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Икӗ карт кӑна илнӗ ҫын вунулттӑпа ларать-и?

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Мӗнле карт илнӗ-ши?

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed