Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

анлӑрах (тĕпĕ: анлӑ) more information about the word form can be found here.
— Пӗрлешӳ пире ҫунатсене тата та анлӑрах сарма май пачӗ.

- Объединение позволило нам ещё шире расправить крылья.

Иртнӗ ҫулла... // Анатолий АБРАМОВ. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

«2010 ҫулта унта ӗҫсем чарӑнсах ларнӑччӗ. Эпӗ банк ертӳҫисемпе пӗрре кӑна мар курнӑҫнӑ — ӗҫ-пуҫа йӗркелеме пултартӑмӑр. ВТБ ҫухатӑвӗ те пысӑк пулмарӗ. Куншӑн тавах. Халӗ Ҫӗнӗ хулара строительсем ӗҫлеҫҫӗ, ҫитес ҫулсенче Шупашкар Ҫӗнӗ Шупашкарпа та пӗрлешӗ. Чӑн та, администраципе территори чикки юлӗ — Шупашкарсем пӗрлешес кӑмӑллӑ пулин те химиксен хулинче пурӑнакансем хирӗҫлерӗҫ. Пӗрлешнӗ-тӗк — 600 пин ҫынлӑ хула пулатчӗ, пысӑкрах хулан вара майӗсем те анлӑрах».

Help to translate

ВТБ Чӑваш Енпе ӗҫлессине анлӑлатма хатӗр // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Ачасем валли те, вӗрентекенсем валли те курссем ирттеретпӗр — пӗр-пӗр профессие анлӑрах пӗлме май параҫҫӗ вӗсем.

Help to translate

Андрей Александров: Вӑхӑтпа тан утсан ӑнӑҫу пулатех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Манӑн куракансемпе сывпуллашнӑ май анлӑрах хускану тумаллаччӗ, мӗншӗн тесен камера инҫетреччӗ.

Я, прощаясь со зрителями, должен делать широкое движение, потому что камера далеко.

Станислав Садальский: «Взятка илекен тухтӑрсене питлеместӗп» // Ольга САБУРОВА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

2. Калне хулине ҫитӗр те пӑхӑр, унтан аслӑ Емаф хулине кайӑр, кайран филистимсен хулине Гефа анӑр: ҫак патшалӑхсенчен лайӑхрах мар-и вӗсем? вӗсен ҫӗрӗсем сирӗн ҫӗрӗртен анлӑрах мар-и?

2. Пройдите в Калне и посмотрите, оттуда перейдите в Емаф великий и спуститесь в Геф Филистимский: не лучше ли они сих царств? не обширнее ли пределы их пределов ваших?

Ам 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Кайран кӑнтӑр патши вӑйланса кайӗ, анчах унӑн аслӑ ҫарпуҫӗ унран вӑйлӑрах пулса тӑрӗ те тата анлӑрах ҫӗрсене ярса илӗ.

5. И усилится южный царь и один из князей его пересилит его и будет владычествовать, и велико будет владычество его.

Дан 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

30. Малтанхи этем ӑна тӗпӗ-йӗрӗпе пӗлсе ҫитереймен; ӑна кайранхи этем те тӗпчесе ҫитереймӗ: 31. унӑн шухӑшӗсем тинӗсрен те анлӑрах, унӑн канашӗсем тӗпсӗр тарӑнӑшран та тарӑнрах.

30. Первый человек не достиг полного познания ее; не исследует ее также и последний; 31. ибо мысли ее полнее моря, и намерения ее глубже великой бездны.

Сир 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Унӑн виҫи ҫӗртен те вӑрӑмрах, тинӗсрен те анлӑрах.

9. Длиннее земли мера Его и шире моря.

Иов 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed