Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ятпа (тĕпĕ: ят) more information about the word form can be found here.
Командӑри волейболистсене ҫав ятпа пурне те медальсемпе, дипломсемпе, волейбол спорчӗн формисемпе наградӑланӑ.

Help to translate

Тушкилсем - виҫҫӗмӗш // Е.ЕМЕЛЬЯНОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

39. Эпӗ вӗсене ертсе пыма Авраама, Исаака, Иакова, Осияна, Амоса, Михее, Иоиле, Авдие, Ионӑна, 40. Наума, Аввакума, Софонияна, Аггее, Захарийӑна, Ҫӳлхуҫа хыпарҫи ятпа ҫӳрекен Малахийӑна парӑп, тет Ҫӳлхуҫа.

39. которым Я дам в вожди Авраама, Исаака и Иакова, и Осию, и Амоса, и Михея, и Иоиля, и Авдия, и Иону, 40. и Наума, и Аввакума, Софонию, Аггея, Захарию и Малахию, который наречен и Ангелом Господним.

3 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Шӑматкуна хисеплесе тӑма та, ашшӗсен уявӗсене уяса пыма та, иудей ятпа та ҫӳреме юраман.

6. Нельзя было ни хранить субботы, ни соблюдать отеческих праздников, ни даже называться Иудеем.

2 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Ҫакӑн хыҫҫӑн Аполлоние, Менесфей ывӑлне, Птоломей Филометор патшана ларнӑ ятпа Египета ярсассӑн, Антиох ӑна хӑйӗнпе тӑшманлӑ тӑрать тесе шухӑшлама пуҫланӑ та, асӑрханса, унран сыхланма тӑрӑшнӑ; ҫавӑнпа та Иоппие кайнӑ чухне вӑл Иерусалима кӗнӗ.

21. Когда затем Аполлоний, сын Менесфея, послан был в Египет по случаю восшествия на престол царя Птоломея Филометора, Антиох заподозрил его враждебным себе и начал стараться обезопасить себя против него; посему, отправившись в Иоппию, он пришел в Иерусалим.

2 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Ҫырса пынисенче Соломон, ӑслӑлӑхӗпе тӗлӗнтерекенскер, Турӑ Ҫуртне туса лартнӑ ятпа парне кӳрсе, ӑна ҫапла тасатса ҫитерни ҫинчен те каланӑ.

9. Было сказано и то, как он, исполненный премудрости, принес жертву обновления и совершения храма.

2 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Эй Иерусалим! куҫҫулӗпе хурлӑх тумне хывса пӑрах та Турӑ ӗмӗрлӗхе мухтав панӑ ятпа чаплӑ тумтир тӑхӑн.

1. Иерусалим! сними с себя одежду плача и озлобления твоего и оденься в благолепие славы от Бога навеки.

Вар 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

«Эпӗ кунтах! Эпӗ кунтах!» терӗм Эпӗ Ман ятпа ҫӳремен халӑха.

«Вот Я! вот Я!» говорил Я народу, не именовавшемуся именем Моим.

Ис 65 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Халӑхсем санӑн тӳрӗлӗхне, патшасем пурте санӑн мухтавлӑхна курӗҫ, вара сана Ҫӳлхуҫа чӗлхи-ҫӑварӗ хуракан ҫӗнӗ ятпа чӗнме пуҫлӗҫ.

2. И увидят народы правду твою и все цари - славу твою, и назовут тебя новым именем, которое нарекут уста Господа.

Ис 62 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Тӑшманӑмсем мана куллен-кун хӑртаҫҫӗ, мана курайманнисем ман ятпа ылханаҫҫӗ.

9. Всякий день поносят меня враги мои, и злобствующие на меня клянут мною.

Пс 101 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

[Давидӑн мухтав юррийӗ. Турӑ Ҫуртне лартнӑ ятпа.]

[Хвалебная песнь Давида. На построение дома.]

Пс 95 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Вара патша Хелкияна, Шафан ывӑлне Ахикама, Михей ывӑлне Авдона, Шафан ҫыруҫӑна тата патша тарҫине Асаияна ҫапла хушса каланӑ: 21. кайӑр та ман ятпа, Израильре юлнӑ ҫынсен ячӗпе тата Иудея ячӗпе ҫак тупӑннӑ кӗнекери сӑмахсем мӗне пӗлтернине Ҫӳлхуҫаран ыйтса пӗлӗр, мӗншӗн тесессӗн Унӑн ҫилли хаяр, пирӗн аттесем ҫак кӗнекери сӑмахсене, Ҫӳлхуҫа сӑмахӗсене, уяман, ҫавӑншӑн Ҫӳлхуҫа пире ҫилленнӗ, тенӗ.

20. И дал царь повеление Хелкии и Ахикаму, сыну Шафанову, и Авдону, сыну Михея, и Шафану писцу, и Асаии, слуге царскому, говоря: 21. пойдите, вопросите Господа за меня и за оставшихся у Израиля и за Иуду о словах сей найденной книги, потому что велик гнев Господа, который воспылал на нас за то, что не соблюдали отцы наши слова Господня, чтобы поступать по всему написанному в книге сей.

2 Ҫулс 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Вара патша Хелкия священника, Шафан ывӑлне Ахикама, Михей ывӑлне Ахбора, Шафан ҫыруҫӑна тата патша тарҫине Асаияна ҫапла хушса каланӑ: 13. кайӑр та ман ятпа, халӑх ячӗпе тата пӗтӗм Иудея ячӗпе ҫак тупӑннӑ кӗнекери сӑмахсем мӗне пӗлтернине Ҫӳлхуҫаран ыйтса пӗлӗр, мӗншӗн тесессӗн Унӑн ҫилли хаяр, пирӗн аттесем ҫак кӗнекери сӑмахсене уяман, унти ӳкӗтсене пӑхӑнман, ҫавӑншӑн Ҫӳлхуҫа пире ҫилленнӗ, тенӗ.

12. И повелел царь Хелкии священнику, и Ахикаму, сыну Шафанову, и Ахбору, сыну Михеину, и Шафану писцу, и Асаии, слуге царскому, говоря: 13. пойдите, вопросите Господа за меня и за народ и за всю Иудею о словах сей найденной книги, потому что велик гнев Господень, который воспылал на нас за то, что не слушали отцы наши слов книги сей, чтобы поступать согласно с предписанным нам.

4 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

22. Тата эрнесен уявне, тулӑ вырма пуҫланине, уявла, ҫулталӑк вӗҫӗнче ҫимӗҫ пухса кӗртнӗ ятпа авӑн уявӗ ту; 23. ҫулталӑкра виҫӗ хутчен санӑн пур арҫынну та Патша умне, Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри умне, пырса тӑтӑр, 24. Эпӗ халӑхсене сан умӑнтан хӑваласа ярӑп, санӑн чиккӳсене сарӑп, эхер те эсӗ хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун куҫӗ умне ҫулталӑкра виҫӗ хутчен пырса тӑрсассӑн, санӑн ҫӗрне никам та хапсӑнмӗ.

22. И праздник седмиц совершай, праздник начатков жатвы пшеницы и праздник собирания плодов в конце года; 23. три раза в году должен являться весь мужеский пол твой пред лице Владыки, Господа Бога Израилева, 24. ибо Я прогоню народы от лица твоего и распространю пределы твои, и никто не пожелает земли твоей, если ты будешь являться пред лице Господа Бога твоего три раза в году.

Тух 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Ҫулталӑкра Маншӑн виҫӗ уяв ту: 15. тутлӑлла ҫӑкӑр уявне туса тӑр: Эпӗ сана хушнӑ пек, каласа хунӑ вӑхӑтра — авив уйӑхӗнче — ҫичӗ кун тутлӑлла ҫӑкӑр ҫи, мӗншӗн тесессӗн эсӗ ҫак уйӑхра Египетран тухнӑ; Манӑн куҫӑм умне пушӑ алӑпа ан пыччӑр; 16. хирне акса, ху ӗҫлесе тунӑ ҫӗнӗ тырӑ уявӗ ту, хирти ӗҫӳсене пӗтерсессӗн, ҫулталӑк вӗҫӗнче ҫимӗҫ пухса кӗртнӗ ятпа авӑн уявӗ ту.

14. Три раза в году празднуй Мне: 15. наблюдай праздник опресноков: семь дней ешь пресный хлеб, как Я повелел тебе, в назначенное время месяца Авива, ибо в оном ты вышел из Египта; и пусть не являются пред лице Мое с пустыми руками; 16. наблюдай и праздник жатвы первых плодов труда твоего, какие ты сеял на поле, и праздник собирания плодов в конце года, когда уберешь с поля работу твою.

Тух 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Эпӗ Авраама, Исаака тата Иакова «Пурне те Пултаракан Турӑ» ятпа курӑнтӑм, Хамӑн «Ҫӳлхуҫа» ятӑмпа вӗсене палӑрмарӑм; 4. вӗсене Ханаан ҫӗрне — хӑйсем куҫса ҫӳренӗ, хӑйсем ҫӳресе тухнӑ ҫӗре — пама пулса Эпӗ вӗсемпе халал хыврӑм.

3. Являлся Я Аврааму, Исааку и Иакову с именем «Бог Всемогущий», а с именем Моим «Господь» не открылся им; 4. и Я поставил завет Мой с ними, чтобы дать им землю Ханаанскую, землю странствования их, в которой они странствовали.

Тух 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫапла ятпа ҫӳреме пуҫланӑ 2011 ҫулта районти историпе таврапӗлӳ музейӗ.

Help to translate

Ҫитсе курӑр Муркаш тӑрӑхне // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ҫак ятпа ӑна чунран саламлатӑп, ҫирӗп сывлӑх, телей сунатӑп.

Help to translate

«Хресчен сассипе» - чӗрӗк ӗмӗр // Александр МАКАРОВ. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Февралӗн 6-мӗшӗнчен пуҫласа Вӑрмар поселокӗнче ашшӗпе ывӑлӗ - Александрпа Евгений Бойковсем - урам командисем хушшинче «Хӗллехи классика» ятпа пилӗк туртан тӑракан юр ҫинчи мини-футбол вӑййисем ирттерме пуҫлани, унта пӗтӗмпе ултӑ команда хутшӑнма кӑмӑл туни ҫинчен пӗлтернӗччӗ.

Help to translate

«Хӗллехи классика» ҫуллахине те куҫӗ // В.ТОЛМАТОВ. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.15

Унӑн кӑкӑрне ҫавӑн пекех «Ӗҫри хастарлӑхшӑн. В.И.Ленин ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ ятпа» юбилей медалӗ илем кӳрет.

Help to translate

Тӳрӗ кӑмӑллӑ, хӑйӗн ӗҫне чунтан парӑннӑ ӗҫтеш // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.12

Анчах РФ Патшалӑх Думи Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнӗ ятпа пӗлтернӗ амнистипе килӗшӳллӗн виҫҫӗшне те яваплӑхран хӑтарнӑ, судпа айӑпланине пӑрахӑҫланӑ.

Help to translate

«Алза» ертӳҫисене айӑпланӑ // Н.ДМИТРИЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed