Шырав
Шырав ĕçĕ:
Мӗншӗн тесен, вӗсем купец влаҫа хапсӑннинчен тухӗҫ, вӗсен тӗп тӗллевӗ — пӗр сослови аллине мӗнпур хӑвата кӳресси пулӗ, купец ҫак тӗллев ячӗшӗн нимӗнле меслетпе те чӑрмансах тӑрас ҫук…
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӑшне-пӗрне, ячӗшӗн тенӗ пек, сайра хутран е сакӑрвуннӑ, е ҫӗр доллар штрафлать те, ҫавӑнпа ӗҫӗ те пӗтет.
II // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Тӑчӗ Виталий, ячӗшӗн тенӗ пек шакканкаларӗ те айӑпа кӗнӗ айванла ленк! сӗвенчӗ Нинӑпа ҫумлӑн.
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ӗҫнӗ хыҫҫӑн, умӗнчи яшкине ячӗшӗн тӗкӗнкелесе (хӑй те апат хушшинчен тухса уттарни тин), сӑпка ҫывӑхне йӑпшӑннӑ хӗрне куҫӗнчи кӑмӑллӑ хӗлхемӗпе ҫупӑрларӗ.
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Вӑл хӑйне ячӗшӗн ҫеҫ «хамӑр вӑхӑтри чаплӑ тӗлӗнтерӳҫӗ», тет.Сам себя для рекламы называет «великим курьезом нашего времени».
«Хамӑр вӑхӑтри чаплӑ тӗлӗнтерӳҫӗ» // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.
Эппин, вӑл асаплӑн вилнӗ рабочисене шеллемен, масар ҫинче вӗсем пирки кӗлӗ юрри юрланӑ чух вӑл юри, ячӗшӗн ҫеҫ хӑтланнӑ.Значит, ему не было жалко погибших рабочих и он притворялся, когда отпевал их на кладбище…
7 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Ячӗшӗн.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ячӗшӗн хӑтӑранҫи те туса илчӗ ӑна.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
«Намӑссӑрӗ» те кунашкал самантра «намӑссӑр» сӑмах пӗлтерӗшӗ мар-ха, шӳтшӗн, ячӗшӗн калани, хӗрӗн хӑйӗн йӗкӗтпе кӑлтартатас килнин тупсӑмӗ, йӑпанӑҫӗ.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ячӗшӗн кӑна.
30 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
— Мӗнле сывлӑх сунни ҫинчен ыйтатӑп эп: ахаль ячӗшӗн кӑна-и е сума сусах?
1 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Катенька пуринчен те ытларах хӗрелсе кайрӗ; Володя ним чухлӗ те вӑтанмарӗ, ӑна ячӗшӗн пек пуҫ тайрӗ те Любочка патнелле пӑрӑнчӗ, унпа та шӳтлереххӗн кӑштах калаҫкаларӗ те уҫӑлса ҫӳреме таҫталла пӗчченех тухса кайрӗ.
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Чӗрене хуйхӑ кӑна тултарса тӑманнипе эпӗ хама курайми пултӑм, ытти туйӑмсене пытарма тӑрӑшрӑм; ҫакна пула эпӗ чӑнласа мар, ячӗшӗн ҫеҫ хуйхӑрнӑ пек пулса тухрӗ.
XXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫарпа вӑрҫӑ ыйтӑвӗсене вӑл ялан пекех пӗччен татса панӑ, Павӑл хӑй килӗшнине ячӗшӗн кӑна пӗлтернӗ, юлашки сӑмаха Учана калаттарнӑ.
2 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
— Ну, пӑрахут тесе эпир ӑна… ячӗшӗн ҫапла калатпӑр.
Пӗрре ҫӗрле… // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Эпӗ, тӳсме ҫук пысӑк хуйхӑллӑскер (манӑн ӗнтӗ талӑкра сакӑршар сехет вӗренсе лармаллаччӗ), тин ҫеҫ сӗтел хушшине кӗрсе ларнӑччӗ — алӑка ячӗшӗн те пулин шаккамасӑр-тумасӑрах вӑл пӳлӗме вирхӗнсе кӗчӗ.
Эпӗ поэт пулса тӑтӑм // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Ячӗшӗн, чапӗшӗн ҫеҫ пит кирлӗ мана…
Манӑн ятӑм Шура пулса тӑчӗ // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Мукуҫ мучи, тӗлкӗшме пӑрахнӑ чӗлӗмне ячӗшӗн тенӗ пек тепӗртак чапкакаларӗ те, кӗлне каланкка анине кайса шаккаса, хӑйне вырткаласа тӑма тунӑ тӗпелти йывӑҫ кравать ҫине пырса ларчӗ.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Тарманнисем те ӗҫе ячӗшӗн ҫеҫ ҫӳреҫҫӗ.
Пӗлмесен — вӗренӗпӗр // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Анчах ку — ячӗшӗн кӑна, хамӑрӑн чунсен тӑванлӑхне тепӗр хут кӑтартас-ха тенӗн.Но это — больше для вида, для того опять же, чтобы лишний раз продемонстрировать наше родство душ.
17 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.