Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Атя the word is in our database.
Атя (тĕпĕ: атя) more information about the word form can be found here.
Жилин ӑна тимле пуҫланӑ: — Эпӗ инҫе каймастӑп, ҫав ту ҫине анчах улӑхатӑп, ман сирӗн халӑха эмеллеме эмел курӑкӗ тупас пулать; атя манпа пӗрле, эпӗ, тарас тесен те, каскапа тарас ҫук; ыран эпӗ сана ҫӗмӗренпе ухӑсем туса парӑп, — тенӗ.

Стал его Жилин уговаривать: — Я, — говорит, — далеко не уйду, — только на ту гору поднимусь: мне траву нужно найти — ваш народ лечить. Пойдем со мной; я с колодкой не убегу. А тебе завтра лук сделаю и стрелы.

4 // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ҫав вӑхӑтра ун патне Костылин ятлӑ тепӗр офицер пӑшалпа пырса ҫитнӗ те каланӑ: «Жилин, атя хамӑр кӑна каяр. Хал пӗтрӗ, ҫиес килет, ҫитменнине тата ытла шӑрӑх. Ҫанҫурӑмран тар юхать, пӑрсан, кӗперен шыв юхмалла», — тенӗ.

И подъезжает к нему на лошади другой офицер, Костылин, с ружьем, и говорит: — Поедем, Жилин, одни. Мочи нет, есть хочется, да и жара. На мне рубаху хоть выжми.

1 // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

— Тӳлетӗн пулсан — атя, кайрӑмӑр, — тенӗ Ҫынни.

— А заплатишь — пойдем.

Петр патшапа пӗр ҫын // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Кашкӑрӗ калать: «Атя, эппин, ҫулпа каяр-ха, кама малтан тӗл пулӑпӑр, ҫавӑнтан ыйтӑпӑр: авал ҫинӗ ҫӑкӑр-тӑвара астӑваҫҫӗ-и, астумаҫҫӗ-и? — тейӗпӗр. Астӑваҫҫӗ тесен, эпӗ сана ярӑп, астумаҫҫӗ тесен, сана ҫийӗп вара», — тет.

— Волк и говорит: — Давай, пойдем вместе по дороге. Кого первого встретим, спросим: забывается ли старая хлеб-соль, или помнится? Если скажут: помнится,— я пущу тебя, а скажут: забывается,— съем.

Кашкӑрпа ҫын // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Атя ман хыҫран, — терӗ, тет, тӳре Бауакаса.

— Иди за мною,— сказал судья Бауакасу.

Тӗрӗс тӳре // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Уксах калать: «Манӑн мӗншӗн анас, лаша манӑн вӗт: ырӑпа памастӑн пулсан, атя тӳре патне каяр», — тет.

А нищий сказал: «Зачем слезать, — лошадь моя; а не хочешь добром отдать лошадь, пойдем к судье».

Тӗрӗс тӳре // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Чул ҫинчи ҫырӑва вуласа тухсан, кӗҫӗнни аслине каланӑ: «Атя, иксӗмӗр пӗрле каяр. Тен, эпир вӑл ҫырма урлӑ ишсе каҫӑпӑр та, упа ҫурисене пӳрт патне илсе ҫитерсе, пӗрле телей тупӑпӑр», — тенӗ.

Братья прочли, что было написано, и меньшой сказал: «Давай пойдем вместе. Может быть, мы переплывем эту реку, донесем медвежат до дому и вместе найдем счастие».

Иккӗн пӗртӑван // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Атӑлӗ каланӑ: «Мӗншӗн тавлашса тӑратпӑр, эпир иксӗмӗр те ҫитӗннӗ хӗрсем. Атя, ыран ирех тӑрар та харпӑр хӑй ҫулӗпе каяр. Пиртен хӑшӑмӑр Хвалын патшалӑхне ҫӑмӑлтарах, часрах пырса ҫитнине курӑпӑр», — тенӗ.

Волга сказала: «Зачем нам спорить,— мы обе на возрасте. Давай выйдем завтра поутру из дому и пойдем каждая своей дорогой; тогда увидим, кто из двух лучше пройдет и скорее придет в Хвалынское царство».

Атӑлпа Вазуза // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Старасти кулса янӑ: «Атя эппин, халӗ эсӗ выҫӑ варлӑ, ахӑр, тытса чарӑп, апат хыҫҫӑн тытса та чараймӑн», — тенӗ.

Староста посмеялся ей и сказал: — Ну, пойдем. Ты теперь натощак, так я удержу; а после обеда и не удержать.

Йывӑр сывлӑш // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

«Чӑнах та нимӗн те ҫук пулас, атя каяр эппин», — терӗ, тет, хуҫи.

И говорит: «И то, видно, показалось: никого нет; ну, пойдем».

Пӗр вӑрӑ хӑйне хӑй тыттарни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Атя аяла анса пӑхар, унта пӑртак эсир юратнӑ мононгахельски вискине тупаймӑпӑр-ши.

Давайте спустимся вниз и посмотрим, не найдем ли мы там немного вашего любимого мононгахельского виски.

XXV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Атя тутанса пӑхар.

Итак, давай попробуем.

XXII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Демьян чарӑнчӗ те: «Хайхи упана чӑнах та пӳлсе илетпӗр пулӗ. Выртсан вӑл ҫак шурлӑха выртмалла, урӑх ҫӗрте ниҫта та выртмалли вырӑн ҫук; атя ҫавӑрса илер ӑна», — терӗ.

Демьян остановился и говорит: «Теперь верно обойдем. Больше ему и лечь негде, как в этом болоте. Пойдем в обход».

Упа тытни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Атя халӗ, хамӑр хӑнана вырнаҫтарар, унтан вара эпир иксӗмӗр ӗҫмелли япала илесси ҫинчен калаҫӑпӑр, эпӗ пӗлетӗп — эсӗ ӑна тӗнчере пуринчен те ытла юрататӑн.

Пойдем, сейчас устроим нашу гостью, а затем мы с тобой поговорим о покупке напитка, который, я знаю, ты любишь больше всего на свете после самого себя.

VI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

«Атя эппин, каяр», — терӗм эпӗ.

— «Ну, что ж, пойдем».

Салтак арӑмӗн пурӑнӑҫӗ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Атя, хӗрӗм, пыр, ҫитет кун чухлӗ халап ҫапса.

Пора, пора, дочка, хватит парню голову дурить.

3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Шалишь! илсе яр та унашкаллине качча, кайран ӗнсе ҫинчен те анасшӑн пулмӗ, атя, но-о, пахха тесе, чӑпӑрккапа ӗнтсе пырӗ.

Не-ет, шалишь! женись вот на такой, ух, она тебя запряжет, и будет погонять, погонять…

3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

 — Дина, атя часрах, ҫумӑр шапарсах кайиччен тухса сирпӗнер кунтан!

— Дина, где ты там, поехали скорее, пока ливень не начался.

3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Атя, луччӗ… юрату ҫинчен пӗр-пӗр анекдот каласа памӑн-и?

— Лучше уж расскажи что-нибудь о любви…

3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Атя, калаҫар та мар ун пирки: пулнӑ-иртнӗ, ҫав кӑна.

Давай не будет об этом: было и прошло, только и всего.

3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed