Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хальхинче the word is in our database.
хальхинче (тĕпĕ: хальхинче) more information about the word form can be found here.
Пӗрер уйӑх выртса ирттерет те, унтан каллех вӑййа тухать, хальхинче Дымокӑн кӑвакрах куҫӗсем нихҫанхинчен те ытларах ялкӑшса пӑхаҫҫӗ, икӗ ретлӗ хут купӑс чӗлӗхӗсем тӑрӑх унӑн пӳрнисем тата хӑвӑртрах чупаҫҫӗ.

С месяц вылежит а потом опять появится на игрищах, и еще неутолимей блистают голубоватые Дымковы глаза, еще проворней бегают пальцы по клапанам двухрядки.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Анчах унӑн инкек-синкекӗсем ҫакӑнпах пӗтмелле пулман иккен-ха: хальхинче кӗсре ӳкмест, ун вырӑнне вӑл пачах тӗлӗнмелле сиккелеме тытӑнать.

Но его бедствиям еще не суждено было кончиться: кобыла на этот раз не упала, зато у нее оказался совершенно невероятный скок.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Марина хальхинче ҫакна хирӗҫ ним чӗнмесӗрех ирттерсе ячӗ.

Марина на этот раз смолчала.

30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Хамӑрӑн ӗҫ… хальхинче ӑнӑҫлӑ пулайманшӑн йӗретӗп… — сассине янӑратсах каларӗ Половцев, унтан, аллине сарлакан сулса илсе, путек тирӗнчен ҫӗлетнӗ ҫӗлӗкне хыврӗ, унпала куҫҫулне шӑлса типӗтрӗ.

— О том плачу, что не удалось наше дело… на этот раз… — звучно сказал Половцев и размашистым жестом снял белую курпяйчатую папаху, осушил ею глаза.

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хальхинче Давыдовӑн хӑйӗн, нимӗнле мар пулса, именсе тӑмалла пулчӗ.

Тут уж пришла очередь смутиться Давыдову.

26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пур тӗрлӗ савӑнӑҫа та юратакан Андрей Разметнов (хальхинче вӑл шӑпах парнелес ӗҫе ертсе пырать) пӑлханса кайнӑ пухӑва, тӗрлӗрен шӑв-шава ҫак сӑмахсемпе лӑплантарчӗ:

Но Андрей Размётнов, любивший всякие торжества и руководивший на этот раз церемонией премирования, унял шум, успокоил взволнованное собрание:

26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Анчах хальхинче Щукарь мучин калаҫас кӑмӑлӗ нихҫанхинчен те ытларах пулнӑ-мӗн.

Но дед Щукарь на этот раз был больше, чем когда-либо, склонен к разговору.

18-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хальхинче те акӑ Нагульнов, Давыдова темле урлӑ-пирлӗ пӑхкаласа кӗтсе илчӗ, ҫапах та, Лушка тухсанах, хӗрӳленсех калаҫма тытӑнчӗ:

Вот и на этот раз Нагульнов встретил Давыдова, все как-то посматривая вкось и вниз, но после того, как Лушка вышла, заговорил оживленнее:

15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пӗтӗм вӑйӗпе тӗрмешсе, Половцев Хопровӑн ытамӗнчен вӗҫерӗнсе тухрӗ, хальхинче вара ҫакна пуртӑ ҫивӗччӗшӗпе икӗ хутчен шачлаттарчӗ.

С огромным напряжением вырывается Половцев из объятий Хопрова, бьет уже острием топора раз и два.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Санпа ӗҫ татма пултараймастпӑр эпир… — каллех сӑмах пуҫланӑччӗ ӗнтӗ Щукарь мучи, анчах хальхинче Любишкин ӑна кӗрӗк аркинчен ярса тытса алӑк патнелле сӗтӗрчӗ; мучи, хӑйне хӑвӑрттӑн ҫенӗке туртса кӑларнӑран, пуҫланӑ сӑмахне те каласа пӗтереймерӗ.

— С тобой мы не могем… — снова начал было дед Щукарь, но на этот раз Любишкин, пятясь к двери, потянул его за полу; дед, стремительно увлекаемый в сени, так и не успел кончить фразу.

6-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Совет влаҫӗ ҫине шӑл хӑйраканнисене шыра, — приказ панӑ пекех каларӗ хальхинче Половцев.

Ищи таких, какие имели бы зуб на Советскую власть, — уже приказывал Половцев.

3-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Кӑмӑла каймарӗ вӑл мана хальхинче, питӗ те кӑмӑла каймарӗ!

— И не понравилась теперь она мне, ну просто страх как!

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Анчах та хальхинче вӑрах калаҫса тӑман, — леш, ӑслӑскер, суд тунӑ ҫӗрте ҫынсене кансӗрлеменскер, хӑй калаҫма пуҫланӑ.

Но теперь недолго они говорили, — тот, мудрый, не мешавший им судить, заговорил сам:

I сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.

Хальхинче тин хӗрарӑмӑн иккӗленӳ ҫуралнӑ, тек укҫа куҫарман.

Только на этот раз у женщины зародилось сомнение, и денег не перевела.

Паллашу сайтӗнчи виҫӗ савнине укҫа куҫарса панӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/23422.html

Хальхинче Степа кӗсье тӗпӗнчен хӗрлӗ ҫутӑ ҫӑлтӑрлӑ симӗс сукна пилотка туртса кӑларчӗ те Машӑна тӑсса пачӗ.

Сейчас Степа извлек из недр кармана зеленую суконную пилотку с красной эмалевой звездочкой и протянул Маше.

18-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хальхинче ӑна лӑпкӑ та йӑваш Муромец мар, ашкӑнма юратакан урхамах Лиска кӗсре лекнӗ.

В этот раз ей попался не спокойный, покладистый Муромец, а придурковатая, озорная кобыла Лиска.

14-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах Егортан хальхинче те ҫыру ҫук.

Но письма от Егора опять не было.

10-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах хальхинче ачасем, Федя Черкашин килни кӗтмен ҫӗртен пулнипе, Семушкина ӗненсех итлесе тӑчӗҫ.

Но появление Феди Черкашина было так необычно, что ребята на этот раз слушали Семушкина охотно и доверчиво.

8-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хальхинче Маша «Терем-теремока» чи малтан чупса ҫитрӗ, крыльца картлашки ҫинче хыпашлакаласа, ҫӑраҫҫи уҫҫине тупрӗ, кӗҫӗн алӑкне уҫрӗ.

Сейчас Маша первая подбежала к «терем-теремку», пошарила под ступенькой крыльца, нашла ключ и открыла калитку.

7-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Лешӗн пичӗ савӑнӑҫлӑн ялкӑшса кайрӗ; вӑл хальхинче шухӑшласах кулса илчӗ.

Радость разлилась у ней по лицу; она усмехнулась даже сознательно.

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed