Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хирӗҫҫисен картишӗнче автан авӑтса ячӗ.
XV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Юлашкинчен инҫетри станицӑра пӗрремӗш автан авӑтни илтӗнсе кайрӗ, ун хыҫҫӑн тепӗр автан тӑсарах авӑтса ячӗ, ӑна итлесе ыттисем те шарлаттарса авӑтма пуҫларӗҫ.
VIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Хӑй ҫӑм миххисем ҫинче марри, йӗри-тавра типӗ пулни, мачча ҫинче аслати авӑтса ҫиҫӗм ҫиҫменни уншӑн темле питӗ тӗлӗнмелле япала пек туйӑнса кайрӗ.Ему казалось странным, что он не на тюке, что кругом всё сухо и на потолке нет молний и грома.
VIII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Аслати авӑтса аҫа ҫапни ту хушшинче ян та ян каять.
XXXVII. Икӗ юханшыв // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Тулта пирвайхи автансем авӑтса ячӗҫ.
XII. Симӗс енчӗк // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Автансем иккӗмӗш хут та авӑтса ячӗҫ, тӗрӗксем ҫаплах курӑнмарӗҫ-ха.
ХХХIII. Ҫӗнтерекенсем ҫӗннисене хӑналаҫҫӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Автан пӗрремӗш хут авӑтса ярсан, пӗр пӗчӗк ушкӑн ҫак лӑпкӑн ҫывӑракан ялтан хирелле тухса уттарчӗ.Пропели первые петухи, и маленький отряд, покинув спящую деревню, вышел в поле.
ХХХIII. Ҫӗнтерекенсем ҫӗннисене хӑналаҫҫӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Таҫта пӑру мӗкӗрсе илчӗ, хутор вӗҫӗнче йытӑсем хӑр-хар туни илтӗнчӗ, кӳршӗре, сехет шутне ҫухатса, автан ыйхӑ тӗлӗшпе вӑхӑтсӑр авӑтса ячӗ.
XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Алӑкран ура ярса пуссанах вӑл: «Ваше благороди, инкек!..» — теме ҫеҫ ӗлкӗрчӗ, ҫав самантрах, ҫӗрле аслати авӑтса, ҫиҫӗм ҫиҫнӗ чухнехи пек, хӑй ҫине тӗлленӗ наган кӗпҫине, Половцевӑн малалла каҫӑртнӑ пысӑк янахне, унӑн пачах мӑчлатман ҫивӗч куҫне, койка ҫинчи Лятьевскин тирпейсӗр кӗлеткине курчӗ.
XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫывӑхрах путене авӑтса ячӗ.
XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вӑл савӑнӑҫлӑ, янӑравлӑ тенорпа авӑтса ярать, ҫамрӑк, службӑра хытӑ тӑрӑшакан ротӑ командирӗ пекех; ӑна хирӗҫ Агафон Дубцов кил картинчен хулӑн саслӑ автан полковник баритонӗпе сасӑ парать; унтан пӗтӗм хутор ҫинче пилӗк минут хушши автансен сасси пӗр чарӑнми кӗрлесе тӑрать, пуринчен кайран вара, ыйхӑ тӗлӗшпе мӑкӑртатса, кашта ҫинче ҫуначӗсене хӑватлӑн ҫапса, Майданниковсен хӗрлӗ те мӑнтӑр автанӗ — хуторти чи ватӑ автан генералӑн тытӑннӑ сасӑллӑ хӑйӑлти басӗпе хӑлхана ҫурас пек янӑратать.
IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Автансем авӑтса ячӗҫ, тухӑҫ ҫуталса киле пуҫларӗ, ирхи шуҫӑм ҫути чӳрече хушӑкӗсенчен хӗсӗнсе кӗчӗ.Прокричал петух, на востоке посветлело, и вскоре в оконную щель проник серебристый утренний луч.
Ыран // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 37–45 стр.
Ҫӗрӗ-ҫӗрӗпех вӑл, автансем авӑтса яричченех, хӑйӗн пӗчӗк пӳлӗмӗнче ларать, темскер ҫырать, химически кӑранташпа темле карттӑсем ӳкерет, вулать.
23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Тытӑнчӗҫ, тытӑнчӗҫ! — Федя сиккелесе автанла авӑтса ячӗ, сасси те ун ҫав тери хытӑ, пӗрре те автан сасси пек тухмарӗ, кӗҫех пӗтӗм чӑхсене хӑратса пӗтерчӗ.
35-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Шӑп ҫак самантра, Санька илсе килнӗ хура-хӑмӑр автан, пӗр нӑрра сӑхса илчӗ, теприне сӑхрӗ, унтан пуҫне каҫӑртса, ҫӗнӗ вырӑнта мӗнпе ырӑ курмалли пуррине пӗлтересшӗн пулнӑ пекех, авӑтса ячӗ.
35-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кӗҫех автансем те авӑтса ячӗҫ.
34-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Эпир халех утӑ ҫулма каятпӑр, — юрланӑ пек сасӑпа пӗлтерчӗ вӑл Феньӑна: хӗрачасемпе арҫын ачасене те халӗ ӗнтӗ питӗ ир тӑма лекет, автан авӑтса ярсанах.
19-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Чухлатӑп, шӑпчӑкӑм, чухлатӑп! — Захар, хӑй ҫитмӗл ҫула ҫитнине манса, шӑпчӑк сассине хирӗҫ тӑмана пек кӑшкӑрса ячӗ, Федя каҫхи кайӑк сассине пачӗ, старик саркайӑк пек ҫинҫен те ачашшӑн шӑхӑрчӗ, ача куккук пек авӑтса илчӗ.
7-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫавӑн чухнехи пӗлӗтех кӑвак тӳпере ишнӗ пек, ҫавӑн чухнехи ҫилех чӳречерен вӗрсе ун ҫӳҫӗпе вылянӑ пек, Обломовкӑри индус автанӗ чӳрече айӗнче авӑтса ҫӳренӗ пек туйӑнать ӑна.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл унти ҫынсене илемлӗ авӑтса килентерет: ҫавӑнпа та ӗнтӗ, кашни килте тенӗ пекех, ҫипрен тунӑ читлӗхре путене усраҫҫӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956