Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ухтивана (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Тырӑ хушшипе утакан курак хӑйне палласа пуҫне сулнӑн туйӑнать Ухтивана, хирӗҫ килекен хӗр те вӑл таврӑннипе савӑнса кулать иккен.

Грач приветливо кивнул ему головкой, встречная девушка улыбнулась, — конечно, ему…

Юлташсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кӗпҫе кӑларнӑ ыраш анисем, чӗлтерти сапаланчӑк ҫур тырри пусси, ура тӑли пек пӗчӗк ҫаран лаптӑкӗсем — пӗтӗм симӗс тӗнче — Ухтивана халь шупка ылтӑн тӗслӗн йӑлтӑртатса кӗтсе илет.

Рожь, уже вошедшая в трубку, яровая пшеница, все зеленое царство, кажется, радостно встречают Ухтивана.

Юлташсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Килне васкакан Ухтивана Ивук ҫине тӑрсах калаҫтарма тӑрӑшни, вӑл енчен енне чупа-чупа калаҫни, куҫран пӑхни шухӑшласа пыма чӑрмантарать пулас, Ухтиван кӗскен ҫех хуравлать, хӑй тапратса калаҫмасть.

Ухтивану хочется поскорее попасть домой, и, хотя Ивук изо всех сил старается его разговорить, забегает со всех сторон, заглядывает другу в глаза, в рот, он отделывается от него короткими фразами.

Юлташсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ивук Ухтивана пасар хӗрринче хӑваласа ҫитрӗ.

Ивук догнал Ухтивана в самом конце базара.

Юлташсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑл хушӑра Ивук Ухтивана ҫӑкӑр таткипе сухан-и, мӗн-и панӑ та, ҫамрӑксем савӑнсах апата илтереҫҫӗ.

В это время Ивук сунул товарищу кусок хлеба, луковицу, и друзья аппетитно принялись жевать.

Шупашкар пасарӗнче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ухтивана Яка Илле калаҫма тытӑнни савӑнтарнӑ.

Ухтиван, кажется, рад даже такому разговору.

Шупашкар пасарӗнче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed