Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Фролов (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Ӑна чӗркесе хӑюпа ҫыхса хунӑ, Черепанов ӑна салтса сӳтесшӗнччӗ, анчах Фролов ирӗк памарӗ.

Оно было свернуто и перевязано тесемкой, Черепанов хотел распустить его, но Фролов не позволил.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Фролов штабӗ иккӗмӗш кун ӗнтӗ Усть-Паденьгӑпа Ҫӳлту хушшинчи пӗр ялта тӑрать.

Штаб Фролова уже второй день находился в деревне, расположенной между Усть-Паденьгой и Высокой горой.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

— Чӗн, — терӗ ӑна хирӗҫ Фролов, кӑмӑлсӑр пулнӑ пек.

— Зови, — словно нехотя ответил Фролов.

6 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Каятӑн!.. — терӗ Фролов.

Идешь! — сказал Фролов.

6 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Леля Фролов ҫине лӑпкан пӑхать, вӑл ҫамкипе сӑмси таврашӗнчи ӳтне пӗркелентернӗ.

Глаза Лели смотрели на него спокойно, на лбу и около носа собрались морщинки.

6 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Халӗ Леля ҫине тинкерсе пӑхса, Фролов шухӑша кайрӗ: ҫак пӗчӗк те тӗрексӗррӗн курӑнакан хӗр кун пек ӗҫе тума мӗншӗн шӑпах та хӑйне суйласа илнине, вӑл мӗншӗн урӑхла тума пултарайманнине ӑнланать-ши?

Напряженно всматриваясь сейчас в лицо Лели, Фролов думал: понимает ли эта маленькая и слабая на вид девушка, почему выбор пал именно на нее, почему он не может поступить иначе?

6 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

— Янӑ пулӑттӑм, — терӗ Фролов.

— Послал бы, — сказал Фролов.

6 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Эпӗ коммунист вӗт, Фролов юлташ.

Я же коммунистка, товарищ Фролов.

6 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Фролов чӳрече патӗнче чарӑнса тӑчӗ.

Фролов остановился у окна.

6 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Фролов нимӗн те чӗнмесӗр пӳлӗм тӑрӑх утса ҫӳрет.

Фролов молча прошелся по комнате.

6 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

— Ларӑр, — пуҫне сулса кӑтартрӗ Фролов пӳлӗм варринче ларакан пӗртен-пӗр пукан еннелле.

— Садись, — кивнув на стоявший посреди комнаты единственный стул, сказал Фролов.

6 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Фролов хыҫҫӑн пӳлӗме кӗрсен, Леля Любӑна курчӗ.

Войдя вслед за Фроловым в комнату, Леля увидела Любу.

6 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Фролов ҫаврӑнчӗ те аякра тӑракан Егоровӑна курах кайрӗ.

Фролов обернулся и увидел стоявшую в сторонке Лелю.

5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Черепанов аллине хытӑ чӑмӑртаса, пурне те ӑнӑҫу сунса, Фролов пӳрт умне улӑхрӗ.

Крепко пожав руку Черепанову и пожелав всем успеха, он поднялся на крыльцо.

5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Фролов пӗр самантлӑха чарӑнчӗ; унӑн куҫӗ умне Вагӑн шырланлӑ ҫыранӗ хӗрринчи юр ӑшӗнче упаленсе пыракан ҫынсем тухса тӑчӗҫ.

Фролов на мгновение умолк, словно увидев перед собой людей, ползущих по снежному обрывистому склону Ваги.

5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Пӳрт умне Фролов тухрӗ.

На крыльцо вышел Фролов.

5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

— Ах, кунта иккен эсӗ, — терӗ ун ҫине пӑхса илсе Фролов.

— Ах, ты здесь, — взглянув на нее, сказал Фролов.

5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Кун каҫиччен Фролов ҫав тери ывӑнса ҫитрӗ, унӑн сӑн-пичӗ те хура тӗслӗ курӑнать.

Фролов так устал за день, что лицо его казалось черным.

5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Фролов сӗтел ҫинче ҫунса ларакан ҫуртасен ҫутинче хӑйне Драницын панӑ хутсене вулать.

Фролов при свете горевшей на столе свечки читал бумаги, поданные ему Драницыным.

5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ҫак вӑхӑтра Фролов Вага ҫинчен чӗнсе илнӗ ҫӗнӗ батальон, таракан интервентсен ҫулне пӳлес тесе, Усть-Паденьга тылне кӗрсе кайрӗ.

К этому времени вызванный Фроловым с Ваги свежий батальон зашел в тыл Усть-Паденьге, чтобы перерезать отступающим дорогу.

5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed