Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫавӑнпа артистсем театртан тухсан, гостиницӑна таврӑнас вырӑнне, чӑваш юррисем юрла-юрла Атӑл хӗрнелле анса кайрӗҫ:
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Унӑн кӗтеслетнӗ ҫурт тӑррисем, Атӑл ҫыранӗ еннелле тухакан сарлака балконӗсем, сарӑ тата хӗрле сӑрӑсемпе тул енчен илемлетнӗ театр стенисем ҫынсен кӑмӑлне килентереҫҫӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Атӑл хӗрринче вырнаҫнӑ пысӑк тӑваткал ҫурт аякранах курӑнать.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Атӑл тӑрӑх пӑрахутсем сахал ҫӳреҫҫӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Акӑ «Самолет» мӑрйинчен кӑвак тӗтӗм палкаса туха пуҫларӗ, тӗтӗмпе хутӑш Атӑл хумӗсем ҫине вут-хӗм сирпӗне-сирпӗне ӳкет.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Татса хатӗрлене вутта котельнӑя антарса пӗтерсен, артистсем хӗпӗртесех шыв хӗрне чупрӗҫ, пӗр-пӗринпе ӑмӑртса Атӑл варнелле чылаях ише-ише кайрӗҫ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Павлуш Атӑл хӗрне трамвайпа пырса ҫитсен анаталла каякан кӗрен тӗслӗ пӑрахут виҫҫӗмӗш хут кӑшкӑртрӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Кун пек театр Атӑл тӑрӑхӗнчи хуласенче урӑх ҫук, Мускаври Пысӑк театр ҫеҫ унпа пӗртӑван!
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Атӑл хӗрне каякан трамвай чарӑнакан вырӑналла пынӑ чух Эльгеев сасартӑк Державин площадӗнче хура тӗтӗм палкаса хӑпарнине асӑрхарӗ, кӑшт тӑрсан ҫулӑм ялкӑшни те курӑнса кайрӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Май уйӑхӗн ҫирӗммӗшӗнче, вуникӗ сехетре, артистсем пурте Атӑл хӗрринче пуҫтарӑнма йышӑнчӗҫ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Темле йывӑр пулсан та, ҫак хыпара пӗлтересех пулать сана: манӑн чи ҫывӑх юлташ, ман хута кӗрсе мана пурнӑҫ панӑ ҫын — Петр Данилович Тенюков (эс ӑна пӗлетӗн, вӑл пирӗн ялсем), пирӗн полк командирӗ, Шур Атӑл ҫыранӗ хӗрринче Ӗпхӗве илнӗ чух пуҫне хучӗ.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Вӑхӑт каҫ енне сулӑнсан, Атӑл хӗрринчи Струков скверӗнче шӑпчӑксем ним хуйхи-суйхине пӗлмесӗр хӑйсен юррине шӑрантарма тытӑннӑ вӑхӑтра, Тенюков Клавдия Федоровнӑпа сывпуллашрӗ, Польӑна хӑйпе пӗрле пыма чӗнчӗ.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Вӑл приказ тӑрӑх пирӗн полк Шур Атӑл енне кусмаллаччӗ-ҫке?
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Хӗлле Атӑл леш енне лавсемпе кӑна турттаратчӗҫ, халӗ — баржӑсем ҫине тиесе куҫараҫҫӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Пӑр кайнине курма юратакансем кӑҫал кӑҫатпа мар, атӑпа е пушмакпах Атӑл хӗрне утаҫҫӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Трамвайсем ытти ҫулсенчен пӗр уйӑх маларах Атӑл хӗрне ҫӳреме пуҫларӗҫ, пулӑҫсем тахҫанах атмапа пул тытаҫҫӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Атӑл пӑрӗсем пӗр-пӗринпе ӑмӑртса юхнине курас текенсем пит савӑннӑ ҫуркунне ир килнипе.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Иртнӗ ҫулсенче Атӑл пӑрӗ тапраннӑ вӑхӑтра ҫил-тӑвӑллӑ сивӗ ҫумӑр ҫӑраканччӗ, ҫуртсен ҫивиттийӗсенчен тӗрлеттерсе шыв юхаканччӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Станцисенче йӗпенсе выртакан тӗштырра халӗ Белебей уесӗнчен Атӑл хӗрнелле хӗрсе куҫараҫҫӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Ҫавӑнпа Белебей таврашӗнчи тырра пирӗн хӑвӑртрах Атӑл урлӑ каҫарма тӑрӑшмалла.