Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫыххи (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Хӑнасем юбиляра Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Владимир Путинӑн салам открыткине панӑ, асӑнмалӑх парнесем тата чечек ҫыххи парнеленӗ, ҫирӗп сывлӑх, вӑрӑм кун-ҫул, телей тата килӗшӳпе тату суннӑ.

Help to translate

Йывӑр пулсан та ӳпкелешмен // Канашьен. http://kanashen.ru/2022/09/23/%d0%b9%d1% ... %b5%d0%bd/

Сире юрату, чечек ҫыххи, парнесем кирлӗ…

Захочется любви, цветов и подарков…

26-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫав вӑхӑтра Бурнаш сӗтел хушшинчен тухрӗ те хулӑ ҫыххи патне пырса пӗр яштака хуллине алла илчӗ, пиҫӗ-и ку тенӗ пек, ӑна авкаласа пӑхрӗ, вара Эхмемет еннелле ҫаврӑнчӗ.

Help to translate

6. Сарыев мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Унтан ӳплинчен пулӑ ҫыххи йӑтса килчӗ — шӑкӑр шӑла пулӑ.

Help to translate

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Эльгеев пӳлӗмӗнче «хӗрарӑм шӑрши» те сисӗне пуҫларӗ, сӗтел ҫинче уйри чечексем е кӑлкан ҫыххи татӑла пӗлмерӗ, тутлӑ духи шӑрши те пӳлӗмрен сӗвӗрӗлмерӗ.

Help to translate

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Куратӑн пуль — мӑй ҫыххи.

Help to translate

5. Тӑшман // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Мӑй ҫыххи?

Help to translate

5. Тӑшман // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сулахай аллинче унӑн кӗмӗл сулӑ, кӑкӑрӗ ҫинче — вӗтӗ ҫеҫтенкӗллӗ мӑй ҫыххи.

Help to translate

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ме, тыт, — терӗ Шевле, типӗтнӗ пулӑ ҫыххи тыттарса.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вара вӑл та сылтӑм аллинчен ҫемҫе сӑран перчеткине сулахай аллипе хывса илсе тытрӗ те Соньӑна шур чечек ҫыххи тыттарчӗ.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Витя ҫинче чечек ҫыххи выртать, амӑшӗ килсе кайнӑ пулмалла.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Те чӑн каларӗ ку сӑмахсене Ваҫинкке карчӑкӗ, те тӑрӑхласа, анчах хӑй вӗри кукӑльсем, выртнӑ еннелле ӑмсанса пӑхса илчӗ те сар ҫыххи ҫумӗнчи чӗлӗмне вӗҫертрӗ.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Уҫланкӑ тискерчӗксемпе сиксе вӗрет; вӗсем кӑвайт тавра пухӑнса тулнӑ; унта арҫынсем, ачасемпе хӗрарӑмсем; вӗсен кӗре кӗлеткисем вут ҫутинче ҫиҫкӗнсе-йӑлтӑртатса мӑй ҫыххи евӗр кумаҫҫӗ.

Лужайка кипела дикарями; они теснились вокруг костра; там были мужчины, дети и женщины; смуглые тела их, лоснящиеся от огня, двигались ожерельем.

III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.

Моргианӑн ҫӳлти чӳречи ҫав-ҫавах ҫутӑ; унталла шанмасӑртарах пӑхкаласа Гобсон Кука мӑй ҫыххи тӑхӑнтартрӗ, унтан хура, йӑлтӑркка та типӗ куҫлӑ йытта пӳлӗме ҫавӑтса кӗчӗ, анчах хирӗҫ тухакан Детрея курчӗ.

По-прежнему светилось верхнее окно Моргианы; с подозрением взглянув на него, Гобсон прикрепил к ошейнику Кука цепь, затем ввел черную, с блестящим, сухим взглядом, собаку в комнату, но увидел шедшего навстречу Детрея.

XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

«Шӑпчӑка» никӗсленӗ ҫынсенчен пӗрне Лариса Долговӑна тав туса чечек ҫыххи парнелерӗ.

Help to translate

Юррисем илемлӗ, чӗлхисем ҫепӗҫ // Татьяна Васильева. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... hisem-cepc

Чи малтанах тӑватӑ мӑй ҫыххи куҫарса хучӗ: бриллиант, изумруд, ӗнчӗ тата рубин.

Прежде всего она отложила четыре ожерелья: бриллиантовое, изумрудное, жемчужное и рубиновое.

XIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Сухан ҫыххи тупса Детрей иккӗшне тасатрӗ, турарӗ, пысӑк ҫатма ҫинче тӑварпа хутӑштарчӗ, лайӑх пӑтратсан ҫыхнӑ кӗленчерен олива ҫӑвӗ ячӗ, икӗ теҫетке ҫӑмарта ҫӗмӗрсе хучӗ; ҫакӑн хыҫҫӑн патентланӑ спиртовкӑна чӗртрӗ те ҫатмана сенкер ҫулӑм кӑшӑлӗ ҫине лартрӗ.

Разыскав связку лука, Детрей очистил две луковицы, искрошил, перемешал на большой сковороде с солью, полил месиво оливковым маслом из плетеной бутылки, разбил десятка два яиц; после того он зажег патентованную спиртовку и поставил сковородку на венок синих огней.

XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Тӗлӗнсе пӑхса юлаттӑм: хура тум тӑхӑннӑ хитре хӗрарӑм кӑкӑрӗ ҫумне хӗрлӗ роза ҫыххи тытнӑ, шӑкӑлт-шӑкӑлт шаклаттарса утать.

Help to translate

I // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Ҫыххи ҫук, шыҫӑран, вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, аялти куҫ харши ӑшӗнче кӑна кӑштах темӗн юлнӑ.

Повязка отсутствовала, а от опухоли, как она сообщила, осталось легкое утолщение внутри нижнего века.

XIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Унӑн куҫ ҫыххи халӗ тирпейлӗрех, пичӗн сулахай пайне тикӗссӗн хупланӑ.

Ее повязка лежала аккуратнее, ровно зачеркивая левую часть лица.

XVIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed