Шырав
Шырав ĕçĕ:
9. Анчах Фекоя хӗрарӑмӗ патшана татах та каланӑ: патша хуҫамӑм, айӑпӗ мана тата ман аттем килне пултӑр, патшапа унӑн килӗ айӑплӑ мар, тенӗ.
2 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Кайран Давид ҫакӑн ҫинчен илтнӗ те каланӑ: Нир ывӑлӗ Авенир юнӗшӗн эпӗ те, ман патшалӑхӑм та Ҫӳлхуҫа умӗнче ӗмӗрне те айӑплӑ пулас ҫук; 29. айӑпӗ Иоав пуҫӗпе ун ашшӗн килӗ ҫине ӳктӗр; Иоав килӗ нихӑҫан та вӑрлӑхӗ юхса ҫӳрекен ҫынсӑр е тилҫе ернӗ ҫынсӑр, е туяпа ҫӳрекенсӗр, е хӗҫрен пуҫ хуракансӑр, е ҫӑкӑрсӑр аптӑракансӑр ан пултӑр, тенӗ.
2 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Айӑпӗ Ионафанпа Саул ҫинче пулнӑ, халӑх тӳрре тухнӑ.
1 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Саул каланӑ: эй Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри! [мӗншӗн-ха Эсӗ паян Хӑвӑн чуруна хуравламарӑн? ҫавӑн айӑпӗ манра-ши е Ионафан ывӑлӑмра-ши? эй Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри!] паллӑ парсамччӗ.
1 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫӳлхуҫа Турру, хӑвӑн аҫусене тупа тунӑ пек, ҫӗрӳн чиккисене сарса аҫусене пама пулнӑ пӗтӗм ҫӗре сана парсассӑн, 9. эсӗ паян эпӗ хӑвна мӗн ӳкӗтлесе каланине, ҫак пӗтӗм ӳкӗте, пурӑнӑҫласа тӑма, хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна юратса пурӑнма, ӗмӗр тӑршшӗпех Унӑн ҫулӗпе ҫӳреме тӑрӑшсассӑн, ҫав виҫӗ хула ҫумне тата виҫӗ хула хуш, 10. ҫапла Ҫӳлхуҫа Турру хӑвна еткерлӗхе паракан ҫӗрӳ ҫинче айӑпсӑр ҫыннӑн юнӗ ан тӑкӑнтӑр, сан ҫинче юн [айӑпӗ] ан пултӑр.
Аст 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫана, хӑвӑн Турруна, эсӗ айӑпӗ е урӑх мӗнле те пулин кӑлтӑк пур вӑкӑр е сурӑх ан кӳр: Ҫӳлхуҫашӑн, санӑн Туррушӑн, вӑл йӗрӗнчӗк ӗҫ пулӗ.
Аст 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Кам та пулин сӑмах панипе е тимлӗ пулнипе [е хӑвӑр уявӑрсенче] Ҫӳлхуҫана канӑҫлӑх парни — шултӑра выльӑх е вак выльӑх — кӳрет пулсассӑн, парни Турра юрӑхлӑ пултӑр тесессӗн, унӑн парни айӑпсӑр пулмалла: унӑн пӗр кӑлтӑк та пулмалла мар; 22. суккӑр выльӑха е аманнине, е чӑлаххине, е чирлине, е кӗсен-ҫӑпанлине, е кукшаллине — ҫакӑн евӗрлисене Ҫӳлхуҫана ан парӑр, вӗсене Ҫӳлхуҫанӑн парни вырӑнӗ ҫинче парне кӳме ан парӑр; 23. пӑрупа путекӗн урисем виҫесӗр вӑрӑм е кӗске пулсассӑн, вӗсене тимлӗ пулнипе кӳрекен парне пек кӳме пултаратӑн; сӑмах панипе кӳрес пулсассӑн, ку парне вара Турра юрӑхлӑ мар; 24. выльӑхӑн ҫӑмарти йӗкелӗсем лапчӑннӑ, аманнӑ, татӑлса ӳкнӗ е вӗсене касса илнӗ пулсассӑн, ӑна Ҫӳлхуҫана ан кӳрӗр, хӑвӑр ҫӗрӗрте ҫакна ан тӑвӑр; 25. хӑвӑр Туррӑра парне кӳмешкӗн ҫакӑн пек выльӑха ют ҫӗр ҫыннисенчен те ан туянӑр, мӗншӗн тесессӗн вӗсен кӑлтӑкӗ-сиенӗ пур, вӗсен айӑпӗ пур; вӗсем сире ырӑлӑх кӳреймӗҫ, тенӗ.
Лев 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. кам та пулин ҫылӑха кӗрсессӗн, Ҫӳлхуҫа умӗнче йӗркесӗр ӗҫ тусассӑн, хӑйне шанса панине е хӑй патне хунине, е хӑй вӑрланине йӑхташӗ умӗнче тунсассӑн, е йӑхташне улталасассӑн, 3. е тата ҫухатнӑ япалана тупса унран тунсассӑн, е, суя тупа туса ҫылӑха кӗрекен ҫын пек, пӗр-пӗр ӗҫ тӗлӗшӗнчен суйса тупа тусассӑн, 4. ҫапла ҫылӑх туса айӑпа кӗрсессӗн, мӗн вӑрланине е мӗн туртса илнине, е хӑйне шанса панине, е хӑй тупнӑ япалине тавӑрса патӑр; 5. е мӗн ҫинчен те пулин суя тупа тунӑ пулсассӑн, вӑл пӗтӗмпех тавӑрса патӑр, ун ҫумне тата унӑн пиллӗкмӗш пайне хушса, япали камӑн пулнӑ, ҫав ҫынна ӳкӗнӗҫ парни кӳнӗ кун патӑр; 6. хӑйӗн айӑпӗшӗн Ҫӳлхуҫана ӳкӗнӗҫ парни кӳмешкӗн священник патне сурӑх кӗтӗвӗнчен, эсӗ хак хунӑ тӑрӑх, айӑпсӑр путек илсе пытӑр; 7. священник ӑна Ҫӳлхуҫа умӗнче тасатӗ, вара вӑл кирек мӗн тунӑ пулсассӑн та, унӑн айӑпӗ пӗтӗмпех каҫарӑнӗ, тенӗ.
Лев 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Кунта ман шутпа республикӑн хальхи пуҫлӑхӗсен айӑпӗ те кӑштах пур.Здесь по моему мнению есть маленькая вина и нынешних руководителей республики.
Чӑваш ялавӗ е минретӳ политики // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/blogs/comments/2664.html